Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕн вĕренекенĕсем Дмитрий Моисеевпа тĕл пулнă

13 декабря 2022

Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче Дмитрий Моисеевăн Чăваш кĕнеке издательствинче кăларнă «Ют пахчари хăмла çырли» кĕнекин презентацийĕ иртнĕ.

Дмитрий Моисеевăн тăван шкулĕнче йĕркеленнĕ кĕнеке презентацийĕ пресс-конференциех çаврăннă — «Ют пахчари хăмла çырлипе» паллашма ĕлкĕрнĕ учительсен те, вĕренекенсен те вун-вун ыйту капланнă: хайлавсенчи сăнарсен прототипĕсем Муркаш тăрăхĕнчи çынсемех-и? Йăлтах пурнăçран илсе çырнă-и? Паянхи пурнăçа сăнлама мĕн хавхалантарать? Кĕнекене мĕн вăхăт çырнă? «Пăр сивви» калава мĕншĕн çапла ят панă?..

— Дмитрий Андреевичăн «Ют пахчари хăмла çырли» кĕнеки тӳрех тыткăна илет. Кашни калавĕ хăйне евĕр каткăс та интереслĕ, паянхи пурнăçпа тачă çыхăнса тăрать. Калавсенче çутатса панă сюжет чĕре витĕр тухать, шухăша ярать. Чи интересли — калаври сăнарсем шухăшласа кăларнă сăнарсем мар иккен. Пурин те прототипĕ пур. Урăхла пулма та пултараймасть пулĕ чăн-чăн журналистăн. Вăл чи кăсăклă, хăйĕн чунне пăлхантарма пултаракан историе кăна çутатса парать. Чăнах та, Дмитрий Андреевичăн калавĕсем пĕрремĕш йĕркерен тыткăна илеççĕ те вуласа тухнă хыççăн та чылайччен шухăшлаттараççĕ. Ку кĕнекене 12 çултан аслăрах пур ачана тата ашшĕ-амăшне вулама сĕнес килет. Аслисем, ачасене юратса тунă йăнăшсем мĕнле инкек патне илсе çитернине питĕ витĕмлĕ кăтартса панă. Айван çын хăй йăнăшĕсене те ăнкармасть, ăсли çын йăнăшне асăрхаса ыр пурнăçпа пурăнать. Вулăр, вĕренĕр, ырă пурнăçпа пурăнăр, – палăртрĕ шкул директорĕн çумĕ, чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Эльвира Владимировна Портнова.

Чăваш чĕлхипе литературин тепĕр вĕрентекенĕ Алевтина Евгеньевна Шишкина та ачасене Моисеевăн кĕнеки кăсăклантарнине çирĕплетрĕ.

— Паянхи ачасене интереслентерме çăмăл мар, кичем темăпа калаçасшăн мар вĕсем. Дмитрий Моисеевăн калавĕсене вара çăвара шыв сыпсах итлерĕç, сăнарсен малашнехи пурнăçĕ мĕнле йĕркеленнине пĕлесшĕн çунчĕç, произведенисенче фразеологизмсем, ваттисен сăмахĕсем йышлă пулнинчен тĕлĕнчĕç. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухакан çамрăксене манăн Дмитрий Моисеевăн «Виççе пайланнă ĕмĕр» кĕнекене (вăл та Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă) кĕртнĕ «Амăшне хывнă хĕр» калавне те вулаттарас килет. Пурăнма вĕрентекен хайлав вăл, — терĕ Алевтина Евгеньевна.

Çитес вăхăтрах Калайкасси шкулне районти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсем пухăнĕç. Эльвира Владимировна ун чухне Дмитрий Моисеевăн хайлавне тĕпе хурса уçă урок ирттерме палăртнă.

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)

 


Галерея

2 3 4 5 6 Дмитрий Моисеев-Ют пахчари хăмла çырли 1