Михаил Пришвинăн калавĕсем – икĕ чĕлхепе
13 апреля 2023
Кăçал çĕршывăмăр Михаил Пришвин (1873–1954) çыравçă тата публицист çуралнăранпа 150 çул çитнине паллă тăвать. Михаил Михайлович – çутçанталăкпа тăван çĕр юрăçи. Хайлавĕсенче вăл мĕнпур тавралăха – тискер чĕрчунсемпе кайăксене, йывăç-курăка, тăватă ураллă туссене – юратни çинчен çырнă.
Сумлă датăна халалласа Чăваш кĕнеке издательстви 2022 çулта М. Пришвинăн хайлавĕсене пухса кăларма йышăннăччĕ. Нумаях пулмасть вара «Лесной доктор. Вăрман тухтăрĕ» кăларăм кун çути курчĕ. Эппин, вăл кĕçех вулавăшсемпе лавккасене çитĕ. Ăна кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕ. Кĕнекене çыравçăн тăхăр калавĕ кĕнĕ. Чăвашла вĕсене Валерий Алексин куçарнă, ÿнерçи – Светлана Бритвина, редакторĕ – Ольга Иванова.
Çуркунне çитсен пĕтĕм тĕнче ыйхăран вăранать. Çак вăхăта писатель «Йывăçсем пĕр-пĕринпе пуплешни» калавра илемлĕ сăнласа парать. Йывăçсемпе тĕмсем те пĕр-пĕринпе «пуплеме» пултараççĕ-мĕн: «Акă йывăçсем пĕр-пĕринпе пăшăлтатса калаçма пуçларĕç; хурăн хăйĕн аякра тăракан пĕлĕшне чĕнсе илсе тем каласшăн, çамрăк ăвăс уçланкă варрине сиксе тухнă та хăй пекех яштака тантăшне тураттипе сулласа йыхарать, çĕмĕрт хăй тăванне папкаллă туратне тăсса парасшăн». Пур çĕрте те пурнăç вĕресе тăрать. Çакна курма çеç пĕлмелле.
Çурхи хĕвел ÿсен-тăрана кăна мар, чĕрчунсемпе хурт-кăпшанка те чĕрĕлĕх кĕртет. «Шапа чĕппи» хайлав шăпах çавăн пек ĕç-пуç çинчен каласа парать: «Кăнтăрла пĕр-ик сехетлĕхе те пулин юр çинче тĕрлĕ-тĕрлĕ нăрăсемпе эрешменсем, ÿпре таврашĕсем йăшăлтатса вĕçкелеме пуçлаççĕ. Юр айĕпе çурхи шыв юха пуçласан кĕрен шапа чĕппи ыйхăран вăраннă. Айванскер юра сирсе хĕвел питтине тухнă та çуркунне çитнĕ пуль-ха тесе çулçÿреве пуçтарăннă...» Ку ăнтăлу мĕнпе вĕçленнĕ-ши? Калавпа паллашсан пĕлейĕр.
Михаил Пришвин чĕрчунсемпе вĕçен кайăксен йăли-пăлине чухлани кашни хайлавĕнчех сисĕнет. Вăл сăнлакан пулăмсем чĕррĕн куç умне тухаççĕ. Çутçанталăк вăрттăнлăхĕсене вулакана та уçса парать çыравçă. Чĕрĕп хаçата вăрманти типĕ çулçă вырăнне хурса унран йăва çавăрма пултарать иккен («Чĕрĕп»). Тăрна умлăн-хыçлăн хĕрĕх виçĕ шапа та çисе яма пултарать-мĕн («Тăрнашка»). Вăрман та темиçе хутлă: «Вĕçен кайăксемпе тискер чĕрчунсен вăрманта кашнин хăйĕн вырăнĕ пур: шăшисем çĕр айĕнче шăтăк тăваççĕ, шăпчăксемпе ытти кайăксем хăйсен йăвине çĕр çине çавăраççĕ, сульхасен йăви çÿллĕрех вырăнта, тĕмĕсем çинче, улатаккасем, кăсăясемпеле тăманасем тата çÿлерех, йывăç хăвăлĕнче, пурăнаççĕ, вăрманти çÿлти хута çăткăн кайăксем – хурчкасемпе ăмăрткайăксем – йышăнаççĕ» («Вăрман миçе хутлă»).
Мĕнле кайăка «вăрман тухтăрĕ» тесе калаççĕ-ши тата? Ку ыйту хуравне пурте пĕлеççĕ-тĕр. Тĕплĕнрех вара «Вăрман тухтăрĕ» хайлавра тупса вулама май пур.
Михаил Пришвинăн кĕнеки пĕчĕк вулакансемшĕн паха парне пуласса шанатпăр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ