Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Литература пикникĕ – ырă йăла

26 июня 2024

Çулла – тĕлĕнмелле илемлĕ те çутă вăхăт. Хĕвел ялкăшса пăхнă чухне пурнăç савăкрах пек. Çумăр çуни те питех хурлантармасть, пачах урăхла – тавралăха сиплĕх кӳрет. Пĕр хушă шăрăх тăнă хыççăн çанталăк уçăлтарнине те парне пек йышăнатăн.
Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче литература пикникĕ йĕркелеме палăртнăччĕ. Пĕлтĕр вăл пĕрремĕш хут вулавăш картишĕнче иртнĕччĕ. Кăçал вара кăшт сивĕрех пулнипе варкăшçăсем урамра мар, хăтлă залра пуçтарăнас терĕç. Чи пĕлтерĕшли – ăçта пухăнни мар, пĕр шухăшлă пулса ырă йăлана тăсни. Пӳлĕмре те пикник ним мар тума пулать иккен. Çемçе курăк вырăнне – симĕс лапам, лаштра йывăçсем вырăнне – савăтсенчи çӳллĕ чечексем. «Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕсем «Çутçанталăк – тупра, эсĕ ăна упра. Природа – творец всех творцов» кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ. Сĕтел кукăль-икерчĕпе, пылак çимĕçпе, улма-çырлапа тулли.
Кăмăллă лару-тăрура сăвă янăрарĕ, юрă юхрĕ. Тĕлпулăва хутшăнакан çыравçăсемпе артистсем, художниксемпе библиотекарьсем пĕр-пĕрне итленĕ май пĕрре ахăлтатса кулчĕç, тепре тарăн шухăша путрĕç. Ирĕк Килтĕш /Валерий Краснов/ ӳнерçĕ мероприятие Елчĕк тăрăхĕнчи Çирĕклĕ Шăхалĕнчен килсе çитнĕ. Вăл хăй çырса кĕвĕленĕ юрăсене гитара каласа шăрантарчĕ. Ăна тăнланă май халăх аваллăх ахрăмне илтме пултарчĕ, Така вăрçинче «пулса курчĕ», унтан паянхи яла «çитсе» чăваш рок-н-ролĕпе киленчĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Надежда Кириллова чăтса лараймарĕ – ташша сиксе тухрĕ. Вăл чӳхенсе ташланине кура Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов та хускалчĕ. Татьяна Семенова библиотекарь вырăнтах тăпăртатса ташларĕ, ыттисем алă çупрĕç. Лайăх юрă çапла вăл – пурне те пĕрлештерет.
Чĕмпĕртен килнĕ Виктор Аванмарт скульптор варкăшçăсене пĕр йĕркерен тăракан сăвăпа тĕлĕнтерчĕ – вăл «Шупашкарти троллейбус» ятлă. Елизавета Долгова çыравçă-журналист Çеçпĕл Мишшин таса юратăвĕ çинчен, хăй калашле, «сăвă манерлĕ калăпланă япалине» вуласа пачĕ. Ăна ятарласа «Пурăн, пирĕн Çеçпĕл! Живи, наш Сеспель!» коллективлă сборник валли çырнă-мĕн вăл. Мальвина Петровăпа Ольга Австрийская çамрăк поэтсем туйăмлă сăввисене парнелерĕç. Ольга Васильева /Федорова/ прозаик Анатолий Смолинăн «Поэта» сăввине суйласа илнĕ. Марина Карягина сăвăç тата журналист вырăсларан хăй куçарнă хайлавсене тимлĕх уйăрчĕ. Андрей Дементьевăн, Евгений Евтушенкăн, Белла Ахмадулинăн сăввисем чăвашла та селĕм янăраççĕ.
Артистсем те хăйсен пултарулăхĕпе туллин паллаштарчĕç. Надежда Кириллова хитре калаçма вĕренес текенсем валли нумаях пулмасть «Илемлĕ калаçу» ятлă пособи кăларнă. Вăл çав кĕнекери Геннадий Айхин сăввине вуларĕ тата «Вĕç, вĕç, куккук» юрра юрларĕ. Геннадий Кириллов Трофим Иванов-Таçукăн сăввисемпе Александр Кăлканăн юптарăвне пăхмасăр каларĕ. Пăта çинчен хайлани пушшех кăмăла кайрĕ пулас варкăшçăсене – ăна аса илсе каярахпа пĕрре мар шӳтлерĕç.
Литература пикникĕн вĕçĕнче, паллах, пурте чейпе, тутлă апатпа сăйланчĕç, ăшă калаçăва малалла тăсрĕç. «Варкăш» клуб кĕркуннеччен каникула кайрĕ. Çитес тĕлпулу авăн уйăхĕнче иртĕ.

Ольга ИВАНОВА
Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Видео с мероприятия 


Галерея

10 3 9 8 7 6 5 4 1