Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Лариса Петровăн кĕнеки кун ячĕсемпе паллаштарать

27 декабря 2024

Кунсем тĕлĕнмелле хăвăрт малалла чупаççĕ, пĕрин хыççăн тепри килет – сисĕнмесĕрех эрне иртсе каять. Вĕсем çын пурнăçне малалла чуптараççĕ, çав вăхăтрах хăйсем те питĕ хаваслă пурăнаççĕ. Лариса Петровăн «Кун ячĕсем. Дни недели» çĕнĕ кĕнекипе паллашсан хăвăрах куратăр. Юмах пуххи нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă, редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Юлия Лутошкина.
Мĕнлерех кĕнеке-ши вăл «Кун ячĕсем»? Кăларăма виçĕ сăвăлла юмах кĕнĕ: «Кунсем выляççĕ», «Кунсем ĕçлеççĕ» тата «Кунсем – хăнара». Кĕнекери кунсем – сăнарсем, чăн-чăн ачапча тейĕн вĕсене. «Кунсем выляççĕ» хайлавра, сăмахран, Тунтикун выляма юратать, Ытларикун ыйхăпа питĕ туслă, Юнкун юптару калама ăста, Кĕçнерникун лаша утланса чупма кăмăллать, Эрнекун валли электронлă вăйă пулсан урăх ăна ним те кирлĕ мар, Шăматкун шăпа ярать, Вырсарникун «вăкăрла» вăйăра пит маттур.
Чăваш кунĕсем ĕçлеме те ÿркенмеççĕ:

Çак кунсем ĕçе пит пикенсессĕн
Чарăнми ĕçлеççĕ хуть çĕрле,
Тунтикунпала турат иртсессĕн
Тунката кăлартăмăр пĕрле.

Е Кĕçнерникун мĕн ĕçленине пăхар-ха:

Кĕрепле тытса уя васкарăм –
Пычĕ манпала Кĕçнерникун.
Вăл пуçтарчĕ, эпĕ купаларăм –
Утă типсе кĕчĕ тепĕр кун.

Чăвашсен кунĕсем хăнана та çÿреме юратаççĕ иккен:

Çитрĕ, аш-какай хурса та пачĕ –
Кучченеçсĕр çÿремест Юнкун.
Кăшт ларса манпа пĕрле сăйланчĕ,
Тек лармашкăн вăхăт çукчĕ ун.

Купăста яшки те пиçсе тухрĕ –
Çитрĕ васкаса Кĕçнерникун.
Куршакри яшка вăраххăн хухрĕ.
Тутлă апатпа лăпланчĕ чун.

Кашни кунĕ çапларах пурăнать Лариса Петровăн кĕнекинче. Вĕсен сăнарĕсене Юлия Лутошкина пултаруллă художник ÿкернĕ. Кăларăма икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатĕрленĕ.
Кĕнекепе пĕрле кун ячĕсемпе паллаштаракан карточка пуххи те пур. Вĕсем чăвашсен кун ячĕсем мĕне пĕлтернине каласа парĕç. Вуланине асра тытма карточкăсенчи тĕрлĕ ĕç тата ваттисен сăмахĕсем пулăшĕç.

 Подробнее о книге...