Куракансем ăна та алă çупнă
16 мая 2023
Чăваш кĕнеке издательствинче тата тепĕр ӳнерçĕ ĕçĕпе пурнăçне çутатса паракан кăларăм тухрĕ. Вăл «Театр — мой мир. Театр — манăн тĕнче. Художник Станислав Кошкин» ятлă кĕнеке-альбом.
Раççейри Художниксен союзĕн пайташĕ Станислав Константинович — пирĕн ентеш. 1948 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Вăрман Кипек ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл илем тĕнчине туртăнни, ӳкерме юратни мĕн ачаранах сисĕннĕ. Шкулта вĕреннĕ чух пулас художник ялан стена хаçачĕсене илемлетнĕ, картинăсем тунă, карикатурăсем ӳкернĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачан пултарулăхне аталантарма тăрăшнă. Шкул хыççăн Станислав Шупашкарти ӳнер училищинче вĕреннĕ, унтан пĕр çулталăк хушши Чăваш патшалăх музыка театрĕнче ĕçлесе курнă. Çакăн хыççăн унăн малалла вĕренес туртăмĕ татах вăйланнă. Вăл Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтĕнчи театр художникĕсен уйрăмне вĕренме кĕрет. 1975 çулта дипломлă çамрăк художника Ленинградри Ленсовет ячĕллĕ театра ĕçе илеççĕ.
Пултаруллă та тăрăшуллă художник çинчен часах Раççейри ытти театрсенче те пĕлеççĕ, спектакльсем лартма чĕнме пуçлаççĕ. 1980-мĕш çулсенче вăл Ленинградри, Мускаври, Минскри, Сыктывкарти, Новгородри, Шупашкарти театрсенче спектакльсене илемлетет. «Тепĕр чух пĕр çĕре самолетпа çитсе спектакле хатĕрлетĕн те премьера пуласса кĕтсе тăмасăрах тепĕр çĕре вĕçсе каймаллаччĕ — унта та кĕçех премьера пулмаллаччĕ», — аса илет художник. Çапах та ытларах вăл Ленинградпа Шупашкарти театрсенче ĕçленĕ. Тăван республикăра вăл вун çичĕ спектакль лартма хутшăннă. К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче, сăмахран, «Телейпе Илем» (И. Петрова), «Тутимĕр» (Я. Ухсай), «Сан ятупа» (П. Афанасьев), «Айтар» (П. Осипов), «Вăрланă хĕр» (Е. Никитин), «Тĕттĕм каç» («Ночная повесть». К. Хоинский), «Хĕвелсĕр» («На дне». М. Горький), «Çын куççулĕ çĕре ӳкмест» («Власть тьмы». Л. Толстой) тата ытти спектакльсене кăларма хутшăннă. Чăваш патшалăх музыка театрĕнче (халĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ) «Чудесная вышивальщица» (В. Ходяшев, М. Ухсай), «Пугачевщина» (А. Лоцева, М. Юхма) балетсене, «Шывармань» (Ф. Васильев, А. Алга), А. Пушкин юмахĕ тăрăх лартнă «Сказка о мертвой царевне и о семи богатырях» (В. Плешак, Ю. Александров), «Искатели жемчуга» (Ж. Бизе, М. Карре и Э. Кормон) оперăсене илемлетнĕ. Республикăри çамрăксен театрĕнче те ĕçленĕ — «Вăрланă телей» («Украденное счастье». И. Франко), «Юманлăхра çапла пулнă» (Л. Агаков) спектакльсене сцена çине кăларма хутшăннă.
Спектакль ăнăçлăхĕ режиссерпа артистсенчен кăна мар, художникран та нумай килет. Чаршав уçăлсанах чи малтан, геройсем çăвар уçса мĕн те пулин каласа ĕлкĕричченех, эпир ӳнерçĕ ĕçне куратпăр, сцена ăшĕ-чиккине сăнатпăр. Декораци, геройсен тумĕсем, вĕсем усă куракан япаласем ĕç-пуç хăш вăхăтра пулса иртнине, спектакль содержанине (çынсен шухăш-кăмăлĕпе чун-чĕрине те) ăнланма пулăшаççĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр спектакльсен декорацийĕсен эскизĕсемпе макечĕсем, костюмĕсем упранса юлайман. Çавăнпа сăнӳкерчĕксем те пулин кĕртсе ӳнерçĕ ĕçне палăртса хăварма тăрăшрăмăр. Кĕнекене пухса-çырса хатĕрленĕ Н.М. Кирилловăн самаях чăрманма тиврĕ. Тишкерӳллĕ статьясене вырнаçтарнă май çакна асăрхарăмăр: çыракансем художник ĕçне ик-виç йĕркепе асăнса хăварнипех çырлахаççĕ. Çакă вăл унăн ĕçĕ сахал пулни çинчен мар, ӳнерçĕ ĕçне тишкерсе тивĕçлипе хаклама пултаракан специалистсем çукки çинчен калать.
Станислав Кошкин тĕрлĕ темăпа çырнă картинăсем альбомра уйрăм пай йышăнаççĕ.
Кĕнеке вĕçĕнче художникăн хĕрĕ Кристина Станиславовна пултарулăхĕ çинчен каласа панă. Вăл та ашшĕ çулĕпех кайнă, Ленинградри (халĕ ĕнтĕ Санкт-Петербург) театр институтĕнчен вĕренсе тухса костюмсемпе ĕçлекен художник пулса тăнă, Санкт-Петербургри В.Ф. Комиссаржевская ячĕллĕ театрта ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра вăл çемйипе Мускавра пурăнать, синхронлă ишекенсем валли костюмсем хатĕрлес енĕпе тимлет. Токиори Олимп вăййинче С. Ромашинăпа С. Колесниченко спортсменкăсем Кристина эскизĕпе хатĕрленĕ костюмсемпе пулнă.
Альбом вĕçĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ С.К. Кошкин тĕрлĕ театрсенче илемлетнĕ спектакльсен тата вăл хутшăннă выставкăсен списокĕсене вырнаçтарнă.