Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Креативлă шухăшлава мĕнле тата мĕн тĕллевпе аталантармалла?» митап сесси иртрĕ

11 ноября 2022

Шкул ачисене хăйсем пухнă пĕлĕвĕпе пурнăçра усă курма вĕрентес ĕçре креативлă шухăшлава аталантарасси пысăк вырăн йышăнать. Мĕнле шухăшлава эпир креативлă тетпĕр? Креативлă шухăшлава мĕнле тата мĕн тĕллевпе аталантармалла? Креативлă шухăшлав чăваш чĕлхине упраса хăварма тата аталантарма пулăшма пултарать-и? Çак ыйтусем тавра калаçма районта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен меслетлĕх пĕрлешĕвĕсен ертÿçисемпе хастар пайташĕсем 2022 çулхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтне митап сессие пуçтарăнчĕç.

Митап сессире вĕрентекенсем чăннипех те креативлă шухăшлакансемпе тĕл пулчĕç. Чи малтан хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллă чăваш блогерĕ, Контактра хутшăну тетелĕнче «Чăваш ТВ» блога ертсе пыракан Константин Доброхотов паллаштарчĕ, чăвашлăха Интернет уçлăхне кăларас, çамрăксен креативлăхне аталантарас вăрттăнлăхсене уçса пачĕ,

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, паллă чăваш çыравçи Ольга Федорова издательство ĕçĕ-хĕлĕпе, çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарчĕ, кĕнеке çырса кăларас ĕçри çивĕч ыйтусене хускатрĕ, ачасен чăвашла вулас кăмăлне ÿстерес ĕçри çÿл-йĕре палăртрĕ, ачасен пултарулăхне аталантармалли хăш-пĕр майсене кăтартрĕ.

«Чăваш Ен» телекомпанин аслă редакторĕ, Контактра хутшăну тетелĕнче «PUKANE.RU» ушкăна ертсе пыраканĕ Валентина Белова хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă май ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçтарса тата выляттарса ÿстернин пĕлтерĕшĕ пирки каласа пачĕ. Вăл пуçарса янипе тата йĕркелесе пынипе чăваш тумне тăхăнтартнă пуканесемпе теттесем чăвашла калаçаççĕ.

Ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçтарса ÿстерес темăна Шупашкар хулин 50-мĕш ача сачĕн воспиталĕ Галина Плешкова малалла тăсрĕ. Чылай конкурс çĕнтерÿçи чăннипех креативлăхпа палăрса тăрать, каснă йывăç тураттисене тĕрлĕ материал çине çыпăçтарттарса пĕр вăхăтрах ачасен пултарулăхне аталантарать, вĕсене чăваш культурипе паллаштарать, чăвашла калаçма вĕрентет.

Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасен 2-мĕш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Матьянова ачасен пултарулăхне аталантармалли хăш-пĕр мел çинче чарăнса тăчĕ, чăваш чĕлхине упраса хăварас тĕллевпе ашшĕ-амăшĕпе ĕçлемелли тухăçлă майсемпе паллаштарчĕ.

Митап-сессие чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова ертсе пычĕ. Ĕçлĕ хутшăнура вĕрентекенсем те хастар пулчĕç, чылай çивĕч ыйтăва хусактрĕç, хăйсен опычĕпе паллаштарчĕç, пултарулăха аталантарни педагогсемшĕн те, ачасемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, креативлă шухăшлава аталантарни чăвашлăха упраса хăварма та пулăшатех тесе палăртрĕç.

 

Чăваш Республикин Вӗренÿ институчĕ


Галерея

IMG-20221111-WA0001 IMG_20221110_125918 IMG-20221111-WA0002