Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Константин Ушинскин «Тĕкекен ĕне» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ

23 мая 2024

Константин Ушинский (1823–1871) – вырăссен паллă педагогĕ. Ачасем валли вăл ырра вĕрентекен хайлавсем çырнă. Вĕсем пурнăçпа тачă çыхăннă. Сăнарсен ĕçĕ-хĕлĕ урлă пĕчĕк вулакан çут тĕнчепе паллашма пултарать.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Константин Ушинскин «Тĕкекен ĕне» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Унта педагог-писателĕн ултă калавĕпе икĕ юмахĕ кĕнĕ. Вĕсене Валерий Алексеев чăвашла куçарнă, ӳнерçи – Светлана Бритвина. Хайлавсенче чĕрчунсемпе вĕçен кайăксен пурнăçĕ тĕпре. Кулленхи тĕрлĕ пулăм урлă автор вулакансене çутçанталăка сăнама, тимлĕ те хăюллă, ĕçчен те сапăр пулма хăнăхтарать.
«Хура çĕлен» калава пĕрремĕш сăпатран çырнă. Каласа параканĕ – арçын ача. Пĕррехинче вăл выляса çӳренĕ чухне хура çĕленпе куçа-куçăн тĕл пулать, сехĕрленсе ӳкнипе ним тума аптăрать. Юрать-ха, çакна Бровко ятлă пысăк хура йытă асăрхать те ачана пулăшма чупса çитет. Малалла мĕн пулса иртнине кĕнекере вуласа пĕлме пулать. Анчăксем тепĕр калавра та – «Йытăсем выляççĕ» – тĕл пулаççĕ. Кунти тĕп шухăш çапларах янăрать: «...пысăкки тата вăйли нихăçан та хăйĕнчен пĕчĕкреххисене, имшертереххисене кӳрентермест». «Чĕкеç» хайлаври тĕп сăнар килте йăва çавăрнă вĕçен кайăксене сăнать, ашшĕ каласа панинчен тĕлĕнмелли нумай пĕлет.
«Тĕкекен ĕне» калав – хăюллă та ăслă ĕне çинчен. Кăткăс лару-тăрура шĕвĕр мăйракаллă выльăх çухалса каймасть, сăрă кашкăра хирĕç тăма пултарать. Çапла майпа пăрăвне те, Феня ятла хĕрачана та çăлса хăварать.
«Рашчана кайсан» юмах шкула каяс вырăнне рашчана çул тытнă пиччĕшĕпе йăмăкĕ çинчен каласа парать. Уçăлма тухнăскерсем темле чĕрчунпа та сăмах пуçараççĕ, пĕрле выляма сĕнеççĕ. Анчах пурте ĕçлĕ иккен, пĕри те выляс шухăшлă мар. Юлашкинчен чепчен кайăк тăн парать ачасене: «Кайăр хăвăрăн çулăрпа, анчах çакна астуса юлăр: тумалли ĕçе вĕçлесен кăна савăнса выляма, канма аван». «Икĕ така» юмах кутăна пеме юратакан такасемпе паллаштарать. Юхан шыв урлă пăрахнă ансăр пĕрене çинче тĕл пулсан вĕсенчен нихăшĕ те теприне маларах ирттерсе ярасшăн мар. Паллах, калаçса татăлма, кирлĕ чухне чакма пĕлменни пăтăрмах патне илсе çитерет.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
СĂНŸКЕРЧĔКСЕНЧЕ: кĕнеке хуплашки, кĕнекери ÿкерчĕксем, Константин Ушинский, Валерий Алексеев

Подробнее о книге...


Галерея

Константин Ушинский-Тĕкекен ĕне Ушинский Валерий Алексеев 1 2