Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Константин Малышевăн «Ачалӑхӑм» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

12 декабря 2023

Ачалӑх ҫинчен чӑваш писателӗсем чылай хайлав шӑрҫаланӑ. Марфа Трубинан «Ача чухнехи», Уйӑп Мишшин «Ачалӑх кунӗсем», Александр Галкинăн «Хаваслă ачасем» кӗнекисене вуламан чӑваш сайра-тӑр, уйрӑмах аслӑрах ӳсӗмрисем хушшинче. Юлашки ҫулсенче, сӑмахран, Валентина Тараватăн «Чăн-чăн туслăх», Николай Ишентейĕн «Ыранхи кун вĕçевĕ», Николай Ларионовӑн «Микки мыскарисем» кун ҫути курчӗҫ. Тин кӑна ку ҫӳлӗке тепӗр кӑларӑм пуянлатрӗ – Чӑваш кӗнеке издательствинче Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑмӗ» тухрӗ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Дмитрий Литаврин. Тиражӗ – 800 экземпляр.
Константин Малышев – Тутарстанра пурӑнакан чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи, блогерӗ. Вӑл 1977 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Тутарстанри Пӑва районне кӗрекен Пӳркел ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи шкулта ӑс пухнӑ, Пӑвара ҫар водительне вӗреннӗ, Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Студент ҫулӗсенчех «Сувар» хаҫатра стажер пулнӑ, унтан корреспондентра (2000), хаҫатӑн тӗп редакторӗнче (2003–2019), хаҫат сайчӗн редакторӗнче (2019–2023) тимленӗ. Константин Малышев – Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн ҫумӗ, 2023 ҫултанпа – Раҫҫейри Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн ҫумӗ. Унӑн малтанхи тӗрленчӗкӗсем «Сувар» хаҫатра пичетленнӗ. Константин Анатольевич «Канаш» (Чӗмпӗр), «Урал сасси» (Ӗпхӳ), «Хыпар» (Шупашкар) хаҫатсемпе те ҫыхӑну тытать.
«Ачалӑхӑм» кӑларӑма ҫирӗм тӑхӑр хайлав кӗнӗ. Вӗсенче автор хӑйӗн ачалӑхне таврӑнать, ҫывӑх ҫыннисене, пӗрле ӳснӗ тантӑшӗсене аса илет, чунне хускатнӑ ӗҫсем ҫинчен каласа парать. Калӑва Тӑхӑрьял тӑрӑхне сӑнланинчен, истори саманчӗсене асӑннинчен пуҫлать ҫыравҫӑ.
Калавсемпе паллашнӑҫемӗн тимлӗ вулакан ҫакна хӑех сисме пултарать. Пӗрремӗш асаилӳ ҫинчен те кӑсӑклӑ каласа парать автор. Сӑмах май, кашни хайлав пуҫламӑшӗнчех унӑн архивӗнчи сӑнӳкерчӗке вырнаҫтарнӑ. Хура-шурӑ тӗслӗскерсем, вӑхӑт машини пек, иртнӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, сӑнарсене куҫ умне кӑларма пулӑшаҫҫӗ. Константин Малышевӑн ашшӗн «Зенит» фотоаппарат пулнӑ-мӗн. Шӑпах вӑл тунӑ сӑнӳкерчӗксем кӗнӗ те ӗнтӗ кӗнекене. «Ачалӑха ума кӑларма та мана атте тунӑ сӑнӳкерчӗксем пулӑшаҫҫӗ», – тет писатель.
Асламӑшӗ ҫинчен тата епле юратса ҫырать вӑл! Ӑна пирӗштипе танлаштарать. Пӗрремӗш туйӑма тимлӗх уйӑрмасӑр мӗнле-ха тата? Юрату туйӑмӗпе ача садӗнчех ҫунма пуҫланӑ Константин Малышев савнӑ хӗрне те аса илет.
Пӑрлӑ шыва чӑмни, Чӗмпӗрте ҫухалса кайни, укҫа тупни, унпа купӑс илме ӗмӗтленни, лаша утланни, чӗкӗнтӗр ҫумлани, пулла кайни, поэт пулма тӗв туни, «Артекра» канни... – тем ҫинчен те юптарса парать автор. Машшук ятлӑ ӗни ҫинчен ҫырнине вара куҫҫульсӗр вулама ҫук...
Кӗнекере халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсем те тӗл пулаҫҫӗ: мунча такмакӗсем («Ачалӑхӑм»), туй юррисем («Туй чечекӗ»), Сурхури сӑввисем («Шуйттан вӑййи»), салтак юррисем («Асатте ҫырӑвӗсем»).
«Ҫак асаилӳсем – ман ачалӑхӑн кӗске саманчӗсем ҫеҫ. Нумайӑшне маннӑ. Кусене те манса кайиччен ҫырса хурас терӗм. Перестройка хыҫҫӑнхи ҫуклӑхпа ирӗклӗх вӑхӑтӗнче ӳсрӗмӗр эпир. Паянхи кунпа танлаштарма ҫук», – тет Константин Малышев. Ҫак тапхӑра аса илес текенсемшӗн те, ун ҫинчен вуласа пӗлес шутлӑ ҫамрӑксемшӗн те «Ачалӑхӑм» кӗнеке кӑсӑклӑ пулӗ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

 Подробнее о книге...


Галерея

Малышев1 Константин Малышев-Ачалăхăм (1)