Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

13 июня 2024

Унăн кĕнеки тухнă-тухманах, икĕ-виçĕ уйăхра, саланса пĕтрĕ. Халь ăна лавккасенче тупаймăн, библиотекăран çеç илсе вулама пулать. Туянса ĕлкĕрнисем вара пĕрре тишкернипех çырлахмаççĕ, çине-çинех ун патне таврăнаççĕ. Шкул ачисем ăна уроксенче сӳтсе яваççĕ, аслисем алăран ямасăр шĕкĕлчеççĕ, ваттисем куççульне шăлса илеççĕ. Кашниех унта хăйне çывăххине асăрхать.
Сăмахăмăр Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кăларăмĕ çинчен пырать. Вăл 2023 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ. Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче унăн хăтлавĕ иртрĕ. Вăрăм çула кĕскетсе автор Хусантан килсе çитрĕ. Ăна саламлама поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе редакторсем, журналистсемпе библиотекарьсем, вĕрентекенсемпе ӳнерçĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Уява Чăваш наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕн ĕçченĕ Ольга Тимофеева ертсе пычĕ. Чи малтанах вăл Патăрьел тăрăхĕнчи Аслă Арапуç шкулĕнчен янă видеосалампа паллаштарчĕ. Çиччĕмĕш класра вĕренекенсем «Ачалăхăм» кĕнекене вуласа тухнă хыççăн ăна халалласа, автора тав туса ятарлă сăвă çырнă-мĕн, хайлава илемлĕн вуласа пачĕç.
Кăларăма çирĕм тăхăр калав кĕнĕ. Вĕсенче автор хăйĕн ачалăхне таврăнать, çывăх çыннисене, пĕрле ӳснĕ тантăшĕсене аса илет, чунне хускатнă ĕçсем çинчен каласа парать. Калăва Тăхăрьял тăрăхне сăнланинчен, истори саманчĕсене асăннинчен пуçлать. Хăтлавра Константин Анатольевич алçырăва еплерех хатĕрлени çинче чарăнса тăчĕ. Коронавирус тапхăрĕнче килте ларнă хушăра вăл Василий Шукшинăн калавĕсене вулама пуçланă. Вĕсем хăйне çывăх пулнине ăнланса илнĕ те социаллă тетелте çавăн евĕрлĕрех постсем кăларма пикеннĕ. Çынсем кăсăкланса вуланă, татах çырма ыйтнă. Çапла вара, кĕнеке алçырăвĕ интернетра çырнисенчен пуçтарăннă тесен те юрать. Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачĕн редакторĕ Ирина Трифонова çыравçă-журналист ăна издательствăна кайса пама сĕннĕ. К. Малышев çапла тунă та. «Ку – блогер çырнă кĕнеке», – терĕ уяв хуçи.
Чăнах та, комисси пăхса тухнă хыççăн алçыру тематика планне кĕнĕ. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова ăна пичете хатĕрлени çинчен каласа кăтартрĕ. «Ĕçлеме интереслĕ пулчĕ. Хайлавсене унти сăнарсен ӳсĕмне кура вырнаçтарса тухрăм. Автор архивĕнчи сăн ӳкерчĕксемпе усă курма йышăнтăмăр. Вĕсем кăларăма чĕрĕлĕх кĕртеççĕ. К. Малышев – тăрăшуллă, хастар автор. Вăл тепĕр кĕнекине те пирĕн патра кăларасса шанатпăр», – терĕ Ольга Леонидовна.
Людмила Сачкова прозаик кăларăма пысăка хурса хакларĕ. «Жанр тĕлĕшĕнчен калавсем мар, асаилӳсем тенĕ пулăттăм. Мана авторăн чĕлхи питĕ килĕшрĕ – виçеллĕ, тирпейлĕ, илемлĕ те яка. Вырăсла шухăшласа чăвашла çырни çук кунта. Чăвашла шухăшлав кăна. Сăнарлăх шайĕ пысăк. Хам валли çĕннине нумай тупрăм. К. Малышев – авалхи чăваш чĕлхин управçи пулса килнĕ паянхи çыравçă», – палăртрĕ Людмила Николаевна.
«Жанра унталла та, кунталла та яма пулать. Кунта авторăн шухăшламалла. К. Малышевăн яваплăхĕ икĕ-виçĕ хут ӳсет. Пĕрремĕшĕнчен, ăна Константин Иванов ятне панă; иккĕмĕшĕнчен, вăл Тăхăрьял тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ, кунта Иван Юркин, Григорий Тимофеев çыравçăсем çут тĕнчене килнĕ; виççĕмĕшĕнчен, Константин Анатольевич ашшĕн ĕçне малалла тăсать. Кĕнекере журналист куçĕ палăрать. Хаçат хыççăн чăвашла çырма вара йывăр. Журналистика типĕтет, илемлĕхе аталантарма чарса пырать. Тăхăрьял тăрăхĕнчи авăрпа хавхаланса хăвăн чĕлхӳ пулмалла. Вара литература историйĕнчи вырăнна тупатăн», – автора сĕнӳ пачĕ филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Виталий Родионов профессор.
Марина Карягина поэт тата тележурналист Виталий Григорьевича хирĕçлесе хаçат пурнăç шкулĕ пулнине, паянхи йывăр саманара – чĕлхе çухалса пынă чухне – чĕлхене чи çывăххи радиопа телевиденире тата хаçатра ĕçлекен çын чи çывăххине палăртрĕ. Хăтлав умĕн К. Малышев телекурав эфирне тухма та ĕлкĕрнĕ-мĕн. «Ку кĕнеке чăнах та йĕртет, чĕрене пырса тивет. Асаилӳсенче – çĕр айне пулса пыракан чĕлхе, манăçа тухакан йăла-йĕрке, сӳннĕ сăнарсем. Жанр тĕлĕшĕнчен ку ача-пăча хайлавĕсем кăна мар. Эпир те, çитĕннисем, вĕсене юратса вулатпăр. Эппин, пурин валли те çырнăскерсем. Мемуар, журналист асаилĕвĕсем тенĕ пулăттăм. Чи тĕппи вара – асанне. Асанне-кукамайпа ӳсекен ача телейлĕ. Ăрусен çыхăнăвне тытса тăраканни – халăх ăс-хакăлĕ», – терĕ Марина Федоровна. Чăн та, «Ачалăхăм» кĕнекере автор асламăшĕ çинчен юратса çырни туйăнать, ăна пирĕштипе танлаштарать.
«Тăван Атăл» журналăн редакторĕ Арсений Тарасов çыравçă-журналист Малышевăн кĕнекине «чунпа çырнă япала ку» терĕ, хăш-пĕр калава шкул программине кĕртме сĕнчĕ. «Ман шутпа, Константин Анатольевич кĕнекине автофикшн мелĕпе çырнă. Кунта автор сăнарĕ – тĕпре. Хайлавсем чăн пулни çинче никĕсленнĕ, çав хушăрах шухăшласа кăларни те – манăçа тухнипе кăшт урăхлатса çырни – пур», – палăртрĕ Ольга Австрийская çыравçă.
К. Малышева çавăн пекех Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотекин директорĕ Татьяна Вашуркина, Александр Вражкин журналист, Ирина Кириллова литературовед, Анатолий Хмыт прозаик, Нина Артемьева, Галина Кĕмĕл, Альбина Юрату, Василий Кервен сăвăçсем саламларĕç. Ирĕк Килтĕш /Валерий Краснов/ ӳнерçĕ юрă парнелерĕ. Хăтлав шăрăх çанталăка пула кăна мар, хăюллăн та хастар сӳтсе явнипе, тавлашусем сиксе тухнипе хĕрӳ иртрĕ.

Ольга ИВАНОВА
Автор сăн ӳкерчĕкĕсем

Видео с мероприятия...

Подробнее о книге...


Галерея

10 5 6 2 3 1 8 7 4 9