Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Кирлĕ пулаççех ку пьесăсем

29 июня 2024

Чăваш кĕнеке издательствинче Александр Пăртта (Степанов) çырнă пьесăсен пуххин пĕрремĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ăна «Ман пылак çырлам» тесе ят панă.

Ку автора литературăна юратакансем те, сцена искусствине кăмăллакансем те аван пĕлеççĕ. Актер ăсталăхне Ярославль хулинчи Ф. Волков ячĕллĕ академи драма театрĕ çумĕнчи Театр институтĕнче вĕреннĕскер, вăл 1990 çултанпа Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçлет, тĕрлĕ-тĕрлĕ сăнарсем калăплать. Ĕнентермелле вылять. 2018 çулта «Чăваш Республикин халăх артисчĕ» сумлă ята тивĕçрĕ.
Александр Иванович хăй те пьесăсем, сăвăсем çырать. 1997 çултанпа — Чăваш Республикинчи профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ.
Театр искусствин «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсĕнче «Çулталăкри чи лайăх драматурги» номинацире вăл «Çиçĕм тивнĕ чунсем» (2007) тата «Укçа чул кастарать» (2010) пьесăсемпе çĕнтернĕ. Республикăра 2012 çулта ирттернĕ пьесăсен конкурсĕнче «Килех килчĕ тур çырни» пьесăпа 3-мĕш степеньлĕ диплом илнĕ. Драматург çырнă пьесăсене республикăри пысăк сценăсем çинче те, халăх театрĕсенче те тăтăшах лартаççĕ. Камит пырать-и, трагеди-и – куракансем вĕсене кăсăкланса пăхаççĕ, кăмăлласа йышăнаççĕ. Сцена вăрттăнлăхĕсене тата пурнăçа аван пĕлнĕрен пьесисем те интереслĕ пулса тухаççĕ.
Александр Пăртта — ачасем валли çырнă «Уйăх ачи» (2005), «Пирĕн урам» (2010), «Атьăр туслашар» (2015), çитĕннисене халалланă «Юратса юратман юрату» (2001), «Хĕллехи юратуллă каçсем» (2021) кĕнекесен авторĕ. Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Çак кунсенче тухнă «Ман пылак çырлам» кĕнекене автор 1997–2017 çулсенче çырнă «Турă пӳрмен юрату», «Качча кайиччен», «Вăрмана юлнă çамрăклăх», «Савни килчĕ салтакран», «Çиçĕм тивнĕ чунсем», «Укçа чул кастарать», «Килех килчĕ тур çырни» тата «Ман пылак çырлам» пьесăсем кĕнĕ. Драматург хăйĕн произведенийĕсенче тăван халăхăн кулленхи пурнăçне сăнлать. Ырри те, усалли те – тем те пулса иртет геройсен пурнăçĕнче, çапах та тĕп вырăнта – çынна вăй-хал паракан, хавхалантаракан туслăхпа юрату.
Кĕнеке республикăри тата ун тулашĕнчи чăвашла спектакльсем лартакан халăх театрĕсем валли паха парне пулĕ. Тĕрлĕ жанрпа çырнă пьесăсене илемлĕ литература хальлĕн вулама та интереслĕ. Автор халь пьесăсен иккĕмĕш кĕнекине хатĕрлет.

Галина МАТВЕЕВА

Подробнее о книге


Галерея

Александр Пăртта-Ман пылак çырлам (1) Пăртта2