Килти чĕрчунсем çинчен «Манăн туссем» кĕнеке пичетленнĕ
24 июля 2023
Чĕрчунсемпе вĕçен кайăксем çинчен кĕçĕн çулхи ачасем валли те, кăшт аслăрах ӳсĕмри вĕренекенсем валли те Чăваш кĕнеке издательствинче кăларăмсем пичетленсех тăраççĕ. Сăмахран, 2021 çулта «Куçукпа Хураçка. Потеряшка» тухнăччĕ, пĕлтĕр – «Çул кайăкĕ». Çак кунсенче вара вулакан патне «Манăн туссем. Мои друзья» ятлă хайлав пуххи çитрĕ. Ăна ултă çултан аслăрах ачасем валли харăсах икĕ чĕлхепе – чăвашла тата вырăсла – хатĕрленĕ. Чăваш çыравçисен хайлавĕсене вырăсла куçараканĕсем – Ольга Васильева, Лариса Петрова тата Анастасия Федорова. Ӳнерçи – Мария Ермолаева, редакторĕ тата пухса йĕркелекенĕ – Ольга Иванова. Кăларăм 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнă.
Кĕнекене килти чĕрчунсемпе выльăх-чĕрлĕх çинчен хайланă ултă калав кĕнĕ. Вĕсен авторĕсем – Николай Ишентей, Олеся Михайлова, Елен Нарпи, Лариса Петрова, Лидия Сарине, Екатерина Силерова. Лаша е сысна, качака е сурăх, йытă е кушак... кашниех этем куçĕнчен пăхать. Вĕсен пурнăçĕ мĕнле пуласси çынран килет. Хайлавсенчи сăнарсем – чылай чухне ачасем – тĕрлĕ пулăм урлă тăватă ураллă туссене хаклама, юратма вĕренеççĕ.
Николай Ишентейĕн «Çĕнтерӳçĕсем» калавĕнчи Петюк ялта кун кунлакан аслашшĕпе кулленех телефонпа çыхăнать. Ватă çын хавхалантарнипех ача лаша спорчĕпе кăсăланма пуçлать, маттур юланутçă пуласшăн. Олеся Михайловăн «Çуралнă кун парни» хайлавĕнче калу пĕрремĕш сăпатран пырать. Илюш хĕреснашшĕ хĕрачана çуралнă кун ячĕпе путек парнелет. Ачашши ятлăскер çав тери кăмăла каять ачана. Унпа пĕрле чухне нихăçан та кичем мар. Анчах пĕррехинче путек киле таврăнмасть. Тупăнĕ-ши çухалнăскер? Тупсăмне калава вуласа тухсан пĕлейĕр.
Елен Нарпин «Шухă качака путекки» хайлавĕ Шуркка ятлă качака путеккипе Лисук ятлă пĕчĕк хĕрачан хутшăнăвĕсене сăнласа парать. Шухă выльăх ашкăнма, йăлт-ялт сиккелеме юратать, ачан ăна мĕнле те пулин итлеттермелле-çке. «Шуркка, ан тар, эп сана юратап», – тет вăл. Мĕнле шутлатăр, качака путекки Лисука итлет-ши?
Лариса Петрова «Пĕçук» калавĕнче кушаксене тимлĕх уйăрать. Мăрмăр çăвăрланине пĕлсен Сантăр кушак çурине шыраса тупать те пӳрте илсе кĕрет. Куçне те уçайман çуран амăшĕ арçын ачана кӳренет те киле вăрах вăхăт таврăнмасть. «Чĕрĕ çăмха» выçăпа нăйкăшать, канăçсăрланать. Аптăранипе Сантăр шприцпа усă курса çурана сĕт ĕçтерме шут тытать. Мĕнпе вĕçленĕ-ши ку истори?
Лидия Саринен «Телейлĕ сысна çурийĕ» тӳрех пăтăрмахран пуçланать: «Нестор пиччесен сысни çухалнă. Кун пирки ялта çав кунах пĕлчĕç. Кӳршĕсем те тăрăшсах шырарĕç ăна: пахчара, йĕтем çинче, çывăхри вăрманта, уйра... Сысна ниçта та тупăнмарĕ...» Ял вĕçĕнчи çуртра пурăнакан Макар мучипе арăмĕ нӳхреп алăкне уçса хунине тавçăрайман-çке çынсем. Пĕлнĕ пулсан тӳрех тупĕччĕç чух-чуха. Анчах ку ĕç-пуç çакăнпа çеç вĕçленмест-ха.
Екатерина Силерова «Хуралçăсем» калавĕнче Иван мучи ятлă вăрман хуралçипе паллаштарать. Çутçанталăка юратакан ватă çын мăнукне те – Петĕре – тавралăха упрама-хисеплеме вĕрентет. Иван мучин тата шанчăклă тусĕ – Улайкка – пур. Пĕррехинче мăнукĕ аслашшĕ патне йытă мĕнле килсе тухнипе кăсăкланать. Асаилӳ çăмхине сӳтнĕ май унчченхи пулăмсем куç умне тухаççĕ: вăрманта капкăнсем тупни, браконьерпа ăнсăртран тĕл пулни, килте пушар тухни... Кам пĕлет, тен, Улайкка вăхăтра чупса килмен тĕк хуралçă чĕрĕ-сывă юлаймĕччĕ. Аслашшĕн хуралçине чун-чĕререн тав тăвать Петĕр.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ