Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Хырăм пăрахни – çын вĕлерни» кĕнеке пичетленчĕ

06 февраля 2024

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Савватий пиллĕхĕпе «Хырăм пăрахни – çын вĕлерни» кăларăм пичетленсе тухрĕ.

 

Ăна Шупашкар тата Чăваш епархийĕн чăвашла кăларакан кĕнекесен комиссийĕ пичете сĕннĕ. Пухса хатĕрлекенĕ – Виталий Григорьев. Редакторĕ – Владимир Степанов. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Тĕнчери пур çĕршывра та хырăм пăрахнине çын вĕлернипе танлаштараççĕ. Анчах тĕпренчĕкне вартах тĕп тăвакансем чылай чухне хăйсене тӳрре кăлараççĕ, ним пулман пек малалла пурăнаççĕ, пуласлăх çинчен пачах шухăшламаççĕ. Шухăшланă пулсан çапла хăтланман пулĕччĕç. Пепкерен хăтăлакан хĕрарăм та, ачан ашшĕ те, ку тискер ĕçе тума канаш паракан та, ăна тăвакан тухтăр та – пурте Турă умĕнче айăплă.
«Фашистсем çынсене концлагерьсенче тĕп тунă, крематорисенче çунтарнă. Эпир пулас ачамăрсене вĕлеретпĕр те, фашистсем пекех, вĕсен ӳчĕсене кăмакасенче çунтарса яратпăр. Фашистсем çынсенчен супăнь тунă, эпир хырăм пăрахнă ачасен ӳчĕпе косметикăра усă куратпăр, эмелсем хатĕрлетпĕр. Эй, хырăм пăрахнă хĕрарăм, кала, эсĕ ютран килнĕ тăшманран мĕнрен кая?..» – тесе çырать Виталий Григорьев «Кăшкăракан ыйтусем» умсăмахра. «Леш тĕнчери ача чунĕн хӳхлевĕ» сăвă та чуна çатăрлать.
Кĕнекене çавăн пекех хырăм пăрахса çын вĕлернĕ хĕрарăмсен килте вуламалли акафисчĕпе кĕлĕсем кĕнĕ. «Ан вĕлер!» статьяра та усăлли нумай. Тĕслĕхрен: «Тĕнче законĕсем 12 эрне иртиччен хырăм пăрахма ирĕк параççĕ. Çавă вăхăт тĕлне ĕнтĕ пĕчĕкçĕ этем пуçне пăркалама, питне пĕркелеме, чышкисене чăмăртама, çăварне шыраса тупса пӳрнине ĕмме пĕлет». Унăн малалла çеç аталанмалла. Эппин, хĕрарăм аборта кайни – пепкене вĕлерниех. Çак хăрушă утăма тăвиччен, чуна тĕпсĕр тамăка ывăтиччен тĕплĕн ларса шухăшласчĕ.

Подробнее о книге...