Хветĕр Уярăн «Çырнисен пуххин» виççĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ
22 мая 2023
Чăваш кĕнеке издательстви Хветĕр Уярăн тăватă томран тăракан «Çырнисен пуххине» кăларма пуçланине маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Пĕрремĕш том 2021 çулта тухрĕ, унта «Шурча таврашĕнче» историлле романăн пĕрремĕш кĕнеки – «Таната» – кĕнĕ. Иккĕмĕш томра (2022) асăннă романăн иккĕмĕш кĕнеки – «Таркăн» – вырнаçнă. Нумаях пулмасть «Çырнисен пуххин» виççĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Унта тăватă повеçпе çирĕм калав кĕнĕ. Кăларăма пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ – Валерий Алексеев, ÿнерçи – Светлана Бритвина. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Кĕнекене кĕнĕ хайлавсем Хветĕр Уяр пултарулăхĕн тĕрлĕ тапхăрне уçса параççĕ. Автор калăпланă сăнарсем вулакана хăйсен тÿрĕ кăмăлĕпе, чун тасалăхĕпе тыткăнлаççĕ. Куллен тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерме вĕсене хăйсен шалти вăйне туйса тăни пулăшать. Çапах çирĕп чунлисемпе юнашарах хавшак хевтеллисем те тĕл пулаççĕ. Унашкаллисем юхăма май ишме кăмăллаççĕ, çăмăл çулпа утаççĕ, канлĕ пурăнма ĕмĕтленеççĕ.
Акă «Виçĕ кун, виçĕ каç» повеçре калуçă хăнана пуçтарăнать. Тахçан техникумра пĕрле вĕреннĕ Якурпа тĕл пуласшăн вăл. Тантăшсем пĕр-пĕрне вăтăр çул курман. Çавăнпа телеграмма илсен Роман Петров тÿрех килĕшет, хĕллехи сивве пăхмасăр çула тухать. Утнă май çамрăклăхне, пĕрле ăс пухнă тусĕсене аса илет сăнар. Якура хĕрсем тăтăшах куç хывнă-мĕн, каччăсем вара ăмсаннă. Ку пурне те тĕлĕнтерсе сасартăк тытнă та авланнă – педтехникум канцелярийĕнче ĕçлекен пуян майрана качча илнĕ. Лешĕн ача та пулнă, упăшки, художник, таçта пăрахса тарнă. Çитменнине, Катя (хĕрарăма çапла чĕннĕ) Якуртан самай аслăрах пулнă. Хăй ăна мĕншĕн суйланине çамрăк упăшка çапла ăнлантарнă: «Куратăп эп çынсем мĕнле пурăннине. Икĕ чухăн пĕрлешеççĕ те тытăнаççĕ вара ача ĕрчетме. Виç-тăват ачана çитет, хăйсем çаплах çынсем патĕнче пурăнаççĕ-ха... Çур шалу хваттершĕн тÿлеме каять. Тепĕр çурри – çиме. Ни хăй, ни арăмĕ йĕркеллĕ тумтир тăхăнса кураймаççĕ. Çапла çамрăк ĕмĕр иртсе каять, ĕçлес хĕрÿлĕх те пĕтет. Аллăсене çитсен тин вĕсем хваттер илеççĕ, пурнăçĕ те сыпăна пуçлать пек. Анчах халь тин мĕн усси?.. Çук, Роман, ĕмĕре эп ун пек сая ямастăп. Пĕтĕм вăй манăн пурнăç тума мар, ĕçлеме кайтăр. Эп художник пулатăп. Катя пурлăхĕ пире ытлашшипех çитет...»
Анчах вырăна çитсен мĕн курать-ха Роман? Якур ват çын пекех: пичĕ-куçĕ пĕркеленчĕк, курпунĕ аванах палăрать, сухалне хырман, хăйĕнчен эрех шăрши кĕрет. Ăна сахалтан та утмăлта теме пулать иккен. Çав вăхăтрах Катя пачах та улшăнман тейĕн – мĕнле чипер пулнă, çаплипех яштака, хÿхĕм. «Аллине чуптунă чух пăхрăм та – шĕвĕр пÿрнеллĕ сивĕ алли çеç унăн ватăлса ларнă. Ытти енчен ăна никам та хĕрĕхрен ытла парас çук», – тет калуçă. Мĕнпе çыхăннă-ши çакнашкал пач расна улшăнусем? Кунашкал ыйтусем хăнана килнĕ Романа кăна мар, вулакана та кăсăклантараççех. Вĕсен хуравĕсене повесть вĕçĕнче çеç пĕлме май пур. Анчах кун хыççăн чуна канăçлăх вырнаçасса ан кĕтĕр, тунсăх пусса илĕ.
Хайлавсенче мемме арçын сăнарĕсем тăтăшах тĕл пулаççĕ. «Кĕрхи çумăр» повеçри Хĕлип кану çуртĕнче Рина ятлă хĕре асăрхать. Хăйĕн хулара арăмĕ те пур-ха, анчах вăл сивĕрех хĕрарăм пулас. Ринăна та чипер тееймĕн, пĕрре чуптусан ăна манас тесе тарса çÿреме пуçлать арçын. Кĕç Хĕлипĕн шухăшĕ улшăнать – хĕре хăй шырама пикенет, ун килне те çитсе килет. Ырăпа вĕçленме пултарать-ши ку сĕмленÿ?
«Уйăх çути» повесть ăраскалсăр тепĕр арçынпа паллаштарать. Никонов Олимпиада Осиповна – арăмĕ – хыççăн санаторие килет. Мĕн тĕллевпе – куна вулакан хайлава шĕкĕлченĕ май пĕлĕ.
«Ăçта эс, тинĕс?» повесть чăваш каччипе эвенк ачин туслăхĕ çинчен каласа парать. Петĕрпе Амикан (упа тени пулать) тайгана тухса каяççĕ, темĕн те пĕр кураççĕ. Çутçанталăк тĕрĕслевĕсем витĕр тухса, хăйĕн кун-çулĕ çинчен шухăшласа Петĕр палăрмаллах улшăнать, хăйĕн йăнăшĕсене ăнланса илет, ÿкĕнет.
Мемме арçынсен теми «Кĕрхи çумăр» повеçпех вĕçленмест-ха. «Пĕр сăмах» калавра та пĕринпе тĕл пулатпăр. Сильвестр Мамлеев ятлă каччă столовăйĕнче ĕçлекен Марьене килĕштерет, анчах çакна хĕре калама шикленет. Калуçă тем пекех пулăшасшăн ăна, анчах Сильвестр кашнинчех сăлтав тупса татăклă утăм тăвассинчен пăрăнать. Чеелĕхсĕр ĕç тухмастех.
Кĕнекере «Мемме» ятлă калав та пур. Калуçă район центрĕнчи чайнăй уçăласса кĕтсе ларнă чухне пĕр арçынна асăрхать, каярахпа унпа паллашать. Хайхи арçын хăйĕн çинчен каласа парать, ун чунĕ çунса тухать иккен: арăмĕ сектăна çакланнă, ачисене те явăçтарать, çемье пуçĕ вара аптăранипе уйрăлма шутланă. Чи çăмăл çул...
«Пиччĕшĕпе шăллĕ» калаври Александр Яковлевич отпуск вăхăтĕнче хуларан пиччĕшĕ патне яла тухса каять. Кунта вăл ял-йышпа хутшăнать, çамрăклăхне аса илет, Нинăпа тĕл пулать. Ĕлĕкрех хĕре килĕштернĕ Александр Яковлевич, анчах чунне уçас тенĕ чухне лешĕ килне тухса кайнă-мĕн. Кайран тĕп сăнара та ĕçе чĕнсе илнĕ. Нина патне çыру çырма хатĕрленнĕ вăл, анчах каллех тем чăрмантарнă. «Унчченхи айванлăхне шута илсе пĕррехинче хăюллăрах пулчĕ те вăл – авлансах яма тиврĕ. Халĕ Александр икĕ ача ашшĕ. Паллах, арăмĕ те пур ун», – çырнă Хветĕр Уяр. Çапларах пурăннă хулари пĕр учрежденире вăй хуракан Александр Яковлевич. Ун пиччĕшĕн – Уçăпăн – шăпи те пăтрашуллă килсе тухнă...
Виççĕмĕш тома вăрçă-харçă тапхăрĕсене ÿкерсе кăтартакан калавсене уйрăм çыхă туса кĕртнĕ. Вĕсене кĕнеке вĕçĕнче вырнаçтарнă.
Хветĕр Уярăн чĕлхи сĕтеклĕ те илемлĕ. Сăнарĕсем куç умне чĕррĕн тухса тăраççĕ. Вĕсемпе пĕрле пăшăрханатăн та савăнатăн, тарăхатăн та кĕрешетĕн. Эсир те паллашма тăрăшăр «Çырнисен пуххин» виççĕмĕш томĕпе.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕ