Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Хусанпа Сăр чиккисене чавакансен йывăр шăпине сăнарланă кăларăм

03 ноября 2022

2021 çул Чăваш Республикинче Хусан тата Сăр хÿтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă çулталăк пулчĕ. Çулталăкĕпех тĕлпулусем, тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Владислав Николаев пултаруллă çыравçăн черетлĕ ал çырăвĕ те кĕнекен пичетленчĕ, «Сăр хĕрринче Çĕнтерĕве туптанă» ятлă вăл. Кăларăм çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленчĕ. Унăн ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произвденисен 2021 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Кăларăма вăтам çулти ачасем валли хатĕрленĕ, вăл виçĕ пайран тăрать.

Пĕрремĕш пайĕ кĕнеке ячĕпе килĕшсе тăрать – «Сăр хĕрринче Çĕнтерĕве туптанă» тесе палăртнă ăна автор. Унта хÿтĕлев чиккисене чавакансен пурнăçне кăтартса паракан калавсем кĕнĕ. Вăрçă пынă вăхăтра ялта вăйпитти арçынсем те, хĕрарăмсем те юлманпа пĕрех – кама вăрçа, кама хÿтĕлев чиккисене чавма илсе кайнă. Кĕçех хушу килет: Сăр е Хусан хÿтĕлев чиккисене чавма ялтан тата çынсем пухса ямалла. Кама-ши? Чирлĕ ватăсемпе кăкăр ачипе ларакан амăшĕсем çеç юлнă-çке. Çавăнпа Елис вырăнне акă «Лавçă» калавра Куля кайма килĕшет: «...Эпĕ Çилçунатпа çÿресе курнă, Çихван тете мана лаша çитерме те, шыва кĕртме те яратчĕ», – тет вăл.

Çулĕ вăрман витĕр иртет. Çапах Елисăн килĕшмех тивет. Çилçунат çулне пĕлет пулин те, хĕл кунĕ сивĕ, тата вăрманта кашкăрсем те пулма пултараççĕ. Шăпах вĕсен тĕлне лекет те пĕчĕк лавçă...

«Велосипед» калавра Ваçук Хусан тавра окоп та траншея чавакан вун пилĕк çулти Варук аппăшне кун сиктерсе килте хатĕрленĕ апата кайса парать. Ак пĕррехинче ăна çул çинче темиçе хĕрарăмпа мучи чараççĕ:

«...– Апатне пире те япăх çитереççĕ çав... Ĕçлемелĕх пĕр хевте юлмарĕ ĕнтĕ, çăкăрĕ те çыртмалăх çук, вĕри апачĕпе тăранаймастăн, килтен илсе килни те пĕтсе çитрĕ... – темле йăлăннăн тухрĕ пĕр хĕрарăмăн сасси». Вĕсем Ваçукран апатне укçа тÿлесех илме хатĕр. Пĕр шутласан, аппăшне те хĕрхенмелле, çав вăхăтрах укçа паратпăр тени те илĕртет-çке. Ваçукăн велосипед питĕ туянас килет. Пĕрре те çăмăл мар суйлама, мĕнле шухăш тытĕ-ши вăл, – куна вулакан кĕнекепе паллашсан пĕлĕ.

Иккĕмĕш пайне «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» пьеса кĕнĕ. Ку хайлав тăрăх Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕ 2021 çулта спекткаль те лартнă. Халĕ вулакансем унăн сюжечĕпе шăпах кăларăмра паллашма пултараççĕ. Ĕçсем Сăр хÿтĕлев чиккине чавнă çĕрте пулса иртеççĕ. Çамрăк хĕрсем, хĕрарăмсем хутшăнаççĕ унта. Шартлама сивĕре ĕçлеме пушшех те йывăр, анчах вĕсем пуçа усмаççĕ, пирĕн çарсем фашистсене çĕнтереççех тесе ĕненеççĕ. Вĕсене НКВД ĕçченĕ Герасим Петров тимлĕ сыхласа çÿрет иккен, сăтăрçăсене тупса палăртма тăрăшать.

Темле йывăр пулсан та çамрăк чĕрере юрату туйăмĕ вăй илет. Çĕр чавакан вун çичĕ çулти Хрестин чăваш хĕрĕпе Никон Серов Хĕрлĕ Çарăн вырăс лейтенанчĕн таса юратăвне илемлĕ кăтартса панă хайлавра. Çав вăхăтрах Хрестина Герасим Петров та куç хывнă иккен, унăн пуçне çавăрас тесе вăл тĕрлĕ çул шырать. Хрестин вара çирĕп кăмăллă хĕр, малалла мĕн тăвассине вăл палăртса хунă ĕнтĕ...

«Сипленеймен-ха Çĕнтерÿ суранĕ» ятлă виççĕмĕш пая Çĕнтерĕве халалланă кĕске пьесăсем кĕнĕ. Вĕсене шкул театрĕнче е драма кружокĕнче лартма пулать.

Купить книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Владислав Николаев-Сăр хĕрринче Çĕнтерĕве туптанă Николаев ВД-4