Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Хисеплесе, юратса аса илчĕç

23 июня 2023

Чăвашсен паллă прозаикĕ, сăвăçĕ, куçаруçи Юрий Григорьевич Григорьев (Айдаш) çуралнăранпа 85 çул çитрĕ.

 

Юрий Айдаш 1938 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Çавалкас ялĕнче кун çути курнă. Вăл пилĕк çулта чухне ашшĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуçне хунă.
Вăрçă тăлăха хăварнă ача темле йывăр килсен те пĕлÿ илме тăрăшнă. Хусанти патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Юрий Айдаш Тутар Республикинчи Пăва районĕнче учительте, унтан тăван республикăра Телевиденипе радиовещани комитетĕнче, çирĕм çул ытла Чăваш кĕнеке издательствинче, каярахпа «Тăван Атăл» журнал редакцийĕнче ĕçленĕ.
Литературăна вăл «Йĕплĕ роза» (1969), «Кăнтăр çутипе» (1974) повеçсемпе кĕнĕ, каярахпа ытларах поэзире тимлеме тытăннă, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларнă, «Атнер» сăвăлла романĕшĕн 1991 çулта Чăваш ССР патшалăх премине илме тивĕç пулнă. Ю. Айдаш А. Пушкинăн, Ю. Лермонтовăн, С. Есенинăн, А. Твардовскин, тĕрлĕ халăх поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă, литературăра пуян еткерлĕх хăварнă.
Сăвăç çуралнă куна тăван ялĕнче чыслăн паллă турĕç. Уявра унпа пĕр парта хушшинче ларнă Юлия Прокопьева, унăн тăван шăллĕ Валерий Семенов, истори учителĕ Петр Золов, Чăваш Республикин Наци библиотекинче ĕçлекен Ольга Тимофеева, Профессиллĕ писательсен союзĕн председателĕ Улькка Эльмен, литература тĕпчевçи, филологи наукисен докторĕ Виталий Родионов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Нина Пăрчăкан çыравçăсем тата ыттисем тухса калаçрĕç. Вырăнти пултарулăх ушкăнĕ юрă-сăвăпа савăнтарчĕ. Уява Олег Цыпленков асăнмалăх ÿкерсе илчĕ. Çыравçăсем сăвăç пурăннă кил патĕнче те (унта халь никам та пурăнмасть), Юрий Григорьевичăн вилтăприйĕ çинче те пулчĕç. Сăвăçăн палăкĕ çине «Пирĕн ĕç юлать çĕр çинче, пирĕн ят юлать çын çинче» тесе çырнă. Чăнах та, Ю. Айдашăн сумлă ĕçĕсем ĕмĕрлĕхех тăван литература çÿпçине кĕрсе юлнă, ырă ячĕ халăхра пурăнать.

Галина МАТВЕЕВА


Галерея

2 3 1 4