Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Хисепе чăнах та тивĕçлĕ

02 июня 2023

Чăваш радио кăларăмĕсене итлекенсем ăна сасранах паллаççĕ. Çыравçă, куçаруçă, драматург, журналист Ольга Тургай черетлĕ юбилейне паллă турĕ. Çавна май Наци библиотекин пысăк залне халăх туллиех пухăнчĕ. Ольга Николаевнăн хăнисем унăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне палăртса ăна ăшшăн саламларĕç, темĕн чухлĕ чечек парнелерĕç.
Чăваш кĕнеке издательствипе те тачă çыхăну тытать Ольга Тургай. Классиксен произведенийĕсем пичетленсе тухаççĕ-и, хальхи çыравçăсем çĕнĕ кĕнекесем кăлараççĕ-и - Ольга Тургай передача хатĕрлесе вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарать. Кĕнеке авторĕсене, редакторĕсене калаçăва хутшăнтарса йĕркеленĕ кăларăмсене итлеме те кăмăллă, интереслĕ. Чылай чухне вулакансем çĕнĕ произведенисем çинчен чи малтан радио урлă пĕлеççĕ.
Тăван литературăна халăх хушшине анлăн сарма пулăшнăшăн Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Галина Антонова юбиляра чĕререн тав турĕ.

Источник аудиоролика: ГТРК "Чувашия", Радио России Чувашия, радиопередача "Тỹсĕм 06.06.2023"


Галерея

photo_5458613450365322940_y photo_5460771903359798689_y