Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Хăюллă пакшапа паллаштаракан кĕнеке

07 июня 2024

Вăрманти уçланкăра
Чупкалать кăна. Вара
Таврăнать те ман пата –
Çимелли ыйтать тата...
Мĕн пирки сăмах пырать-ши ку сăвăра? Хуравне пĕлес тесен Зоя Сывлăмпин «Хăюллă пакша. Смелая белка» кăларăмне уçса вуламалла. Вăл тин кăна Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Наталья Васильева. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Кăларăма кĕнĕ сăвăсене поэт кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнă. Вĕсене чăвашларан вырăсла автор хăй тата Людмила Симонова çыравçă куçарнă. Хайлавсенче поэт чĕрчунсемпе кайăк-кĕшĕке, тавçăруллă арçын ачасемпе хĕр пĕрчисене тимлĕх уйăрать, тăван тавралăх илемне асăрхама вĕрентет. «Юр çăвать çулла» сăвăра çапларах йĕркесем пур:
Юр çăвать, курсам, çулла.
Шурă юр çăвать.
Сар хĕвелĕ йăл кулать,
Тĕлĕнет хăва...
Паллă ĕнтĕ: çу кунĕнче нимĕнле юр та çума пултараймасть. Апла, мĕн çинчен шахвăртать-ши Зоя Сывлăмпи? Тавçăруллă вулакансем, тен, хăйсемех ăнкарса илчĕç пулĕ.
Каçа автор илемлĕ пирĕштипе («Каç») танлаштарать, юра – кĕмĕл çут кĕрпепе («Хĕл Мучи»), кĕрхи çулçăсене – ылтăнпа («Кĕрхи каç»), чăн хисепе – хĕвелпе («Хисеп»). Кунта пĕтĕмпех чĕрĕ, хăй пурнăçĕпе пурăнать. Авă уйăх пăхăр хунарне çакать, мĕнпур йывăçа – çăкана, юмана, йĕлмене... – кĕр парне парать («Кĕрхи каç»), Хĕл Мучи вара айăн-çийĕн тустарать, кантăка эрешлет («Хĕл Мучи»). Ачисем те мĕн тери маттур! Анюк, тĕслĕхрен, хур чĕпписемпе пуплет («Анюкпа хур чĕпписем»), Ваçук кайăксем валли сырăш ăсталать («Тăрăшнин усси пурах»), Верук аслашшĕнчен ытларах мăйăр илме май тупать («Чее Верук»).
Авторпа та çывăхрах паллаштарас килет. Зоя Леонидовна Алексеева (Сывлăмпи) 1960 çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тури Çĕрпӳкасси ялĕнче çуралнă, Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ профтехучилищĕрен, электромеханика техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Унăн сăввисем «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», «Хресчен сасси» хаçатсенче тата «Тăван Атăл», «Самант», «Капкăн» журналсенче пичетленнĕ. Шкул çулне çитнĕ ачасем валли «Чечек шăршиллĕ тăван ен» (2012), «Сарă лĕпĕш. Золотой мотылек» (2016) кĕнекисем тухнă. Зоя Сывлăмпи – Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийĕн членĕ, Хĕрлĕ Чутай ентешлĕхĕн Петĕр Ялкир ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...


Галерея

IMG_20240607_092421 IMG_20240605_153247 IMG_20240605_153221 Зоя Сывлăмпи (1)