Хальхи чăваш литературине сÿтсе явĕç
13 декабря 2022
Пĕр-пĕр хайлав çырас тесен мĕнрен пуçламалла, хăш самантне тĕпе хумалла? Паянхи вулакана еплерех хайлавсем кирлĕ? Çамрăк чăваш авторĕ ăçта пичетленме пултарать? Çакă тата ытти ыйтусен хуравне пĕлес, сумлă çыравçăсен сĕнĕвĕсене итлес кăмăллисене раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче хапăлласа кĕтеççĕ. Унта Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕ йĕркелекен «2022 çулхи чăваш литератури: кун çути курнă кăларăмсен илемлĕх шайĕ» çавра сĕтел иртет. Тĕлпулура Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова (Васильева), «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ Арсений Тарасов, Лидия Филиппова çыравçă, Юрий Артемьев, Виталий Родионов профессорсем, Вера Никифорова, Ирина Кириллова филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем, критиксем тата ытти çыравçăсем тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явĕç.
Тĕлпулу çак адреспа иртет: Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 15-мĕш çурт, Чăваш Республикин Наци библиотеки, 137-мĕш пÿлĕм. 15 сехетре пуçланать.