«Халăх ăс-хакăлĕн ахах-мерченĕ» кĕнеке пичетленсе тухрĕ
09 декабря 2024
Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ тӗлӗнмелле пуян: юрри-такмакӗ, юмахӗ-халапӗ, шӳтлевӗ-витлевӗ, каларӑшӗсемпе ваттисен сӑмахӗсем, тупмалли юмахӗсем... Кашниех тӗрлӗ йӑла-йӗркепе, уявпа, лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Шел те, ҫулсем иртнӗҫем ҫак ӑс-хакӑл мулӗ манӑҫа тухса, иксӗлсе пырать. Пурнӑҫ улшӑннипе те ҫыхӑннӑ ку. Анчах аваллӑхран паянхи куна ҫитнӗ тупрана, мӑн-мӑн асатте-асанне, кукаҫи-кукамай халалланӑскерне, упраса хӑвармаллах, килес ӑрусем валли те юлтӑр. Паллах, унӑн йывӑр ҫӗклем пек выртмалла мар: кулленхи калаҫура, ҫырура усӑ курсан пуплевӗмӗр те сӑнарлӑрах, ҫыпӑҫуллӑрах пулӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче «Халӑх ӑс-хакӑлӗн ахах-мерченӗ. Жемчужины народной мудрости» кӑларӑм пичетленсе тухрӗ. Ӑна Никита Романов (1905–1960) педагог, чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухаканӗ хатӗрленӗ. Редакторӗ – Владимир Степанов. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тимленипе кун ҫути курнӑскерне 2500 ытла ваттисен сӑмахӗпе каларӑш тата 1700 ытла тупмалли юмах кӗнӗ. Кӗнекене икӗ чӗлхепе – чӑвашла тата вырӑсла – хатӗрленӗ. Ҫавна май пирӗн халӑхӑн фольклор пуянлӑхӗпе чӑвашла пӗлмен ҫынсем те паллашма пултараҫҫӗ.
Вак жанрсене пухма-тӗпчеме XIX ӗмӗрӗн варринчех пуҫланӑ (С.М. Михайлов-Янтуш, Н.И. Золотницкий, Г.Т. Тимофеев). XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ку ӗҫ Н.И. Ашмаринӑн, Н.В. Никольскин, Г.И. Комиссаровӑн (Вантер) пуҫарулӑхӗпе йӗркеленсе пынӑ. Вӗсем фольклор пухмалли ятарлӑ программӑсем те ҫирӗплетнӗ. И.С. Тукташӑн «Чӑваш фольклорӗ» (1941), В.А. Долговӑн «Ваттисем ҫапла калаҫҫӗ» (1950) кӗнекисенче ваттисен сӑмахӗсене тематика принципне тӗпе хурса вырнаҫтарнӑ.
Никита Романовӑн «Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшӗсем, сутмалли юмахсем» (1960, 2004, 2006, 2012) кӑларӑмӗ хӑйӗн пӗлтерӗшне паянхи кун та ҫухатмасть. Фольклорист халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсене пӗрчӗн-пӗрчӗн тенӗ пек вӑтӑр пилӗк ҫул пуҫтарнӑ, нумай ҫынпа тӗл пулса калаҫнӑ, унччен пичетленнӗ текстсене тишкернӗ, архиври материалсене тӗпченӗ, илемлӗ литература произведенийӗсемпе паллашнӑ.
«Халӑх ӑс-хакӑлӗн ахах-мерченӗ. Жемчужины народной мудрости» кӗнеке икӗ пайран тӑрать. Пӗрремӗшӗ – «Ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем» – тематикине кура хӑй 11 сыпӑка пайланать: халӑх, хуҫалӑх, ӗҫ-хӗл, чӑн тата суя, этем, кил-йыш, йӑласем, ӗҫме-ҫиме, ҫи-пуҫ, ҫут ҫанталӑк, тӗрлӗрен. Иккӗмӗш пайра – «Тупмалли юмахсем» – 12 сыпӑк: этем; пӳрт-ҫурт; хатӗрсем, килти япаласем; ӗҫ-хӗл; тыр-пул, пахча ҫимӗҫ, ана-ҫаран; выльӑх-чӗрлӗх; ҫи-пуҫ; ӗҫме-ҫиме; ҫут ҫанталӑк; чӗр чунсем; йывӑҫ-курӑк; тӗрлӗрен. Кашни тӗслӗхе чӑвашла тата вырӑсла илсе панӑ. Шухӑшӗпе пӗр евӗрлӗреххисем урӑх халӑхсен те пур, вӗсемпе те паллашма пулать кунта. Ҫавӑн пекех кӑларӑма Константин Ивановӑн, Николай Шупуҫҫыннин, Илле Тӑхтин, Ҫемен Элкерӗн, Петӗр Хусанкайӑн, Александр Артемьевӑн, Аркадий Ӗҫхӗлӗн, Степан Асланӑн, Илпек Микулайӗн хайлавӗсенчен илнӗ ҫаврӑнӑшсем пуянлатаҫҫӗ. Тӗслӗхрен:
• «Сар мӑйӑр та шӑтӑклӑ пулать (И спелый, ядреный орех бывает червивым). Артемьев. Салампи. 1956.
В красивом яблоке черви водятся. Мар. Красота десять недостатков скрывает. Абхаз.».
• «Кӳршӗ чӑххи ялан хур ами пек курӑнать (Курица соседа гусыней покажется). Илпек. Хура ҫӑкӑр. 1957.
Ср. рус. Сосед спать не дает: хорошо живет.
Курица соседа кажется гусыней. Башк. Соседний петух – гусем, жена соседа – молодой девушкой кажется. Кумык...»
Хӑш-пӗр ваттисен сӑмахӗнче вӑл е ку истори тапхӑрӗн сӗмӗ те упранса юлнӑ-мӗн. Тӗслӗхрен:
• «Улатимӗр хапхи айӗнчен тухмасӑр апат ан тирке».
Кунта Владимир хулинчи Ылтӑн хапха (Золотые ворота) пирки сӑмах пырать. Ӑна 1164 ҫулта Андрей Боголюбский князь тутарнӑ. Асӑннӑ ваттисен сӑмахӗ Владимирпа Суздаль княжестви сулмаклӑн аталаннӑ вӑхӑтра, XII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче – XIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш чӗрӗкӗнче – йӗркеленме пултарнӑ. Ку ваттисен сӑмахӗн урӑхларах варианчӗ Савгайӑн «Пурнӑҫ законӗнче» (1935) тӗл пулать: «Улатимӗр хапхи айӗнчен тухнӑ ҫын пурнӑҫа лайӑх чухлать».
Тупмалли юмахсене ытларах чухне аслисем ачасене, ҫамрӑксене каласа кӑтартнӑ. Ку жанр тавҫӑрулӑха ӳстерме, тавракурӑмпа сӑнарлӑ шухӑшлава аталантарма пулӑшать. Тупсӑмне шыраса тупиччен самай пуҫ ватма тивет тепӗр чухне. «Кашта тулли шурӑ чӑх» тесен шӑлсем ҫинчен сӑмах пынине тавҫӑраятпӑр-ха. «Йӗпе пӑру витере выртать» тенин тупсӑмӗ вара мӗн? Чӗлхе иккен. Хӑш-пӗр тупмалли юмаха вырӑсла куҫарма та ҫук. «Ак-ҫик чӑмӑртӑк». Туп та пӗл – мӗн ку? Ҫӑра тет.
Кӑсӑк ыйтусене те шухӑшласа илмесӗр хуравлаймӑн:
1) «Эсӗ хӑв аннӳн йӑмӑкин йыснӑшне кам тен?»
2) «Ҫӑпата хӑҫан ҫӗтӗлмест?»
Пӗрремӗшӗн тупсӑмӗ – атте, иккӗмӗшӗн – ҫӗтӗлсе пӗтсен.
Кӑларӑм фольклористсемпе этнографсемшӗн, культурологсемпе этнолингвистсемшӗн кӑна мар, шкул ачисемпе студентсемшӗн те, вӗрентекенсемпе ҫыравҫӑсемшӗн те усӑллӑ, интереслӗ. Ку кӗнеке кашни килте пулсан та пӑсмасть.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнÿкерчĕкĕ