«Кĕслеçĕпе упа» – сăвăлла юмахсемпе паллаштаракан кĕнеке
28 августа 2024
Яков Ухсай чăваш халăх поэчĕн ятне илтмен чăваш çук та пуль. Унăн хайлавĕсене шкул программине кĕртнĕ, ачасем вĕсене мĕн пĕчĕкрен вуласа ӳсеççĕ. Вăл е ку произведение тĕрлĕ вăхăтра тепĕр хут тишкерсен те хăвна валли мĕн те пулин усăлли, кирли тупатăнах, мĕншĕн тесен вĕсенче халăх ăс-хакăлĕ, йăли-йĕрки, пуян сăмахлăхĕ упранать.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Яков Гавриловичăн «Кĕслеçĕпе упа» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ – пултаруллă çыравçăн хĕрĕ Ольга Ухсай, ӳнерçи – Татьяна Бурдина, редакторĕ – Ольга Иванова. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Кĕнекене виçĕ хайлав кĕнĕ. Ку сăвăлла юмахсем малтанхи хут 1954 çулта «Кĕслеçĕпе упа» кăларăмра кун çути курнă. Вĕсенче автор ĕмĕрхи темăсене хускатнă: пуян пурнăçпа чухăнлăх, ырă кăмăллăхпа чунсăрлăх, тавçăрулăхпа айванлăх... Сăнарсен ĕçĕ-хĕлĕ урлă çыравçă çынсенчи çитменлĕхсене питлет, ултавçăсене тăрă шыв çине кăларать.
«Юман чукмар» чухăн ватăсемпе тата вĕсен Иван ятлă ывăлĕпе паллаштарать. Çăрттан пулăшăвĕпе усă курса яш ача ашшĕ-амăшĕн тата хăйĕн пурнăçне тĕпрен улăштарма пултарать. Чустаран унанă паттăр ĕмĕтленсе кăна илет – Сахрун купса çĕлĕкĕ, Ваçлей пуян кĕрĕкĕ унăн пулса та тăраççĕ. Иван хăйне кăна мар, ашшĕ-амăшне те савăнтарасшăн-ха. Эппин, каллех пулла чăрмантармалла. Хайлав мĕнпе вĕçленнине пĕлес тесен вара кĕнекене алла тытмалла.
«Автан ылханĕ» сăвăлла юмах ют пурлăха хапсăнни инкек патне илсе çитернине кăтартса парать. Мучипеле кинемейĕн сар автанĕ пĕррехинче ылтăн куркапа кĕмĕл кашăк тупать. Тайкаланчăк кивĕ пӳрт вырăнне ватăсен çĕнĕ çурт-йĕр илмелли пирки шухăшлама пуçлать килти кайăк, анчах тупрана улпут çаклатса тарать. Автан пуяна ылханать, канăç памасть. Лешĕ кайăка тĕп тума шут тытать, тулĕк сар автан кашнинчех пăтăрмахран хăтăлса тухать. Улпут пурпĕр юп курса пурăнаймасть.
«Кĕслеçĕпе упа» хайлаври Микуç пичче пасартан таврăннă чухне вăрманта тунката çине канма ларать. Кĕсле каласа пăхас тени ăна кĕтмен тĕлпулу «парнелет».
Сĕм вăрманăн утаманĕ
Урипе çупа-çупа
Сикнине эсир курман-и?
Пултарать иккен упа.
Мĕнпе вĕçленĕ-ши ку çулçӳрев? Микуç пичче яла мĕнле çитĕ-ши?
Ольга АВСТРИЙСКАЯ