Кĕске вăхăтрах сутлăхра юлмарĕ
07 февраля 2024
Çĕнĕ кĕнеке кун çути курни – пысăк уяв, эппин, вулакан тепĕр тус тупать. 2023 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кĕнеки кун çути курнăччĕ.Калав пуххинче Тăхăрьял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ паллă чăваш журналисчĕ тата блогерĕ ачалăхри асра юлнă самантсене йăл кулăпа та ăшшăн каласа парать. Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче 800 экземпляр тиражпа тухнăскер сутлăхра нумаях та юлмарĕ. Кĕске вăхăтра кун пек хăвăрт сутăнакан кăларăм Чăваш кĕнеке хальччен пулман. Ку ĕçре авторăн тÿпи уйрăмах пысăк: вăл тĕлпулусене тăтăшах тухса çÿрет. Калавсемпе паллашнă хыççăн вулакансем автор патне социаллă тетелсенче çыраççĕ, хăйсен асаилĕвĕсене çыравçăпа пайлаççĕ.
Çак кунсенче Хусанта пурăнакансем Константин Малышевпа тĕл пулма, унăн пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма пултарчĕç – Хусанти Туслăх çуртӗнче «Ачалӑхӑм» кӗнекен хăтлавӗ иртрӗ. Автор уява килнисене литература ӗçне епле пуçăнни, кам ăна хавхалантарса тăни çинчен каласа пачĕ, вулакансен тĕрлĕ ыйтӑвне хуравларӗ: хут е электронлӑ кӗнеке вулама юратать, хайлавсене тӗпе хурса кино ӳкерес кăмăллă мар-и...
«Калавсене коронавирус пандемийĕ вăхăтӗнче çырма пуçларăм, вĕсене «ВКонтакте» социаллă тетелре вырнаçтарса пытăм. Çынсене çакăн йышши постсем килӗшнине асăрхарăм та кĕнеке çырас шухăш тата та вăйланчӗ. Чăваш кӗнеке издательствине Ирина Трифоновăн тин тухнă «Тăлăх» кӗнекине илме кайнăччĕ, хам çырнисене унта ӗçлекен Ольга Федорова редактора парса хăвартăм. Редакторсене ман калавсем килĕшнĕ-мĕн, тата та çырма ыйтрӗç. Çапла çуралчӗ ку кӗнеке. Манăн Джон Голсуорси пек кӗске новеллăсем çырас туртăм пур. Голсуорсирен те ытларах Василий Шукшинăн ял çыннисем çинчен хайланă калавӗсем килӗшеççӗ. Ку тема мана питӗ çывăх», – терӗ Константин Анатольевич.
Хăтлава «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ, Тутарстанри Чăваш писательсен союзӗн председателӗ Ирина Трифонова, Чӑваш наципе культура автономийӗн хисеплӗ пайташӗ, нумай çул «КамАЗ» ПАОра пысăк должноçсенче ӗçленӗ Анатолий Самаренкин, Тутар Республикин Писательсен союзӗн пайташӗ, Тутар Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, пултаруллă писатель, поэт Евгений Турхан, Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш уйрăмӗн директорӗ, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмĕсен союзӗн председателӗ Сильвия Чаркина тата ытти хӑнасем хутшăнчӗç.
Уява ертсе пыракан Юлия Еремеева презентацире Тутарстан çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ, халĕ Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан Валентина Тараватăн, Николай Ларионовăн, Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнчи Петĕр Хусанкай ячӗллӗ музей ертӳçин Олег Мурзинăн «Ачалăхăм» кĕнеке хаклавĕсен сыпăкӗсене вуласа пачӗ.
«Сувар» хаçат материалĕ тăрăх хатĕрленĕ