Кĕнекере юратупа туслăха пысăк тимлĕх уйăрнă
24 августа 2023
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Владимир Левуковăн «Ĕмĕр пĕрле пуласчĕ» кĕнеки пичетленчĕ.
Унта икĕ повеçпе калавсем кĕнĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ӳнерçисем – Алексей Алексеевпа Наталия Орлова.
Хайлавĕсенче çыравçă тĕрлĕ тема хускатать. Акă, сăмахран, «Авăра кĕрсе юлнă шыв» повеçре тин кăна педагогика училищинчен вĕренсе тухнă Чистай районĕнчи чăваш хĕрĕсем Аксу тăрăхне шкула вырнаçма каяççĕ. «Эх, чун уçăлтармăш шыв!.. Ним туймасăр, ним пĕлмесĕр юхать те юхать. Тен, ăна инçетре-инçетре анлă юхан шыв кĕтет, е вăл хăватлă хумĕсемпе тата та малалла, тинĕсех, хӳтерсе кайĕ, е пачах инçе мар, çывăхрах пĕр-пĕр авăра юхса кĕрĕ те çаврăнса тăрĕ; е ейĕве лексе паянхи пек шăрăх кунсенче типсе те ларĕ», – çуллахи çанталăкра шыва сăнанă май çапларах шухăшсем çуралаççĕ Лисук тĕп сăнарăн пуçĕнче.
Çак ытарлă сăмахсенче повеçĕн тĕп шухăшĕ пытаннă. Чăнах та, Лисукăн çамрăклăхĕ çаврăнса юхакан шыв пек хумханчăк пулса тухать. Илюша пĕрре курсах килĕштерет вăл: «Çакăн пек маттур та хӳхĕм каччăсем те пур иккен ку ялта, авланнă пуль вăл. Юля унăн ачи пулмарĕ-ши тата?» – çапларах шухăш çуралать унăн Илюша пирвайхи хут курсан.
Вĕсен юратăвĕ хăйне евĕр аталанать, повесть вĕçленичченех вулакана Илюш Лисука килĕштерет-ши текен шухăш вĕçертмест. Мĕнпе вĕçленет-ха повесть? Кĕтмен пулăм чылай унта, чуна çатăрлакан самант та сахал мар.
«Авăра кĕрсе юлнă шыв» çамрăк хĕрпе яш юратăвне кăтартса парать пулсан «Ĕмĕр пĕрле пуласчĕ» повеçре çемьеллĕ пурнăç тĕпре. Пĕринпе килĕштерсе çӳренĕ çĕртенех Марине тĕп сăнар хăй пачах юратман çынпа пĕрлешет: «Пĕр-ик каç ахаль çеç калаçса тăтăмăр кил умĕнче. Тепĕр икĕ каç манăн сарă каччă алăран тытса тăма хал çитерчĕ, эрне иртсен вăтаннипе куçран пăхаймасăр чуптума та пикенчĕ. Çук, Митя пек мар, темĕнле сиввĕн, чуна пăлхантармасăр, ăс-тăна çухаттармасăр, сӳрĕккĕн, ятне тунă пек чуптуни пулчĕ ку. «Эккей, ку каччă чуптума та пĕлмест иккен», – шутлаттăм хам ăшра», – чылай çул иртсен çамрăклăхне аса илет Марине.
Чăн чăваш хĕрарăмĕ пек, пĕтĕм пурнăçне ачисемшĕн тăрăшса ирттерет вăл. «Тĕлĕнмелле çын ман йăмăкăм, тем пысăкăш чĕреллĕ хĕрарăм. Мĕн чухлĕ терт-нуша тӳснĕ вăл пĕчĕк ачисене çитĕнтерес тесе, хăй юратнă ĕçне пăрахса шалу нумайрах тӳлекен чăх-чĕп фермине ĕçлеме кĕнĕччĕ, халĕ больницăра смена хыççăн юлса вăй хурать. Мĕн тери хĕн-асап курсан та юратнă ачисем çине пăхса йăпанать, хĕрĕсем чипер ӳссе çитĕннипе савăнать», – çапларах каласа парать ун пирки повеçри тепĕр сăнар, унăн икĕ сыпăкри шăллĕ. Мĕнле йывăрлăхсем тӳсме тивет-ха Маринен, çамрăкранпах килĕштерекен Митьăн шăпи мĕнле йĕркеленет-ха? Куна вулакансем повеçпе паллашсан пĕлĕç.
Кĕнекере çавăн пекех тăватă калав вырăн тупнă. Вĕсенче çыравçă хăш-пĕр çыннăн тирпейсĕрлĕхне пула чĕрчунсем нуша курнине, çăмăлттайлăхпа ĕçкĕ инкек патне илсе çитернине ĕненмелле кăтартса панă. Авторăн чĕлхи пуян та хăйне евĕр. Тутарстанри Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкел ялĕнче çуралса ӳснĕскер, вăл хăй тăрăхĕнчи сăмах çаврăнăшĕсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе анлăн та вырăнлă усă курать, вĕсем хайлавсене илемпе чĕрĕлĕх кĕртеççĕ.