Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Кĕнекере Петр Егоровăн кун-çулĕ, тĕнчекурăмĕ лайăх палăрать

30 декабря 2023

Çĕнĕ çул умĕн Пичет çурчĕн акт залĕнче «Петр Егоров – наш современник» çĕнĕ кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ.

Кăларăм Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă, ăна П.Е. Егоров зодчий ячĕллĕ «Ăрусен астăвăмĕ» культурăпа истори еткерлĕхĕн фончĕн учредителĕ тата директорĕ Евгений Дмитриев пухса хатĕрленĕ. Яваплă редакторĕ – Атнер Хусанкай, издательство редакторĕ – Владимир Степанов. «Ку кăларăм – монографи мар, ăна историлле тата публицистикăлла кăларăм тесен тĕрĕсрех пулĕ. Унта историксен, ÿнер, тăван ен тĕпчевçисен, Шупашкар, Мускав, Питĕр тата Таллин хулисенчи чиркÿсенче тăрăшкансен статйисем кĕнĕ. Вĕсем архитектор мĕнле çемьре çуралса ÿснине, ăçта вĕреннине, пултарулăх çулĕ çине еплерех тухнине каласа параççĕ, унăн еткерлĕхĕпе туллин паллаштараççĕ», – тесе палăртнă статьясен пуххинче кăларăма пухса хатĕрлекен.
Кĕнеке уявне Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем, Ирина Андреева ÿнерçĕ, статьясен авторĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Малтанах Евгений Дмитриев кăларăма хатĕрлес шухăш еплерех çуралнине каласа пачĕ:
– Петр Егоров Çуллахи сад картине калăплакансенчен пĕри пулнине эпĕ ача чухне, 1961 çулта, пĕлтĕм. Пĕрремĕш класа каяс çул çулла эпĕ атте-аннепе Ленинград хулине кайса курнăччĕ. Нумай-нумай çул иртсен, 2017 çулта, ĕçлĕ çÿревпе Питĕр хулине кайрăм. Манăн ун чухне тĕп тĕллев пирĕн республикăри паллă кондитер фабрикин франчайзинг-формине çав хулара усă курма бизнес-партнерсене ÿкĕте кĕртесси пулнă. Май килмерĕ. Çапах та эпĕ çав çÿреве чи ăнăçли тетĕп. Мĕншĕн-и? Мĕншĕн тесен çавăн чухне маншăн пĕлтерĕшлĕ самант пулчĕ: эпĕ Питĕр хулинче пурăнакансем Христос Çуралнин чиркĕвне Пески историлле районта çĕнĕрен çĕклес тесе тăрмашнине пĕлтĕм. Вĕсене Андрей атте ертсе пынă иккен. Çак чиркÿ Петр Егоровăн юлашки архитектура ĕçĕ пулнă.
Унта эпĕ те хутшăнас, вĕсене пулăшас терĕм, кĕçех П.Е. Егоров зодчий ячĕллĕ «Ăрусен астăвăмĕ» культурăпа истори еткерлĕхĕн фондне йĕркелерĕм. Акă Петр Егоров çинчен кĕнеке те кăлартăм, ăна хатĕрлесе çитерес ĕç тăватă çула пычĕ. Кĕнеке валли статьсем пухасси мар, тĕрлĕ ыйтăва татса парасси чылая тăсăлчĕ, Эстонири Пярну хулипе темиçе хут та çыхăнма тиврĕ. Статьясен пуххине издательствăна çитериччен фактсене тĕрĕслесе тÿрлетесси уйрăмах кăткăс пулчĕ, – каласа пачĕ тĕлпулура Евгений Васильевич. – Чăваш кĕнеке издательстви хатĕрленĕскер, кĕнеки мана кăмăла каять, – тесе хушса хучĕ вăл вĕçĕнче.
Кăлăрăмăн яваплă редакторĕ – хĕвелтухăç тĕпчевçи, филолог, Чăваш наци конгресĕн хисеплĕ Президенчĕ Атнер Хусанкай. Вăл та Петр Егоров еткерĕ çинчен тĕплĕ каласа пачĕ.
– Вулама интереслĕ кăларăм, – терĕ вăл. – Унта Петр Егоровăн кун-çулĕ, тĕнчекурăмĕ лайăх палăрать. Кĕнекере Петр Егоров хутшăнма пултарнă ĕçсем çинчен те каланă: Çуллахи сад карти, Мрамор кермен тата Ĕç çурчĕ (Служебный дом)... Унăн пĕрремĕш архитектура ĕçĕ Эстонири Пярну хулинче пулнă. Çав ĕçе усă курса кайран Прибалтикăра нумай-нумай чиркÿ тунă. Тата манăн çакăн пек саманта та пăлартса хăварас килет: гражданин пек Петр Егоров çÿле çĕкленнĕ пулсан, архитектурăра – чаплă çынсем хыçĕнче тăнă – «заархитектор» шутланнă. Нимĕн те тăваймăн, вăхăчĕ çапла пулнă. Çавăнпа хальхи тĕпчевçĕсен, историксен ÿнерте унăн тÿпи пуррипе çуккине тĕпчемелле, палăртмалла.
Коллектив ячĕпе кĕнекери автор, Чăваш наци музейĕн çĕнĕ тата чи çĕнĕ истори секторĕн ертÿçи, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Андрей Зарубин тухса калаçрĕ, вăл музейра Петр Егоровăн пĕрремĕш куравне йĕркелени çинчен каласа пачĕ.

 


Галерея

книга 7 6 IMG_1715 ( IMG_20231228_192344_299