Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Кашни хăй çулĕпе утасшăн

30 мая 2023

«Сухви сехмечĕсем» ятпа «Алран алла» ярăмри тăваттăмĕш кĕнеке пичетленсе тухрĕ.

Малтанхи виççĕшĕпе («Инкеклĕ телей», «Йăкăнат авланать», «Виççе пайланнă ĕмĕр») вулакансем паллашса ĕлкĕрчĕç пулĕ. Çĕнĕ кăларăма Григорий Лучăн, Петĕр Львовăн, Геннадий Мальцевăн, Виталий Енĕшĕн, Микиш Павăлĕн, Николай Мартыновăн, Юлия Силэмăн, Нелли Петровскаян калавĕсем тата Александр Угольниковăн повеçĕ кĕнĕ.
Ачисем шкултан вĕренсе тухиччен Сухви çемйи «çынсем пекех» пурăннă. Сухви шучĕпе, малашне те «çынсем пекех» пурăнас тесен хĕрĕпе ывăлĕн аслă шкулсене вĕренме кĕмелле, сумлă ĕçе вырнаçмалла. Анчах пурнăç пур чухне те эпир шутланă пек шуса пымасть çав. Эс ӳстернĕ ачасем сан ăсупа мар, хăйсен тĕллевĕпе пурăнса хăйсен сукмакне такăрлатасшăн. Софья Васильевнăпа Павел Ивановичăн ывăлĕ аслă шкула мар, техникума кайса кĕрет. Çара кайса килнĕ хыççăн ялти пурнăçа кăмăллакан каччă фермер пулма шут тытать. Ах, çунать амăшĕ, ах, кулянать: «тислĕк çăрма» ӳстермен вĕт вăл ывăлне. Ним иккĕленмесĕр шанса тăнă хĕрĕ вара, шкултан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнăскер, хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлас шутпа университета кайса пăхать те — кĕреймест. Мĕн тăвас тетĕн, пурнăçра тем те пулать: Еленрен начартарах вĕренекеннисем студент пулса тăнă авă, ку — вырнаçайман.
Ачисен пурнăçĕ хăй палăртса хунă пек йĕркеленсе пыманнишĕн Сухви упăшкине айăплать: вăл çине тăман, тăрăшман, ӳкĕте кĕртеймен, тытса чарайман тата ытти те. Упăшкипе арăмĕ хушшинчи килĕшӳ çухалать. Чĕмсĕрленет Сухви, тус-юлташран, тăван-пĕтенрен ютшăнакан пулать. Акă ĕнтĕ вĕсем пĕр-пĕринчен уйăрма ыйтса çырнă заявленипе загса пырса ларнă. Шăп çав вăхăтра унта ывăлĕпе пулас кинĕ çитсе кĕреççĕ. Сухвишĕн тата тепĕр ăш çунтармăш тупăнать: урăхла кин пирки ĕмĕтленнĕ вăл.
Сухвин Сергейĕ кăна мар, кӳршĕ ялти Ирккан ывăлĕ те амăшĕ каланă пек пурăнасшăн мар. Сергей савнийĕ валли те вăхăт тупаймасть, кунĕн-çĕрĕн ĕçре. Илюш вара кахал, пилĕк авмасăр, аллине вараламасăр, тар тăкмасăр пурăнма хăнăхнă, унта кайса килет, кунта вырнаçса пăхать — ниçта та тĕпленсе вĕренеймест, ĕçлеймест. Ятласа та, йăпатса та, хавхалантарса та, хистесе те — нимле те итлеттереймест хăйĕн ывăлне Иркка. Акă ăçта вăл ыйха татса кулянмалли! Повесть авторĕ А. Угольников икĕ амăшне ахальтен мар фермерсен вăхăтлăх пӳртĕнче тĕл пултарать. Тин куçĕ уçăлать Софья Васильевнăн.
Г. Лучăн, П. Львовăн, Микиш Павăлĕн, Г. Мальцевăн, В. Енĕшĕн калавĕсенче шӳтлесе те юптарса калани сахал мар. Ю. Силэм, Н. Мартынов, Н. Петровская хайлавĕсене вуласан ирĕксĕрех шухăша путатăн. Кĕнекери сăнарсене веçех уçса памăпăр, вулакан хăй хаклатăр.

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)