Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Кăркка сăнарĕ тĕлĕнтернĕ, кил хуçине шеллес килнĕ

25 декабря 2024

Раштавăн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнчи «Варкăш» литература клубĕнче кĕнеке тусĕсем Ольга Австрийскаян «Пĕррехинче кайăк-кĕшĕк картишĕнче…» çĕнĕ повесть-юмахне пахаларĕç.

Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Хайлаври ĕç-пуç Аристарх кил-йышĕнче пулса иртет, унпа вулакансене Амам ятлă йытă паллаштарать. Пĕррехинче çулла Аристарх çемийпе Хура тинĕс хĕрринче канма инçе çула тухать. Кайăксене кÿршĕри Марье аппа пăхса тăма килĕшет. Çакăнтан вара чăх-чĕп картишĕнче хĕрÿ самана пуçланать: таврари пĕтĕм хыпара пĕлсе тăракан Чакчак Пакăлтайкин килти кайăксене пурнăç чăнлăхне каласа кăтартать. Тĕлĕнсе те тарăхса кайнă кайăк-кĕшĕк пăлхав çĕклет.
Кĕнеке хăтлавне çыравçăсем, журналистсем, Ольга Австрийская пултарулăхне сума сăвакансем пухăнчĕç. Малтанах уяв хуçи хайлав çуралнин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ. Юмаха çырма пуçличчен вăл словарьсенче пуян чăваш чĕлхин илемлĕ каларăшĕсене çырса илнĕ, сăнарсене ят парас чухне те кашнин пĕлтерĕшне вуласа пĕлнĕ. Çакă юмахпа паллашсан тÿрех сисĕнет: чĕлхи пуян, сăнарĕсем чĕрĕ, сюжечĕ хивре.
Ольга Федорова кĕнеке редакторĕ авторпа килĕштерсе ĕçленине, алçырура тĕл пулакан ăнланмалла мартарах самантсене тÿрех татса панине палăртрĕ.
Раиса Воробьева çыравçă повесть-юмах кăмăла кайнине каларĕ.
– Хайлава тĕлĕнмелле ăста калăпланă, Ольга Михайловна хăй те юмах тĕнчинче – кайăк-кĕшĕк картишĕнче – пурăннă. Автор çак картишĕнче пурăнман пулсан юмах пиçсе çитейместчĕ, – пĕлтерчĕ вăл шухăшне.
«Варкăш» клубăн пайташĕ Анна Михопарова та кĕнекене интересленсех вуланă:
– Юмах сюжечĕ кино пек: вулатăн та, куç умне ÿкерчĕксем тухса пыраççĕ. Сăнарсенчен мана кăркка тĕлĕнтерчĕ. Кайăк-кĕшĕк йышне лекнĕ-лекмен вăл тавçăрса илет: кунта автан хуçа иккен, Ханăн вара хальлĕхе влаç çук. Çавăнпа кăркка автанпа хăвăрт туслашса каять те шăв-шав çĕклемесĕр ăна кил картинчен хăваласа кăларса яма пултарать. Амам йытă пирки калас пулсан, автор ăна ырă сăнар пек кăтартнă. Ман шутпа, вăл – хăравçă йытă. Чăхсенчен хăрать-ши вара кил хуралçи? Кайăксем кĕлетри тырра вăрланă чухне тÿрех кÿрше чупать. Çав саманта вуланă чухне вĕсене Амам хăех хăваласа кăларса яраймасть-ши тесе шутларăм йытă пирки. Тата вăл страуса килне кайса ярать те ырă ĕç турăм тесе савăнать. Марье аппа вара ăна шанса хăварнă кайăк килтен çухалнине пĕлсен хытă кулянать, йытта пулах чĕрепе аптраса больницăна лекет. Кайран Аристархне те лекет, старуса пăхма пĕлместĕн тесе вăрçаççĕ.
Аристархĕ те – кил хуçи – интереслĕ çын: страуспа турткăша туянать те канма тухса каять. Марье аппа пăхса пурăнтăр. Выльăхăн çĕнĕ хуçана хăнăхмалла пуль кăштах, – хăш-пĕр сăнарсене ÿпекелесе те илчĕ хастар вулакан.
Алексей Зотиков тележурналист вара çемье пуçне хÿтĕлесе сăмах каларĕ:
– Ман шутпа, Аристарх пурне те телейлĕ тăвасшăн, мĕншĕн тесен кашнин çак самантра хăйсен ĕмĕчĕ пур. Арăмне тинĕс хĕрне илсе каясшăн вăл. Ачисем ыйтнине те пурнăçа кĕртмелле – ывăлне ав страус илсе пачĕ. Паллах, кайăка пăхмалла. Хăй те хăнăхса çитеймерĕ пулмалла, çавăнпа старусĕпе ĕç пулса пĕтмерĕ унăн.
Ку кĕнеке аслисемшĕн те интереслĕ пулмалла, мĕншĕн тесен кашни унта кирлине тупма пултарать, тепри, тен, хăйне те курĕ. Хайлаври картиш вăл – пирĕн общество. Кирек мĕнле пĕрлешÿре те пĕчĕк ушкăн пур, юмахри сăнарсем мана çав ушкăнри çынсем пек туйăнчĕç.
– Вулама пуçлатăн та – чарăнаймайстăн, малалла вулас та вулас килет. Эпĕ хайлава юмах пек йышăнмарăм, унпа паллашнă май хамăр пĕлнĕ, курнă çынсем, вĕсен хăтланкаларăшĕсем куç умне тухаççĕ, – палăртрĕ шухăшне Чăваш Республикин Медиацентрĕн ертÿçи Дмитрий Моисеев.
Владислав Николаев çыравçă тата журналист та кĕнекене пĕрре ларсах вуласа тухнă, ăна хайлав аслисем валли çырнăн туйăннă, тата ытларах шăв-шăв тума попугай сăнарĕ çитмен-мĕн.
Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан Валентина Тарават çыравçă та шăнкăравласа Ольга Михайловнăна саламларĕ, кĕнеки кăмăла кайнине пĕлтерчĕ:
– Ольга Австрийская хайлавне питĕ юратса вуларăм, кулăшла самантсем нумай унта. Чĕлхи пуян, сăнарлă, çивĕч. Маттур, Оля! Малашне те вулакансене çĕнĕ хайлавсемпе савăнтармалла пултăр, – тесе пиллерĕ вăл çамрăк çыравçа.

 Подробнее о книге...


Галерея

IMG_20241224_185237 IMG_20241224_185616 IMG_20241224_190610 IMG_20241224_191759_edit_46760759530364 IMG_20241224_192034_edit_46812305254314 IMG_20241225_122732_616 IMG_20241224_183353 IMG_20241224_183552 IMG_20241224_183559 IMG_20241224_184447