Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Канаш округĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă турĕç

19 ноября 2024

Чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Канаш округĕнче Çеçпĕл Мишшин çуралнă кунне сумлăн паллă турĕç.

Ирхине Шупашкарта Çеçпĕл палăкĕ умне чечек хунă хыççăн Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕн пайташĕсем – çыравçăсем – тата ытти культура учрежденийĕн ĕçченĕсем çула тухрĕç, Çеçпĕл ялне васкарĕç. Унта вĕсене Канаш округĕн Пуçлăхĕ Сергей Михайлов тата поэта сума сăвакансем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Çеçпĕл Мишши палăкĕ умĕнче митинг иртрĕ: «Чăваш халăхĕн ывăлĕпе – Çеçпĕл Мишшипе – эпир мухтанатпăр, унăн сăввисене паян та асра тытатпăр. Поэт кăçал 125 çул тултарнине пĕтĕм республикăпа, çĕршыври пур чăвашсемпе пĕрле паллă тăватпăр. Эпир аслă поэтăмăра яланах асра тытатпăр, вăл чĕнсе каланине пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Пĕрле эпир Чăваш Енĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсен ятне çитĕнекен ăру валли упраса хăварма пултарасса шанса тăратăп», – терĕ Светлана Анатольевна. Уява килнисене, ăна йĕркелекенсене чĕререн тав турĕ. Палăк умĕнче Çеçпĕл шкулĕнче вĕренекенсем кăвар чĕреллĕ поэт сăввисене янраттарчĕç.
Чечек çыххи хунă хыççăн митинг Шăхасанти Канаш округĕн тĕп бибилотеки умĕнче малалла тăсăлчĕ. Унта Анатолий Кибеч, Раиса Сарби чăваш халăх çыравçисем тухса калаçрĕç, хăйсен сăввисене вуланă, палăк умне чечексем хунă хыççăн хăнасем вулавăшри Литература аслă пÿлĕмĕнче пухăнчĕç. Унта вĕсене пĕчĕк çеçпĕлçĕсем хăйсен аллипе ăсталанă çеçпĕл чечекĕсене парнелерĕç. Поэт хăйĕн хушма ячĕ валли шăпах çеçпĕл чечек ятне суйласа илнĕ-çке.
Унтан Шăхасанти тĕп культура çуртĕнче «Çеçпĕл йыхравĕ» концерт уява илем кÿчĕ. Халăх йышлă пухăннă кунта. Светлана Каликова пурне те уяв ячĕпе тепĕр хут саламларĕ, пултаруллисене тав хучĕпе чысларĕ.
Канаш округĕн Пуçлăхĕ Сергей Николаевич та пурне те Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнипе саламларĕ. Сцена çине чăваш çыравçисем, Чăваш наци конгерсĕн пайташĕсем, Çамрăксен театрĕн артисчĕсем... – Çеçпĕл ятне асра тытса Чăваш Еншĕн пархатарлă ĕç тăвакансем – тухса калаçрĕç.
Канаш çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Акă Анатолий Кибеч чăваш халăх çыравçи сăмах илчĕ. «Çеçпĕл Мишши – пирĕн Канаш район ачи. Вăл çакăнта пурнăç сĕткенне илсе вăй пухнă, кунта литература çулĕ çине тăнă. Вулатăн та – унăн пултарулăхĕнче Канаш тăрăхĕн калаçăвĕ тĕпре пулни палăрать. Çакăнпа эпир, канашсем, мăнаçланатпăр», – терĕ вăл сцена çине тухсан. Çавăн пекех Канаш районĕнчен тухнă çыравçăсем те – Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ, Лидия Филиппова Çеçпĕл ентешĕ, Ольга Васильева Канаш районĕн хĕрĕ – хаваспах уява хутшăнчĕç.
Унта Çеçпĕл сăввисем, поэтсен хайлавĕсем, чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ. Поэтăмăр сăввисене ачасем чăн чăвашла, чуна пырса тивмелле янраттарни уйрăмах чуна ăшăтрĕ.

 


Галерея

O1Vq3fNz6CyDOFIjJookw5wpm4ZUE1SH PbNnVjDRwP60GZFKIT9ZhdKMPwxgCwx5 MngW7TffI98Uq8g9zrmmMWZU7NC8Xh68 LAOxfTEXdjr3ljW5HBEsvRfw2gHkm9lB CMZj9yhimf6FlLopwif6gOCodT2h9zoO GJZel6SyUfavxeZNyuwhXW969QUmaeH5 68bhJFw3Ji86Wgpt2hu05wZGDHovFaRY WK3Zamj9DLhEDgySNCCHptsIRq6ulILV XcoTJBRkJcL0IH9MT3ke2VeBTCbszx95 xJvHXTfD4xjKTew2Q1CSf3rSAAvLOm3E