Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Кам-ши вăл, Çеçпĕл?» кĕнеке кун çути курчĕ

25 октября 2024

Паллă поэт, чăваш совет поэзин никĕсне хываканĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа кăçал чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче 125 çул çитет: республикăра классикăмăра халалланă тĕрлĕ мероприяти – конкурссем, вулавсем, тĕлпулусем т. ыт. те – иртет. Ăсчахсем поэт пултарулăхне тарăн тишкереççĕ, статьясем калăплаççĕ, конференцисем, çавра сĕтелсем ирттереççĕ; çыравçăсем ăна халалласа хайлавсем шăрçалаççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче Сергей Павловăн «Кам-ши вăл, Çеçпĕл? Кто он, Сеспель?» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Ăна икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ, вырăсла Ольга Васильева куçарнă, редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Юлия Лутошкина.
Хайлав пĕрремĕш сăпатран пырать. Влада хăйĕн аслашшĕне – çыравçа – шкула тĕлпулăва чĕнет.
Владăн мăн аслашшĕ Лукиян Иванов Касаккассипе юнашар ялта, Ушанарта, пурăннă. Вăл чăваш ялĕсен историне тĕпченĕ тата Çеçпĕл Мишшин шăллĕпе Гурий Кузьмичпа туслă пулнă. Лешĕ çуллахи отпуска килсен тăтăшах вĕсем патне кĕрсе пиччĕшĕ çинчен аса илсе чылай каласа панă. Лукиян Иванов çав асаилÿсене тĕплĕ çырса типтерлĕ упраса хăварнă. Пурăна киле çав алçыру унăн ывăлне, Сергей Павлова, куçнă. Вăл та упрать, тишкерет, пичете хатĕрлет. Кĕнекере Гурий Кузьмин асаилĕвĕсемпе усă курнă.
Мишша Шăхасан пасарне кайнине ав еплерех каласа панă Гурий Кузьмич: «...Мишша тутар урапи патне çитсенех кукленсе ларать те кĕнеке çине пăхса хытса каять. Атте çакна асăрхамасть те пулмалла, пĕчĕк, виçĕ картлă хуткупăс илсе Мишшана тыттарать. Вара малалла утаççĕ. Атте унталла-кунталла пăхкаласа пынă май асăрхамасть те: Мишша палт каялла çаврăнса сутăç патнелле вĕçтерет, купăсне лешĕн умĕнчи шăналăк çине хурса ним шарламасăр ÿкерчĕксемлĕ кĕнекене ярса илет те атте хыççăн чупать».
Тĕлпулу хыççăн Владăпа аслашшĕ Çеçпĕл Мишши пурăннă, вĕреннĕ вырăнсене çитсе курма шутлаççĕ. Малтанах вĕсем Канаш округĕн Шăхасанти тĕп библиотекине кĕрсе тухаççĕ. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче çав çуртра шкул вырнаçнă пулнă, шăпах унта вĕреннĕ те пулас поэт. Вулавăш ĕçченĕ Лилия Ардалионовна вĕсене сăвăçăн литературăри малтанхи утăмĕсемпе паллаштарать: «...«Çăлтăр» журнала шкулта вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Павел Александрович Ломоносов ертсе пынипе кăларнă. Редакторĕ тата тĕп авторĕ Мишша пулнă. Пĕрремĕш номерте унăн кĕске сăвви тухнă, ăна вăл 1916 çулта вырăсла çырнă... Малтанхи сăввисем, паллă поэтсенчен çырса вĕреннĕ май, вĕсен хурăмлăрах пулса тухнă ĕнтĕ».
Кĕнекепе паллашсан вулакансем Çеçпĕл Мишши мĕншĕн вулăс кантурне ĕçе вырнаçнине тата вăл мĕнле ĕмĕт-шухăшпа пурăннине пĕлĕç. Кĕçех Владăпа аслашшĕ поэт çуралса ÿснĕ яла çул тытаççĕ. Унта экспонатсемпе пуян Çеçпĕл музейĕ ĕçлет, курса çÿремелли, пĕлмелли нумай. Экскурсовод вĕсене Çеçпĕл çемйи çинчен, çав вăхăтри пурнăç йĕркипе тĕплĕн паллаштарать.
Кăларăмра кашни сыпăк хыççăн тĕрлĕ ĕç пур. Вĕсем ансат пулин те, тĕрĕс пурнăçлас тесен калавсене тимлĕ вуламалла. Сăнарсем пулса курнă вырăнсене куç умне кăларма, Çеçпĕл пурăннă тапхăра тарăнрах ăнланса-туйса илме кĕнекери сăнÿкерчĕксемпе художникăн ÿкерчĕкĕсем пулăшаççĕ. Вĕçĕнче вара вулакансем поэтăн хăш-пĕр сăввипе паллашма пултараççĕ.

О. Иванова сăнÿкерчĕкĕ

Подробнее о книге...


Галерея

Сергей Павлов Sergey_Pavlov-Kto_on_Sespel фото Австрийская