Кайăк-кĕшĕк кăмăлне кăтартса паракан кĕнеке
24 августа 2024
Ялта пурăнакан чылай çемье пĕр-пĕр выльăх, кайăк-кĕшĕк те пулин, тытатех пулĕ. Хальхи вăхăтра тата унччен зоопарксенче курнă турткăш е страус та чăваш ялĕсенче ытти кайăк-кĕшĕкпе туслă кĕшĕлтетсе çÿрет. Хуçисен вара пĕр шухăш: вăхăтра тăрантарас та тасатса тăрас. Анчах та кайăксен те хăйсен шухăш-кăмăлĕ, ĕмĕт-тĕллевĕ пур иккен, хăшĕ-пĕри пăлхав çĕклеме те пултарать. Ĕненместĕр-и? Эппин, халех Ольга Австрийскаян «Пĕррехинче кайăк-кĕшĕк картишĕнче...» повесть-юмахĕпе паллашма васкăр. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Юлия Лутошкина.
Хайлаври ĕç-пуç Аристарх кил-йышĕнче пулса иртет, унпа вулакансене Амам ятлă йытă паллаштарать. «...Манăн хуçа – кайăк-кĕшĕке юратакан Аристарх. Ĕне-качака тавраш усрамасть вăл кÿршĕсем пек... Сурăхĕпе те айланас килмест пулас Аристархăн... Çапла, кайăкĕсене çав тери юратать хуçам. Тен, арăмĕнчен те ытларах та-и...» – çапларах хăйĕн курăмне уçса парать кил-çурта хураллакан чĕрчун.
Пĕррехинче çулла Аристарх çемийпе Хура тинĕс хĕрринче канма инçе çула тухать. Кайăксене кÿршĕри Марье аппа пăхса тăма килĕшет. Çакăнтан вара чăх-чĕп картишĕнче хĕрÿ самана пуçланать: таврари пĕтĕм хыпара пĕлсе тăракан Чакчак Пакăлтайкин килти кайăксене пурнăç чăнлăхне каласа кăтартать: çăмартасем, çитĕннĕ хурсем вăхăт çитсен мĕншĕн тата ăçта çухалнине пĕлтерет. Тĕлĕнсе те тарăхса кайнă кайăк-кĕшĕк пăлхав çĕклет: «...Эпир те чакак пек, кураксемпе çерçисем пек ирĕклĕ пулар. Хамăр пурнăçа хамăр йĕркелер», – тесе тĕв тăваççĕ. Хуçасем килте çук чухне чакак хĕтĕртнипе мĕн кăна шухăшласа кăлармаççĕ вĕсем, тарăхăвĕ кушака та, йытта та, кил картинче саркаланса çÿрекен Патша ятлă автана та пырса лекет. Вĕсен Амам йăвинче хÿтлĕх тупма тивĕ.
Çапах та пурте вĕсем майлă мар иккен. Акă Шерте ятлă страус пăлхавçăсене хирĕç каять, ырă та йăваш чунлăскер ултава чăтма пултараймасть. Тата вăл тăван фермишĕн тунсăхлать, унта кайăкăн çемйи пур-çке: ашшĕ-амăшĕ, шăллĕсемпе йăмăкĕсем, юлташĕсем. Мĕн тумалла? Çак йывăр лару-тăруран мĕнле хăтăлса тухмалла? Хуравĕ кĕçех хăех тупăнĕ.
Хайлавăн чĕлхи пуян та илемлĕ, сăнарĕсем асра юлаççĕ. «...Аттепе анне тата кукамай çулсеренех кăвакал е хур чĕпписем туянатчĕç. Шăллăмпа иксĕмĕр вĕсене каникул тăршшĕпех черетленсе сыхлаттăмăр....
Çынсен хурĕсенчен те, кăрккисенчен те шикленеттĕм. Усал пек туйăнатчĕç вĕсем. Старуспа турткăша çитĕнерехпе зоопаркра кăна курнă пуль, пĕрремĕш хут хăçан асăрханине астумастăп, анчах вĕçен кайăксем çинчен кĕнекесем вуланă. Çакă йăлт повесть-юмаха çырма хавхалантарчĕ пуль. Кайăксен сăнарĕсем урлă çынсен характерĕсене тĕпчес килчĕ ман...» – уçса парать автор автор çуралнин вăрттăнлăхĕсене кăларăмра.
Кĕнекене вăтам çулхи ачасем валли хатĕрленĕ, апла пулин те кирек хăш ÿсĕмри вулакан та унпа вăхăта кăмăллă ирттерĕ.