Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Ирккан аллисем таса

20 августа 2024

«Тимĕр алăксемпе пĕр-пĕринчен хупăнатпăр, тимĕр алăксем хыçне пĕр-пĕринчен пытанатпăр. Камран таратпăр? Çынсенчен таратпăр. Камран пытанатпăр? Çынсенчен пытанатпăр.
Чĕресем çине тимĕр алăксем лартатпăр. Куçăмăрсене тимĕр хупăлчасемпе хуплатпăр. Камран хăратпăр? Камран шикленетпĕр?
Хамăртан хамăр хăратпăр! Хамăртан хамăр шикленетпĕр!
Чĕтресе хăрасах пурнăçăмăра пурăнса ирттеретпĕр».
Ку прозăлла сăвă тин кăна пичетленсе тухнă «Пĕр ывăç канфет» ятлă кĕнекерен. Авторĕ — вулакансем лайăх пĕлекен журналист тата сăвăç Альбина Юрату. Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă çĕнĕ кăларăма çыравçăн калавĕсем, прозăлла сăввисем, эссесемпе тĕрленчĕкĕсем кĕнĕ. Кĕнеке икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшне «Çунатлă урхамах», «Ылхан», «Шурă кĕпе», «Пĕччен чарлан», «Каçар мана, çуралайман ачам», «Саплăк», «Шăнкăрчи», «Ирĕклĕ Илюк», «Юлашки ӳкĕнӳ» тата ытти калавсене вырнаçтарнă. Вĕсенче автор нихăш вăхăтра та пĕлтерĕшне çухатман темăсене хускатать. Акă «Пĕр ывăç канфет» калавах илер. Чаплă юбилейне кӳршĕ-аршăпа, тăван-пĕтенпе паллă тунă чухне Лена ятлă хĕрарăмăн алла çыхмалли хаклă сехечĕ çухалать. Юрă-ташă курма пуçтарăннă ачасенчен тахăшĕ илнĕ пуль тесе шутлать Ленăн тăванĕ Микуль. Сехечĕшĕн çав тери кулянакан Лена аппа çав япалана тупса паракана пĕр ывăç канфетпа хăналама пулать. Айăплине Микуль çавăнтах тупса палăртать: «Иркка вăрланă, унăн ашшĕ ĕçкĕпе иртĕхнĕрен çемье чухăн пурăнать, хĕрача сехете сутса укçа тăвасшăн». Айăпа йышăнман хĕрачана вăл тĕттĕм чăлана хупса хурать те унта ирчченех тытать.
Нумай çын кăмăлне хуçнă пăтăрмах иртсе каять: кукăр алăллă арçын ачана, сехете кроликсемпе улăштарнăскере, Маюк тупать. Хаклă япалана хуçине тавăрса параççĕ. Маюк хăйне канфетпа тав тăвасса кĕтет, анчах сехечĕ тупăннипе савăннă хĕрарăм сăмах панине пачах та (тен, юриех?) аса илмест. Юрĕ, маннă тейĕпĕр, канфет илме укçине шелленĕ тейĕпĕр. Анчах та таса чунлă Ирккана вăл чухăн çемьерен пулнине тĕпе хурса вăрă тесе айăпланăшăн, шăшисем хуçаланакан тĕттĕм пӳлĕмре çĕрĕпех лартнăшăн унран каçару ыйтмаллах пек. Çук çав, никам та каçару ыйтса ун кӳренĕвне сирмест.
Пĕр калаврах чуна ыраттараканни мĕн чухлĕ. Ытти калавсенче те вулакансене шухăша яракан самантсем сахал мар.
Прозăлла сăвăсенче, эссесемпе тĕрленчĕксенче те пурнăç çинчен шухăшлаттарать автор. Вĕсенче туслăхпа юрату кăна мар, ăмсанупа кĕвĕçӳ те, уйрăлупа çухату та – тем те пур.
Кĕнекене Ирина Калентьева илемлетнĕ. Хуплашка çине тĕттĕм чăланта ларакан Ирккана ӳкернĕ. Хушăкран ниçта та мар, шăпах ун аллисем çине çутă ӳкет. Чухăн çемьери хĕрача вăрă маррине кăтартса пама пултаруллă ӳнерçĕ çакăн пек май тупнă. Таса Ирккан аллисем.

Галина МАТВЕЕВА

Подробнее о книге...


Галерея

Альбина Юрату-Пĕр ывăç канфет Альбина Юрату