Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Илья Левыйăн «Асаилÿсен çăмхи» çĕнĕ кĕнеки пичетленчĕ

20 января 2023

Пирĕн пурнăç кулленхи ĕçсенчен, хутшăнусенчен йĕркеленсе пырать. Савăнмалли те, йăнăшасси те пулать. «Ĕнерхине каялла тавăрма, урăхлатма май çук. Иртнине аса илсе пĕтĕмлетсен кăна малашне тĕрĕсрех те кирлĕрех ĕçлеме пулать», – çапла сăмахсемпе пуçлать хăйĕн кĕнекине Илья Иванович Левый. «Асаилÿсен çăмхи» ятлă кăларăм нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Унта асаилÿсем, сăвăсем, калав тата очерксем кĕнĕ.
Кам-ха вăл Илья Левый? Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакансем çак ята илтнех. Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Илья Иванович Левый тăван Елчĕк район аталанăвĕшĕн чылай ырă ĕç тунă. Тĕрлĕ çулта вăл Калинин ячĕпе хисепленекен, «Звезда» ятлă колхозсенче тĕп бухгалтерта тăрăшнă, Елчĕкри Сбербанк уйрăмĕн управляющийĕнче тата ытти çĕрте ĕçленĕ.
«2013 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче 144 страницăран тăракан «Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи колхозсем. Ĕлĕкхи тата хальхи» ятлă кĕнеке кăларма мехел çитертĕм. Унта колхозсен историне тата вĕсен председателĕсен йывăр та яваплă ĕçĕсене кăтартса панă. Çакăнтан пуçланчĕ ватлăхра кĕнеке çырасси», – аса илет Илья Иванович çĕнĕ кăларăмра. Кĕнеке сăнÿкерчĕксемпе пуян. Юлташсăр çын туратсăр йывăç пек, пĕччен кирек епле йывăрлăх та хăвăртах ураран ÿкерет. Çумра чăн-чăн туссем пулни пурнăçа илем кÿрет. Çакна Илья Левый юлташĕсене – Николай Федорович Малышкина тата Геннадий Петрович Ловкина – халалланă страницăсенче кăтартса парать.
Кĕнекере авторăн пултарулăхĕ пысăк вырăн йышăнать, вулакансем Илья Левыйăн сăввисемпе, калавĕпе паллашма пултараççĕ.


Галерея

Левый-Асаилÿсен çăмхи