Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Галина Матвеевăн «Çил çинчи турат» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

16 августа 2023

Чăвашла вулама юратакансем Галина Матвеевăн (мăшăрĕн хушамачĕпе – Антонова) ятне илтнех-тĕр. Галина Алексеевна, Вăрнар районĕнчи Витĕртухан Ялтăра (Аçăм-Çырми) ялĕнче çуралса ӳснĕскер, республикăра тухса тăракан «Коммунизм ялавĕ» (халĕ – «Хыпар»), «Хресчен сасси», «Советская Чувашия» хаçатсен редакцийĕсенче чылай çул ĕçленĕ, 2006 çултанпа Чăваш кĕнеке издательствинче вăй хурать. Тĕрлĕ ӳсĕмри вулакансем валли унăн «Хамăркка» (2011), «Чăваш» (2013), «Его звали Чуваш» (2015), «Курак тăманĕ» (2016), «Мăшăр çунат» (2019), «Хутлă-хутлă хут кермен. Волшебный дворец» (2021), «Çураçми кӳршĕсем. Недружные соседи» (2023) кĕнекисем кун çути курнă. «Полина Чамжаева: сцена çинче тĕнче çаврăнать» (2018) кăларăм та вăл пухса, çырса, куçарса, редакцилесе хатĕрленипе тухнă.

Галина Матвеева журналист, çыравçă, редактор кăна мар, куçаруçă та. Вăл куçарнипе Лев Кадкинăн «Детство на гору спешит. Çунатлă çунашка», Дмитрий Суслинăн «Юрăпи», «Димка ашшĕне шырать», «Хăрушă вăрттăнлăх», Жозефина Яновскаян «Карап ăсти», Астрид Линдгренăн «Леннебергăри Эмиль мыскарисем», Андрей Растворцевăн «Шурă караппăл» кĕнекесем пичетленнĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Галина Алексеевна вырăсларан чăвашла куçарнă «Айăпсăр чун» (М. Ладо), «Мăнаккасем» (А. Коровкин), «Уйрăлу каçĕ» (В. Панова) спектакльсем пыраççĕ.

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче çыравçăн черетлĕ хайлав пуххийĕ – «Çил çинчи турат» – пичетленсе тухрĕ. Унта сăвăсемпе поэмăсем тата куçарусем кĕнĕ. Ăна кăларма пулăшнăшăн автор ывăлĕсене – Владимир тата Александр Антоновсене, йăмăкĕсене – Вера Желтовăпа Антонина Ярцевăна – тав тăвать. Ӳнерçи – Ирина Калентьева.

Кĕнеке Юрий Сементерĕн ум сăмахĕпе пуçланать. Мĕнлерех хаклать-ха Галина Алексеевнăн «çĕнĕ çимĕçне» чăваш халăх поэчĕ? Акă мĕн çырать вăл: «Кунта чи малтанах сăвăçăмăр çĕннине, ытти авторсем тĕкĕнсех кайман ыйтусене хускатса сăнарлă пĕтĕмлетӳсем тума тăрăшнине палăртмалла. Кĕнекен ятнех илер-ха, акă: «Çил çинчи турат». Паллах, тăвăллă çил вĕрнĕ чух туратсен авкаланма-хуçкаланма тиветех. Анчах пурин те пĕр пек мар. Çил енчи туратсем йывăрлăха хăйсем çине ытларах илеççĕ. «Киле килчĕ салтак вăрçăран» поэмăри Евтуха, «Чăваш» поэмăри Наçтука, чăтăмлă та тӳсĕмлĕ чăваш хĕрарăмĕсене, шăпах çил çинчи туратпа танлаштарма пулать. Уйрăм-уйрăм сăвăсенче те авторăн лирикăллă геройĕ, черченкĕ туйăмлă пулсан та, çил çинчи турат пек пиçĕ те çирĕп, пурнăçа тытса пыма пĕлекен çын. Кĕнекере иртнĕ ĕмĕрти тата хальхи саманари сулмаклă ыйтусем курăнаççĕ...»

Кăларăмри хайлавсем кĕвĕлĕхĕпе те, темипе те тĕрлĕрен. Юратупа çамрăклăх сăввисем тунсăхлăрах пек туйăнма пултараççĕ.

Пĕрле пулма çырмарĕ Турă,

Иртсе пырать çул хыççăн çул.

Ман ăшăмра пĕр кĕлĕ-юрă:

«Телейлĕ пул, телейлĕ пул!»

(«Телейлĕ пул».)

Вĕсенче лирика геройĕ савнă çынпа пĕрле пулайманшăн хурланни, çапах та ăна телей сунни, унăн савăнăçĕпе лăпланма, канăçлăх тупма пĕлни тĕпре. Тен, çавăнпах ку йĕркесем чунра ырă туйăмсем вăратаççĕ. Çепĕç туйăмсăр, шанăç паракан тĕллевсĕр пурăнма йывăррине питĕ лайăх ăнланать лирика харкамçи. Темĕнле тертлĕ пулсан та пуçне усмасть вăл. Хăйне алла илме, малалла талпăнма пĕлет. Вара ирĕксĕрех философа тухать:

Юратусăр юлсан – чунра çутă юлмасть!

Тĕлĕнетĕн вара: ма чĕре юрламасть?

Ма тесен пушăлла вăл тапма юратмасть.

Тĕнчере пушăлла пурăнма юрамасть!

(«Çитсе тухнă пекех чăнкă çырăн хĕрне...»)

Сăвă пуххипе паллашнăçемĕн вулакан хăй сисмесĕрех çепĕç лирикăран гражданла лирика çине куçса каять. Çĕршывăмăр шăпи çинчен пăшăрханни мала тухать. Самана пăтраннă чухне этем йывăрлăха кĕрсе ӳкет, кун пек чухне аташса каясси те, çул хыттине çухатасси те часах.

Кашни-пĕр кун этемшĕн – тĕрĕслев:

Кун-çул юххи те, çил те – хирĕçле.

Йĕре-йĕре телей мĕнне пĕлен,

Синкерĕ те çумрах – ан иккĕлен.

(«Кашни-пĕр кун этемшĕн – тĕрĕслев...»)

Тăван çĕршыва юратни, унăн историне сума суни, паттăрсене асра тытни, халăхăмăрăн пуласлăхне ĕненни авторăн икĕ поэмине те («Киле килчĕ салтак вăрçăран», «Чăваш») кăшăлласа тăрать. Çак темăн хĕрӳлĕхĕ куçарусенче те чакмасть. Çӳлерех асăннă икĕ хайлавра та, Андрей Дементьевăн, Александр Твардовскин, Юрий Вороновăн произведенийĕсенче те Тăван çĕршывăн аслă вăрçи куç умне чĕррĕн тухса тăрать, чĕрене ыраттарать.

«Z-поэзирен» ярăмра Анна Ревякинăн, Алексей Мозговойăн, Галина Черябриковăн сăввисемпе паллашма пулать. Вĕсенче Донбасра пурăнакансен асапĕ, шанăçĕ ӳкерĕннĕ. Кĕнеке вĕçнелле çивĕчлĕх-хĕрӳлĕх тамалать, вулакан пушкăрт (Абдулхак Игебаев, Роберт Паль, Фаниль Кузбеков, Барый Нугуманов), тутар (Ренат Харис, Луиза Янсуар), мари (Вячеслав Абукаев-Эмгак, Геннадий Сабанцев-Ояр, Альберт Васильев, Зоя Дудина), турккă (Сулейман Султан, Орхан Вели), молдаван (Григоре Виеру) поэчĕсен хайлавĕсемпе куçа-куçăн юлать. Куçаруçи – пултаруллă, тăван чĕлхемĕр пуян та сĕтеклĕ пулнăран куçарусем чăвашла та хитре янăраççĕ, чуна хускатаççĕ.

Сăвă пуххине автор аслă классенче вĕренекенсемпе яш-кĕрĕме, поэзие юратакан ытти вулакана халалланă. Кĕнекере кашниех хăйне çывăх йĕркесене тупасса шанса тăратпăр.

 Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Çил çинчи турат Галина Матвеева