Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Галина Анисовăн сăвă пуххийĕ кун çути курчĕ

28 июля 2023

Ачасем çуллахи кунсемпе киленнĕ, каникулта савăннă хушăра Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем çанă тавăрсах вăй хураççĕ – ӳнерçĕсем ӳкереççĕ, редакторсем редакцилеççĕ, корректорсем йăнăшсем шыраççĕ. Кăларăм кун çути курни вара чăн-чăн уяв пулса тăрать. Паянхи эрнекун пире Галина Анисовăн сăвă пуххине парнелерĕ. «Бабочка и пчела. Лĕпĕшпе вĕлле хурчĕ» ятлăскерне кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕ. Унта вырăсла тата чăвашла хайланă сăвăсем кĕнĕ. Вĕсене Лариса Петрова пултаруллă çамрăк поэт чăвашла куçарнă. Кĕнеке страницисене Татьяна Бурдинăн хӳхĕм ӳкерчĕкĕсем капăрлатаççĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова. Кăларăм 1000 экземплярлă тиражпа пичетленнĕ.

Мĕнпе кăсăклă-ха вăл? Галина Анисовăн сăввисенчи сăнарсем – паянхи арçын ачасемпе хĕрачасем. Вĕсем шкулта тăрăшса вĕренеççĕ, аквапаркра, циркра, катокра вăхăта хаваслă ирттереççĕ, выляма юратаççĕ. Мĕнпур ачапча пекех, шăл тухтăрĕ патне кайма шикленеççĕ («Шăл ыратсан»), ашшĕ-амăшĕ е кукашшĕ-кукамăшĕ асăрхаттарнине итлемесĕр ытлашшипех çырла çисе лартаççĕ («Кукамайăн пахчинче»), шкулти тăхтав вăхăтĕнче тумланма мансах урама вирхĕнсе тухаççĕ («Тăхтавра»)... Унсăр пуçне вĕсем аслисене пулăшаççĕ тата, паллах, интернетра лараççĕ.

Тытмалла, пытанмалла та

Вылямасть ача-пăча.

Телефон вăййи ытла та

Илĕртет-ши кун каçа?

 

Унăн умĕнче вăл вăйсăр –

Хăй патнех туртать экран…

(«Вырсарникун».)

Автор Чăваш Енри чи ватă юмана та тимлĕх уйăрнă:

Чăваш Енĕн ват юманĕ

Пурăнать Ильинкăра.

Тем те тӳснĕ – кам ăнланĕ?

Виç çĕр çул та ытларах!

(«Чăваш Енĕн ват юманĕ».)

Кĕнекене çавăн пекех юптарусем кĕнĕ. Вĕсенче автор наянлăха («Лĕпĕшпе вĕлле хурчĕ»), мухтанчăклăха («Ула куракпа шăпчăк», «Ăмăрткайăкпа турткăш»), туслă пулма, пĕр-пĕрне ăнланма пĕлменнине («Туссем»), айванлăхпа пустуй хĕвĕшĕве («Кăткă тĕми») тата ытти ене питлет.

 Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

Бабочка и пчела pdf_page_38 Бабочка и пчела pdf_page_12 Бабочка и пчела pdf_page_13 Обложка_Бабочка и пчела_вер (1) Бабочка и пчела pdf_page_39