Эпир – сирĕнпе пĕрле!
08 мая 2024
Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Чăваш кĕнеке издательствине типографирен çĕнĕ кăларăм çитрĕ ‒ «Zа Победу! Çĕнтерÿшĕн!» ятлă сăвăсен пуххи. Ăна Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕнче тăракансен пуçарăвĕпе кăларнă.Пухса хатĕрлекенĕсем Галина Антоновăпа (литературăри псевдонимĕ ‒ Галина Матвеева) Светлана Гордеева.
Кĕнекене ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă, çавăнпа салтак кĕсйине кĕмелле пĕчĕк форматпа хатĕрленĕ. Унта вырăсла тата чăвашла çыракан 40 ытла автор сăвви кĕнĕ. Çав шутра пĕртен-пĕр мăнукне паянхи вут-çулăмра çухатнă Юрий Сементер, ывăлĕсене çар операцийĕнчен кĕтекен Галина Кĕмĕл, Александр Ильин, шăллĕн шăпишĕн пăшăрханса тăракан Владислав Николаев, юлташĕсемпе пĕлĕшĕсене çара ăсатнă Валерий Голевпа Валентина Белова, Людмила Исаевăпа Лидия Кубашина тата ытти çыравçăсен произведенийĕсем пичетленнĕ.
Сан пата эсэмэс çырусем те çитмеççĕ,
Телефон ĕçлемест, интернечĕ те çук.
Шухăшра çеç санпа калаçатăп эп вĕçĕм,
Кăшт йăпатĕ чуна илтĕнмен калаçу, ‒
тесе хăйне лăплантарать ывăлне куç пек кĕтекен Галина Кĕмĕл.
Шутланă-и пĕр чĕлхепе ир-каç
Вăрçса ик халăх юн юхтарасса?
Çак вăрçă манăн чĕререн каймасть,
Тăрать чуна кăваррăн çунтарса, ‒
тет çарпа патриотизм темипе ĕмĕрĕпех çыракан Александр Ильин сăвăç.
Чуна хускатакан сăвăсем тем чухлех ку кĕнекере. Донецкра пурăнакан Анна Ревякинăн, çар операцине хутшăнакан Сергей Лобановăн, Луганск Халăх Республикине хÿтĕлесе вилнĕ Алексей Мозговойăн чăвашла куçарнă сăввисемпе те паллашма пулать.
Çĕнĕ кĕнекен умсăмахне Раççейри писательсен союзĕн (СПР) председателĕ Николай Иванов вырăсла, нумай çул каялла çар хĕсметĕнчен капитан пакунĕпе таврăннă Юрий Сементер чăвашла çырнă. Иккĕшĕ те пĕр шухăшах çирĕплетеççĕ: «Писательсем нихăçан та халăхран, çĕршывран уйрăм пулман. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем, эпир сирĕнпе пĕрле! Çĕнтеретпĕрех!»
Писательсем çĕнĕ кĕнекене ентеш салтаксем патне çитерме ĕмĕтленеççĕ.