Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Елена Аксупин кĕнекинче пилеш те куççуль кăларать

08 июля 2024

Пурнăçра кашнин хăйĕн телейĕ, савăнăçĕ, хурлăхĕ. Кирек мĕнле пулăма та тӳссе ирттерме çирĕп кăмăл тата ырă пулни кирлĕ. Шăпах çапла пулса тухнă та Елена Аксупи çыравçăн хайлавĕсенчи сăнарсем. Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче унăн кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ, «Пилеш куççулĕ» ятлă вăл.

Редакторĕ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Ирина Калентьева.
Кĕнекене пурĕ вун тăватă калав кĕнĕ. Автор кашни сăнар валли йывăр тĕрĕслев хатĕрленĕ, çавăнпа та кăларăмри сюжетсем асра юлаççĕ, шухăша яраççĕ. Калавсен пуххи «Хура куç» ятлă хайлавпа пуçланать. Унти тĕп сăнар – Саша ятлă çамрăк ача. Кĕлеткипе те чипер хăй, кăмăлĕ те ырă, анчах вăл... сĕм суккăр. «Вуçех курман куçĕ хăш-пĕр чухне çеç тĕлĕнтермĕшсем кăтартать: каччă умне тĕтреллĕ йăрăм-ярăм ӳкерчĕк тухса тăрать. Çывăх çыннисене сассинчен, уттинчен паллать вăл. Килтисене пӳлĕм алăкне кам епле шакканинченех уйăраять», – тесе паллаштарать унпа автор. Каччă çутçанталăк кĕввисемпе киленме кăмăллать, çутă ĕмĕтсемпе пурăнать. Паллах, чи пысăк ĕмĕчĕ унăн – куçлă пуласси тата... гитара калама вĕренесси. Анчах пурнăçа кĕрейĕ-ши вăл кĕтни?
«Çул кукринчи тĕлпулу» калаври Йăван вара хăйĕн юратăвне кĕрхи сивĕ çанталăкра çул кукринче тĕл пулать. «Мĕн ку? Умра çул çинче тем шурă мĕлке, çутă япала мĕлт! турĕ. Унтан – тепре.
Пăхатăп та – кам-тăр алă çĕклет иккен. Чарăнма ыйтса икĕ аллипе те сулать. Машинăна хирĕç килет вăл. Урапа айне лекме вуçех те хăрамасть... Умра çап-çамрăк хĕр тăрать. Вĕлтĕр-вĕлтĕр çуллахи кĕпепе кăна хăй. Çара пуç, çара уран. Лачкам йĕпеннĕ. Шăнса ĕнтĕркенĕ. Тăр-тăр чĕтрет». Мĕнле инкеке лекнĕ-ши хĕр? Хăйĕн нуши çинчен пике качча тӳрех каласа памасть. Çак тĕлпулу кĕçех Йăван пурнăçне тĕппипех улăштарать.
«Пурнăç парни» хайлаври Аллăн та шăпи йывăр килсе тухать – Шупашкарта пир-авăр комбинатне ĕçе вырнаçнăскер пĕррехинче, юрлă-çумăрлă кĕркунне, машина айне пулать – ӳсĕр водитель ăна çаклатса инçе сĕтĕрсе каять. Телее, хĕр чĕрĕ юлать, анчах... унăн сăн-пичĕ пăхма хăрушă, куçĕ те нимĕн те курмасть. Çакăн пек сăн-питпе мĕнле пурăнмалла-ха? Çапах та хĕр вăй тупатех, малаллах пурăнать, мĕншĕн тесен чи çывăх çын – амăшĕ – аманнă хĕрĕшĕн пĕтĕм пурнăçне парать, уншăн çеç кун кунлать. Пурнăçра усалли çеç мар, ырри те пурах – Аллăна савнă çынпа пĕрлешме Турă пӳрнĕ иккен. Туй пынă вăхăтра уява Алла патне кĕтмен хăна пырса кĕрет. Кам-ши вăл?
Çак ыйтусен хуравĕсене вулакан çĕнĕ кăларăмпа паллашсан пĕлĕ, «Пилеш куççулĕ» кĕнеке тĕнчине путса сăнарсемпе пĕрле пăшăрахнĕ те, савăнĕ те. Çыравçăн чĕлхи пуян та илемлĕ. Чи пахи – Елена Аксупи сăнарĕсем кирек епле йывăрлăха лексен те чунĕпе ырă юлаççĕ.

Автор çинчен
Елена Аксупи (Елена Геннадиевна Алексеева) 1973 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Аксу районĕнчи Беловка ялĕнче çуралнă. 1995 çултанпа, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕренпе, Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсем валли тухса тăракан «Канаш» хаçат корреспондентĕнче, 2018 çултанпа пай пуçлăхĕнче вăй хурать.
Малтанхи хайлавĕсем шкулта вĕреннĕ чухне «Пионер сасси», Аксу районĕнчи «Ял пурнăçĕ» хаçатсенче, «Хатĕр пул» журналта пичетленнĕ. Студент çулĕсенче çырнисем «Хыпар» хаçатпа «Ялав» журналта кун çути курнă. Елена Аксупи хайлавĕсем хальхи вăхăтра тăтăшах «Сувар» хаçатра, «Шурăмпуç» журналта (Хусан), тăван «Канаш» хаçатпа «Атăл юрри» журналта (Чĕмпĕр), «Урал сасси» хаçатра (Пелепей, Пушкăртстан Республики), «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатра, «Тăван Атăл» журналта (Шупашкар) тăтăшах пичетленеççĕ.
Вăл – Раççей Федерацийĕн Журналистсен (2000), Раççей Писателĕсен (2019) союзĕсен пайташĕ. 2015 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Каснă чĕлĕ» кĕнеки кун çути курнă.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ

Подробнее о книге...


Галерея

Елена Аксупи-Пилеш куççулĕ (1) Елена Аксупи