Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Дмитрий Моисеевăн «Хуçасăр çуртри сехет сасси» кĕнекине пахаларĕç

12 декабря 2024

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекинче Дмитрий Моисеевăн «Хуçасăр çуртри сехет сасси» кăларăмĕн презентацийĕ иртрĕ.

Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнăччĕ. Ку – авторăн иккĕмĕш «пепки». Маларах унăн хайлавĕсем «Çамрăксен хаçатĕнче», «Тăван Атăл» журналта, коллективлă сборниксенче пичетленнĕ.
Çамрăк çыравçа саламлама поэтсемпе прозаиксем, литературоведсемпе журналистсем, библиотекарьсемпе студентсем пуçтарăнчĕç. Уява вулавăш директорĕ Татьяна Вашуркина уçрĕ. Вăл кĕнекери икĕ калава кăна вуласа тухса ĕлкĕрнĕ пулин те, çамрăк çыравçăн стильне тӳрех уйăрса илме май пуррине, сăнарсене «палласа илнине» пĕлтерчĕ, ытти калавсене те вуласа тухма шантарчĕ.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тăваттăмĕш курс студенчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май Дмитрий Моисеев произведенийĕсене пурнăçри пулăмсене тĕпе хурса çырни çинчен каларĕ. Пуçа пĕр-пĕр шухăш пырса кĕрсессĕн вăл хăй умне тĕллев лартса ĕçе пуçăнать, кун пек чухне çырасси хăй тĕллĕн тенĕ пек пулса пырать. Кирлĕ детальсем те хăйсемех тупăнаççĕ-мĕн. «Илемпи, кĕт мана» калава, сăмахран, икĕ сехетре çырса пĕтернĕ прозаик. Паллах, прототипсен ячĕсене улăштарать Дмитрий Андреевич, пурнăçри пек хăвармасть.
«Хуçасăр çуртри сехет сасси» кĕнекен редакторĕ Ольга Иванова алçырупа еплерех ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ, хайлавсене хăçан çырнине мар, сăнарсен ӳсĕмне кура вырнаçтарнине пĕлтерчĕ. Пуçламăшĕнче тĕп геройсем ачасем пулсан каярахпа – пурнăçăн аслă çулĕ çине тухакан яшсемпе хĕрсем, унтан – çемьеллĕ çынсем. Чылай калавра автор паянхи яш-кĕрĕме пăшăрхантаракан ыйтусене хускатать, вĕсен тĕнчекурăмне сăнласа парать пулин те, иртнĕ саманари кăткăс пулăмсенчен те пăрăнса иртменнине асăнчĕ Ольга Михайловна. Çакă, тĕслĕхрен, «Урасăр салтакра» палăрать. Редактора «Ĕне вăррисем» калав уйрăмах килĕшнĕ: унти кĕтменлĕх, интрига тыткăнлать, чăнлăх вĕçĕнче кăна уçăлать, вулакана аптăратса-тĕлĕнтерсе ярать.
Николай Осипов филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ кăларăмри хăш-пĕр калава проблема кĕртсе хăварса повесть шайне çитерме май пуррине асăнчĕ, пысăкрах калăпăшлă жанр пирки шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Ку пуçарăва ырласа Юрий Сементер чăваш халăх поэчĕ Дмитрий Моисеева роман çырма пуçăнмалла терĕ.
«Тăван Атăл» журнал редакторĕ Арсений Тарасов кĕнекепе паллашса ĕлкĕреймен терĕ пулин те, хăшне-пĕрне вуламасăр пултарайманах – вĕсем Арсений Алексеевич кăларакан журналта пичетленнĕ. Кун пирки ăна Николай Николаевич аса илтерчĕ.
Дмитрий Моисеев чылай çул «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕнче тимленĕ. Асăннă кăларăмăн хальхи редакторĕ Ирина Алексеева уяв хуçин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне палăртрĕ: Дмитрий Андреевич – журналист та, куçаруçă та, драматург та. Алина Ильина журналист вара автортан хаваслăрах хайлавсем кĕтнине пĕлтерчĕ. Прозаик шухăшласа пăхма шантарчĕ. Вулакансен сĕнĕвĕсене тăнламасăр май çуках-тăр çыравçăн. Сăмах май, калав пуххипе паллашнă хыççăн Д. Моисеевăн сакăр вун тăхăр çулти кукамăшĕ те «Хуçасăр çуртри сехет сасси» çинчен «нушаллă, хуйхăллă пурнăç кĕнеки» тенĕ.
Çыравçа çавăн пекех Раиса Сарпи чăваш халăх поэчĕ, Альбина Юрату сăвăç тата журналист, Ольга Скворцова литература тĕпчевçи саламларĕç. Çак каç ырă та ăшă сăмах нумай янăрарĕ. Вĕсем Дмитрий Андреевича интереслĕ хайлавсем çырма хавхалантарасса шанатпăр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Автор сăнӳкерчĕкĕсем

Подробнее о книге...

 


Галерея

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10