Дмитрий Моисеевăн иккĕмĕш кĕнеки кун çути курчĕ
25 ноября 2024
Чăвашла вулама юратакансем Дмитрий Моисеевăн ятне лайăх пĕлеççĕ. Çамрăк прозаик ачаранпах литературăпа туслă. Вăл калавсем, пьесăсем çырать, вырăс, пушкăрт, тутар çыравçисен произведенийĕсене чăвашла куçарать. Унăн хайлавĕсем республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр», «Кĕтмен юрату», «Куçукпа Хураçка. Потеряшка», «Виççе пайланнă ĕмĕр», «Çул кайăкĕ» коллективлă сборниксене кĕнĕ. Пьесисене Çĕрпӳ хулинчи, Елчĕк, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи халăх театрĕсемпе драма коллективĕсем лартнă, «Ăнсăртран аслати авăтсан» камитне телевидени валли ӳкернĕ.
2022 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Ют пахчари хăмла çырли» калав пуххийĕ тухнăччĕ. Унта вăтам классенче вĕренекенсем валли шăрçаланă хайлавсем кĕнĕччĕ. Пĕлтĕр вăл «Литературăллă Чăваш ен: çулталăк кĕнеки-2022» фестиваль-конкурсра «Ача-пăча валли çырнă чи лайăх кĕнеке» номинацире çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕ. Нумаях пулмасть вара «Хуçасăр çуртри сехет сасси» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Ку – пултаруллă авторăн иккĕмĕш кĕнеки. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне вун икĕ калав кĕнĕ. Редакторĕ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Анна Никонорова. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Чылай хайлавра автор паянхи яшсемпе хĕрсен пурнăçне, кулленхи ĕç-хĕлне çутатса парать, ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи хутшăнусене пысăк тимлĕх уйăрать. «Хĕл чĕппи» калаври Антон, сăмахран, аманнă кайăка тупать те ăна çăлас тет. Килтисене ӳкĕте кĕртме вара пĕртте çăмăл мар. Акă мĕнлерех калаçу пулса иртет ачапа ашшĕ хушшинче:
«– Сусăр кайăкпа мĕн тăватăн? Чăлахскере сĕтĕрсе çӳриччен, кирлех тĕк, эпир сана киле çитсен Шупашкара кайсах мĕнле те пулин урăх кайăк туянса парăпăр, – çине тăчĕ вăл.
– Аманнă кайăкăн пурăнма юрамасть-им-ха? Кунта пăрахса хăварсассăн ăна çăхан йышши çăткăн кайăксем йăтса каяççĕ е килсĕр выçă кушаксем тытса çиеççĕ, – терĕ те Антон пуçне усрĕ».
Дмитрий Моисеев студент çулĕсенчех журналистикăра ĕçлеме пуçланă май пурнăç кăларса тăратакан кăткăс ыйтусене, самана улшăнăвĕсене çивĕч туять. «Наркоз витĕмĕнчи тĕлĕк» йывăр чирпе кĕрешекен Таньăпа паллаштарать, «Питбайкер йыхравĕ» – спорт мотоциклĕсемпе кăсăкланакан Русланпа тата Кирилпа. «Телефонри çырури» Викторпа Милена укçа ĕçлесе илес тĕллевпе пăтăрмаха çакланаççĕ. «Ĕне вăррисем» калаври çемье пĕр каçра ĕнесĕр, йытăсăр тăрса юлать. Пĕрне вăрласа кайнă, теприне наркăмăш парса вĕлернĕ. Кам тума пултарнă ку ирсĕр ĕçсене? Полина Улаçĕшĕн татăлса макăрать, ывăлĕ – Белла ятлă йыттишĕн. Ку çитмест, çемье пуçĕ пĕринче килне пырса кĕрет те: «Ыран Украинăна тухса каятăп», – тет. «Çемьере Тăван çĕршыва юрăхлă пĕр йĕркеллĕ çын пулам хăть. Виçĕ пиччепе икĕ йăмăкăмран пĕри те ял-йышра ырăпа аса илмелли çынсем мар», – арăмне тăнлантарать Игорь. Арçынна татăклă йышăну тума тата мĕн хистенине вулакан хайлав вĕçĕнче пĕлет. Чăнлăх шалт аптăратса-анратса ярать.
«Илемпи, кĕт мана» калавра та Тăван çĕршыва сыхласси, халăхшăн усăллă çын пуласси мала тухать. Алюш – ашшĕ-амăш хӳтлĕхĕсĕр ӳснĕ каччă. Тăлăхскерне пурнăçра хăй вырăнне тупма кăткăсрах. Тĕрев параканĕсем курăнсах каймаççĕ. Апла пулин те йĕкĕт пуçне усмасть. Пĕррехинче ашшĕ тĕлĕке килет те, Алюш малалла мĕн тумаллине ăнланса илет...
«Хуçасăр çуртри сехет сасси» хайлаври тĕп сăнарсем хăйсене интернет уçлăхĕнче шыраççĕ, видеоблогĕсене аталантараççĕ. Агния кăмăла çĕклекен, савăк кулă парнелекен роликсем ӳкерет. Игнат халăха тĕлĕнтерессишĕн, ят-сум çĕнсе илессишĕн тем тума та хатĕр. Ăнăçупа чапшăн çунни инкек патне çитерессине чухламасть те арçын ача.
Кĕнекери произведенисем хăйсен авăрне туртса кĕрсе каяççĕ те, малалла мĕн пулассине часрах пĕлес килет. Сăнарсемшĕн пăшăрханатăн, вĕсемпе пĕрле савăнатăн. Авторăн чĕлхи сăнарлă, пуян. Вуланă май çакна хăвăрах курса ĕненĕр.
АВТОР ÇИНЧЕН
Дмитрий Андреевич Моисеев 1986 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Шомик ялĕнче çуралнă. Калайкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ, асăннă медиахолдингăн тĕп редакторĕн çумĕ пулнă, халĕ – Чăваш Республикин медиацентрĕн директорĕ.
Д. Моисеев – Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн, Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ. Хусанта, Бакура (Азербайджан) иртнĕ Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕсене, Иссык-Куль хĕрринчи Чолпон-Ата хулинче (Кăркăсстан), Ĕпхӳре йĕркеленĕ çыравçăсен фестивалĕсене хутшăннă.