Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Дмитрий Моисеев çамрăк çыравçăн пĕрремĕш кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

26 октября 2022

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн ларăвĕ тĕлĕнмелле çĕкленӳллĕ те хаваслă иртрĕ. Конференц-зала халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. «Ют пахчари хăмла çырли» илĕртрĕ мар-и писательсемпе журналистсене, редакторсемпе библиотекарьсене, артистсемпе юрăçсене. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче шăпах çакăн ятлă калав пуххи пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ – Дмитрий Моисеев çамрăк çыравçă. Кăларăма вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ, апла пулин те вăл аслăрах ӳсĕмрисемшĕн те, çитĕннисемшĕн те кăсăклă пулĕ. Унта хускатнă ыйтусем кашнинех пырса тивеççĕ. Тен, çавăнпах вулавăшри тĕлпулу тĕрлĕ çулти çынсене пĕрлештерчĕ, пурне те манăçми уяв парнелерĕ.

Çамрăк çыравçă хăйĕн хайлавĕсенче ашшĕ-амăшĕпе ачи-пăчи хушшинчи хутшăнусене сăнлать, геройсене самана йывăрлăхĕсемпе «тĕл пултарать», кашни утăм пурнăçа мĕнле витĕм кӳнине, улăштарнине кăтартса парать. Мĕнлерех вăл – паянхи ăру ачи? Мĕнпе интересленет? Мĕнле шухăш-кăмăлпа кун кунлать? Мĕн çинчен ĕмĕтленет? Автор çак ыйтусен хуравĕсене пĕрле тупма йыхравлать вулакана. Дмитрий Андреевич паянхи саманана кăтартассине мала хурать. «Этемлĕх историйĕн тĕрлĕ тапхăрне – коллективизаци-и вăл е Тăван çĕршывăн аслă вăрçи – ытти поэт-прозаик тахçанах туллин çутатнă. Çав пулăмсем çинчен вĕсем пек ниепле те çыраяс çук эпир. Апла, пирĕн тĕллев – хальхи вăхăта ӳкересси, вăл кăларса тăратакан ыйтусене татса парасси», – терĕ вăл.

Юрий Сементер чăваш халăх поэчĕ Д. Моисеева Хусанта иртнĕ Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕнчех асăрханă. Çамрăк писателĕн пултарулăхĕ ӳссех пынине, вăл аслисен канашĕсемпе пĕлсе усă курнине палăртрĕ Юрий Семенович. «Ачан шухăш-кăмăлне те, ытти сăнарсен уйрăмлăхĕсене те аван уçса парать автор. Мана кĕнеке ячĕ те питĕ килĕшрĕ. Ют пахчасене хам та кĕркеленĕ», – терĕ вăл йăл кулса.

Раиса Сарпи чăваш халăх поэчĕ «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» литература конкурсĕн жюри членĕ пулнă май Д. Моисеевăн калавĕсемпе пуринчен малтан паллашнă, вĕсенче тӳрех пархатарлăх курнă. «Вăтам классенче вĕренекенсем валли çырма уйрăмах йывăр. Ачаран яшлăха куçни – яланах кăткăс тапхăр. Çынсемпе хутшăнасси, кăмăл-туйăм – йăлтах урăхланса пырать. Ку улшăнăва тĕрĕс кăтартса памалла. Дмитрий çакна тума пултарнă. Ахальтен мар вăл конкурсра çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçрĕ», – пĕтĕмлетрĕ Раиса Васильевна. Калавсене вырăсла, акăлчанла куçарма сĕнчĕ вăл. Вĕсем ытти халăх вулаканĕсемшĕн те интереслĕ пуласса палăртрĕ. «Кăмака хыçĕнче вăтанса ларсан эпир çырма пĕлнине никам та асăрхамĕ», – терĕ хăюллăрах пулмаллине систерсе.

Ю. Сементерпе Р. Сарпи Дмитрий Моисеевăн Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзне кĕме вăхăт çитни пирки каларĕç, сĕнӳ хутне çырса пама килĕшни çинчен евитлерĕç. Ара Мишши прозаик писательсен пĕрлĕхĕн правленийĕн пайташĕ пулнă май вĕсен шухăшне хапăлласах йышăнчĕ, çитес пухура ку ыйтăва хускатма шантарчĕ.

Альбина Юрату сăвăç калав пуххине пĕр сехетрех вуласа тухнă-мĕн. Кашни произведенийĕ хăйне евĕрлĕ пулнине, хăш-пĕр сăнарта автора хăйне курнине пытармарĕ вăл. «Пушар хыççăн» хайлав вара уйрăмах килĕшнĕ Альбина Васильевнăна, хăйне те сĕтел хушшине ларса алла ручка тытма хавхалантарнă.

«Ют пахчари хăмла çырли» кĕнекен редакторĕ Ольга Иванова алçырупа мĕнлерех ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. «Пĕр пĕчĕк пăтăрмах сăнарăн пурнăçне пачах тепĕр май çавăрса яма пултарнине* тепĕр чухне хурçă пек çирĕп пулни, шанчăка çухатманни кирлине ăста çырса парать автор. Паянхи куншăн çивĕч ыйтусем хускатать, яш-кĕрĕме кăсăклантаракан темăсене лайăх уçса парать», – терĕ Ольга Михайловна.

Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова пухăннисене Дмитрий Моисеевăн нумай енлĕ пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Дмитрий Андреевич журналист кăна мар, драматург та, куçаруçă та, прозаик та. Пьесисене Çĕрпӳ хулинчи, Елчĕк, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи халăх театрĕсемпе драма коллективĕсем лартнă, «Ăнсăртран аслати авăтсан» камитне телевидени валли ӳкернĕ. «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ пулнă май литература валли вăхăчĕ сахалрах пулин те вăл хайлавсем шăрçалать, вырăсларан чăвашла куçарать. Сăмахран, Айгиз Баймухаметовăн «Ан пăрах, анне!» повеçĕ чăваш вулаканĕсем патне шăпах вăл тăрăшнипе çитрĕ.

«Малтанах Дмитрий Моисеевăн произведенийĕсем республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта, «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» сборникра пичетленнĕ. Вăтам классенче вĕренекенсем валли çырнă калавĕ «Куçукпа Хураçка. Потеряшка» коллективлă сборника кĕнĕ, яшсемпе хĕрсем валли хайлани – «Кĕтмен юрату» ятлине. Кăçал аслисем валли «Виççе пайланнă ĕмĕр» кĕнеке тухрĕ. Унта та тупса вулама пулать Д. Моисеевăн хайлавне. Вăл кирек хăш ӳсĕм валли те тивĕçлĕ шайра, хивре сюжетлă, интереслĕ çырма пултарнине кăтартса пачĕ. Каласа кайнипе кăна çырлахмасть, сăнар пăшăрханăвне туллин кăтартса парать. Кунта ачасен çирĕплĕхне те, йăнăш утăм тусан ӳкĕннине, тӳрленме тăрăшнине те асăрхатпăр», – терĕ Ольга Леонидовна.

Çамрăк писателе çавăн пекех Людмила Сачкова, Арсений Тарасов, Лидия Сарине, Лариса Петрова çыравçăсем, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем, «Трак ен» ентешлĕхĕн хастарĕсем саламларĕç, ăшă сăмахсем каларĕç. Геронтий Никифоров Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ кĕнекере вĕрентекен сăнарне еплерех уçса панине, диалогсене мĕнле йĕркеленине сăнанă иккен. Хайлавсене вĕренӳ программине кĕртмеллех терĕ вăл. Николай Осипов литературовед тата критик хальхи чăваш литературин анинче вăй хуракансем хушшинче арçын сахаллине асăнчĕ, çавăнпа Дмитрий Моисеев пек пултаруллă яш кĕнеке кăларни пушшех савăнтарать ăна. Николай Николаевич хайлав пуххине хакласа рецензи те çырма ĕлкĕрнĕ-мĕн. Тен, çывăх вăхăтра ăна «Тăван Атăл» журналта вулăпăр-ха.

Уяв вĕçĕнче хăтлава пуçтарăннисем хăмла çырлиллĕ тутлă капкейксемпе хăналанчĕç.


Галерея

IMG_20221025_191258 IMG_20221025_190829 IMG-20221025-WA0002 IMG_20221025_183140 IMG_20221025_185239_