Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Çӗнӗ кӗнеке уявӗ

16 октября 2023

Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче Зинаида Ивановӑн «Пчёлка. Пыл хурчӗ» кӑларӑмӗ кун ҫути курчӗ. Ӗнер вара, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче унӑн хӑтлавӗ иртрӗ.

 

Хайлав пуххине вырăсла тата чăвашла кĕçĕн çулсенчи ачасем валли хатĕрленĕ. Паллах, ҫӗнӗ кӗнекен ҫуралнӑ кунне уявлама хӗр пӗрчисемпе арҫын ачасем – Шупашкарти 20-мӗш шкулти 3 «Б» класс вӗренекенӗсем – килчӗҫ.
Кӑларӑма икĕ юмах – «Пыл хурчĕ» тата «Икĕ улмуççи» – кĕнĕ. Чӑвашла вӗсене Ольга Австрийская (Иванова) куҫарнӑ, вӑлах редакторӗ. Наталья Васильева ӳнерҫӗ хӳхӗм ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ, сӑнарсене куҫ умне кӑлармалла сӑнланӑ.
Ҫыравҫӑ тӗлпулура юмахсене мăнукĕсене – Фёдорпа Надеждăна – халалланине пӗлтерчӗ. Шӑпах вӗсем хавхалантарнӑ та ӑна ҫыру сӗтелӗ хушшине ларма. Зинаида Ивановна мӑнукӗсемпе час-часах уҫӑлса ҫӳренӗ. Вӑрмана та, парка та, уя та ҫитнӗ туслӑ йыш. Пӗррехинче Атӑл леш енче йӗп вӑррисене асӑрханӑ та сӑнама пуҫланӑ. Тепринче, уйра чечексем пуҫтарнӑ чухне, ҫеҫке ӑшӗнче пыл хуртне курнӑ. Хайхискер хӑяккӑн выртнӑ, вӑл вилнӗ пулӗ тесе те шухӑшласа илнӗ ачасемпе кукамӑшӗ. Анчах кӑпшанкӑ чӗрӗ пулнине кӗҫ ӑнланса илнӗ: лешӗ тяпписене хускаткаланӑ. Канса выртакан кӑпшанкӑ ҫирӗм минутран тӑрук вӗҫсе кайнӑ. Фёдорпа Надежда: «Ку пыл хурчӗ кахал пулмалла», – тенӗ. Ҫапла ҫуралнӑ та хитре йӗп вӑррипе наян вӗлле хурчӗ ҫинчен калакан юмах, каярахпа – икӗ улмуҫҫи ҫинчен. Хайлавсенчи сăнарсем пĕчĕк вулакансене ĕçчен те тавçăруллă пулма, çутçанталăк илемне курма вĕрентеççĕ.
З. Ивановӑна юмахсене мӑнукӗсене кӑна мар, мӗнпур ачана вулаттарас шухӑш ярса илет. Чӑнах та, тем вӑхӑтран алҫыру чӑн-чӑн кӗнекене ҫаврӑнать. Унччен маларах авторӑн юлташӗ Надежда Осипова – Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ректорӗн халӑхпа тата МИХсемпе ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен пулӑшуҫи – хӑй аллипе пӗчӗк кӑларӑмсем хатӗрлесе парнеленӗ. Вӑл Зинаида Ивановнӑна ӑшшӑн саламларӗ, пултарулӑхра тата та пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунчӗ.
Хӑтлава Зинаида Ивановӑн мӑшӑрӗ те – Геннадий Иванов-Орков паллӑ искусствовед, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ (литературӑпа искусство хутлӑхӗнче) – хутшӑнчӗ. Арӑмӗн хайлавӗсемпе кӑсӑклансах паллашнӑ вӑл. «Ку кӑпшанкӑсемпе йывӑҫсем шӗпӗлтетни мар, пурнӑҫ пирки шухӑша ӳкни. Мӗнлерех тӗлӗнтермӗш ӗҫ-пуҫ пулса иртет унта? Мӗнле ҫӑлӑнса тухмалла? Йывӑрлӑхсене еплерех парӑнтармалла? Лайӑх тус пулас тесен мӗн тумалла? Кӗнекере ҫак ыйтусен хуравӗсене тупма пулать. Кунта сӑнланӑ ӗҫсем – сирӗн ҫинчен, пирӗн ҫинчен», – палӑртрӗ Геннадий Николаевич.
Таврапӗлӳпе наци литературин уйрӑмӗн ертӳҫи Эвелина Малеева ачасене кӗнекери сыпӑксене вуласа пачӗ. Экран ҫине кӑларнӑ ӳкерчӗксем хушшинче вӗренекенсем сӑнлава тивӗҫтерекеннисене суйларӗҫ. Кайран черетпе куҫ хупса тӗп сӑнара – пыл хуртне – ӳкерчӗҫ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗн актёр ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин доценчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Алексей Болдырев режиссёр пулса залрах хӗрӳ ӗҫ пуҫарса ячӗ. Вӑл ертсе пынипе ачасем самантлӑха артистсем пулса тӑчӗҫ, хӑтлав вӑхӑтӗнчех пантомима мелӗпе юмахсен сюжечӗсене кӑтартса пачӗҫ.
Ҫыравҫа юлташӗсем те, унчченхи ӗҫтешӗсем те хӗрӳллӗн саламларӗҫ. Сӑмах май, Зинаида Ивановна чылай вӑхӑт Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче вӑй хунӑ, хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекин хӑтлавне ҫавӑнпах кунта ирттерме тӗв тунӑ.
Уява «Шевле» театр йышӗн (ертӳҫи – Ирина Молькова, режиссёрӗ – Марина Молькова) номерӗсем илемлетрӗҫ. Мероприяти вӗҫӗнче Зинаида Иванова ачасене «Солнечная пчёлка» канфетпа хӑналарӗ.

Ольга ИВАНОВА

Подробнее о книге...

 


Галерея

Kgui6mpXmMk EGUgab0Bf34 Cqw3TRCKDFw CGX5lXPBHwo bBgGQISA5d8 8K9flq-lw3I 6EK1CY8WC8g 4Y8wusR5sLs Yi65p9o-Qtg r4FFez1hblE