Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Çыравçăсемпе ÿнерçĕсем К.В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнчи уява хутшăнчĕç

04 марта 2024

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Ҫуркуннепе хӗрарӑм пӗр сӑнлӑ» ӳнер куравӗ уҫӑлчӗ, хӗрарӑм поэтсем хӑйсен сӑввисене вуларӗҫ.

Залра хӗрарӑм художниксен 50 ӗҫӗпе паллашма май пулчӗ. Портретсем, пейзажсем, натюрмортсем, тӗрлӗ техникӑра калӑпланӑскерсем, илемӗпе тӳрех тыткӑнлаҫҫӗ, кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ. Экспозицире ҫутҫанталӑка сӑнлакан ӗҫсемсӗр пуҫне хӗрарӑм писательсен портречӗсем йышлӑ. Вӗсен йышӗнче – Раиса Сарпин, Улькка Эльменӗн, Людмила Исаевӑн, Альбина Юратӑвӑн, Зоя Сывлăмпин, Нина Пӑрчӑканӑн, Галина Матвеевӑн, Елена Светлаян, Ольга Австрийскаян.

Ҫакӑн пек ҫурхи тӗлпулусем тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Хӗрарӑм поэтсем – Раиса Сарпи, Альбина Юрату, Светлана Гордеева, Лидия Филиппова, Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи, Людмила Исаева, Любовь Петрова, Татьяна Устинова, Ольга Австрийская «картинӑсен ытамӗнче» сӑвӑсем вуларӗҫ. Анне, ҫуркунне, юрату, ҫемье ҫинчен чылай хайлав янӑрарӗ. Мероприятире çавăн пекех Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗсем – Михаил Журковпа Ольга Вильдяева – юрларӗҫ.

 

Ольга ИВАНОВА


Галерея

10 8 7 6 1 5 4 2 9