Çутçанталăк тусĕпе – Палюк мучипе – паллаштарать
21 октября 2022
Çутçанталăк тĕлĕнмелле пуян та илемлĕ, анчах унăн вăрттăнлăхĕсене кашниех пĕлеймест. Вак-тĕвеке курма, сăнама, туйма пултаракана, мехел çитерекене çеç уçăлать тавралăх асамлăхĕ. Çавăн пек ăстасен шутне кĕрет те ĕнтĕ Герасим Харлампьев /1913–1994/ чăваш çыравçи. Вăл ачасем валли чылай хайлав шăрçаланă, çутçанталăка уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Пилеш псевдонима та Герасим Дмитриевич ăнсăртран суйламан-тăр. Пĕчĕк вулакансем валли унăн «Тăрнасен ташши» /1952/, «Пĕчĕкçеç юмахсем» /1955/, «Палюк мучи кĕнеки» /1958/, «Утарта» /1964/, «Илемлĕ ир» /1964,1976/, «Ытарайми çĕршывра» /1971/, «Йăлтăр куç» /1976/, «Пăшăлтисем» /1983/ кĕнекесем пичетленнĕ.
Анчахрах Чăваш кĕнеке издательствинче Герасим Харлампьевăн «Палюк мучи кĕнеки» кăларăмĕ кун çути курчĕ. Ăна вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ. «Кивелми кĕнеке» ярăмпа тухнăскерне калавсем кĕнĕ. Ӳнерçи – Екатерина Васильева, редакторĕ – Ольга Федорова. Тиражĕ – 800 экземпляр.
«Палюк мучи кĕнекине» кĕнĕ хайлавсенчи тĕп сăнар Палюк мучипе пĕрле çутçанталăк хăйне евĕрлĕхне курма, сăнама вĕренет. «Ача чух тăлăххăн ӳснĕ Палюк мучи шкулта пĕр çул та вĕренеймен. Анчах унăн хăйĕн кĕнеки пур иккен: пурнăçа пĕлни, сăнаса вĕренни. Вăл кĕнекене Палюк мучи питĕ ăста вулать», – тенĕ ун çинчен. Ăна тимлĕ итлекенĕ – тăван тавралăх вăрттăнлăхĕсене уçас текен арçын ача. Мĕн кăна илтмест вăл аслă юлташĕнчен: упа та вăрманта çырла сăптăрса çӳрет иккен; шăхличе вара шăхăртма кăна мар, юхан шывра та тытма пулать; çуйăн текен пулă хур чĕппине çеç мар, пысăк хурне те çăтма пултарать, кăткăсем çумăр пулас умĕн хăйсен йăвине пуçтарăнаççĕ те шăтăкĕсене шалтан питĕреççĕ…
Тепринче Палюк мучи арçын ачана карăш курма ярать. «Курсан мĕнлереххине мана та каласа пар», – тет. Ача улăхалла чуптарать. Кăрк-кăрк! кăрк-кăрк! сас парать кайăк. Карăш сасси илтĕннĕ енне вирхĕнет арçын ача. Анчах çывхарсан нимĕн те курăнмасть. Çапла чылай вăхăт иртет. Хура кураксем те, путене те, кӳлĕри шапасем те хăйĕнчен тăрăхласа кулнăн туйăнать тĕп сăнара. Тем чухлĕ чупсан та карăша тĕл пулаймасть ача. Вăл мĕнлереххине каярахпа сунарçăсен кĕнекинче вуласа пĕлет. Палюк мучи вара кĕçĕн тусĕ кайăка пурпĕр курас çуккине малтанах пĕлнĕ-мĕн, çавăнпа чеен пăхса кулса юлнă.
Кăвакарчăн чĕпписем çинчен тата мĕнле интереслĕ çырса панă автор! Пĕчĕкскерсем ашшĕ-амăшĕ пекех ăслă, хăйсем вĕçме вĕреничченех пулăшаççĕ вĕсене. Мĕнле майпа тетĕр-и? Кăвакарчăн амăшĕ çăмартасем тăвать те вĕсене пусса кăларать. Чĕпписем кăштах ӳсме пуçласан тата темиçе çăмарта тăвать. Анчах малтан тухнисене тăрантармалла, кусене ăшăтмалла-çке. Пур çĕре те ĕлкĕрме çук. Хайхи кăвакарчăн амăшĕ çĕнĕ çăмартисене чĕпписем айне хурса парать, хăй тăрăшсах апат çĕклеме тытăнать. Çапларах туслă пурăнать те кăвакарчăнсен çемйи.
Килти выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, вăрманти чĕр чунсем – пурин çинчен те кăсăклă каласа кăтартать Герасим Харлампьев. Калавсенчи ĕç-пуçа сăнлакан ӳкерчĕксем те питĕ илемлĕ. Çутçанталăк вăрттăнлăхĕсемпе интересленекен çамрăк вулакансемшĕн ку кăларăм чăннипех паха парне пулĕ.