Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Çураçми кÿршĕсем» сăвăлла юмах пичетленсе тухрĕ

13 апреля 2023

Ача чухне кам юмах вулама юратмасть пуль? Асамлă тĕнче тĕлĕнтермĕш пулăмсемпе, интереслĕ сăнарсемпе илĕртет, асра юлать. Юмах-халап итлесе-вуласа ÿсекен ача пурнăçа ăнланма, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕренсе пырать. Анчахрах Чăваш кĕнеке издательствинче Галина Матвеевăн «Çураçми кÿршĕсем. Недружные соседи» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ.

Кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕскерне сăвăлла юмах кĕнĕ. Вырăсла ăна Андрей Растворцевпа Светлана Гордеева çыравçăсем куçарнă. Кĕнеке страницисене Екатерина Васильева пултаруллă иллюстраторăн ÿкерчĕкĕсем илемлетеççĕ, тÿрех хайлав тĕнчине туртса кĕрсе каяççĕ.
Шăшисен çемйи Сар Кушакпа туслашса пĕр килпе пурăнма ĕмĕтленет. Кăшла та кăшла мĕн çиес килнине. Ырлăх пулĕччĕ те! Анчах мĕнле çавăрмалла-ха ыйхă чăптин кăмăлне? Шăши çурисенчен Асли килĕшӳ çырса çивĕч чĕрнеллĕ чĕрчуна алă пустарасшăн, парне вырăнне амăшĕн суллине илсе каять.
Пушатсам аллуна,
Пар, анне, суллуна.
Ан шелле.
Мир тăвар та пĕрре –
Пурăнар-и пĕрле
Кÿршĕлле.

Ăна ал пустарам.
Парнепе ма хăрам
Кушакран?
Ним те пулмĕ, анне,
Пăхса тăр ман енне
Хушăкран.
Пиччĕшĕ хыççăнах шăллĕсем пуçтарăнаççĕ. Анчах çывăрма юратакан кил хуралçине нимпе те сутăн илейместĕн, сăтăрçăсем унăн тыткăнне çакланаççĕ...
Куçару та ăнăçлă пулса тухнине палăртмалла. Сăвăлла юмах вырăсла та хăватлă, чĕрĕ янăрать.
«Пурнăçри пекех, юмахра та тĕрлĕ геройсем пулаççĕ. Кĕнекене кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнине шута илсе (тата юмах-çке-ха ку) эпĕ шăши çурисене чĕрех хăвартăм. Тĕнче пĕтмесĕр шăши пĕтес çук. Кушак пур чух мĕн хăрамалли пур вĕсенчен? Юптарса та систерсе эпĕ çапла каласшăн: коррупцие пĕтерес тесен çынсен тӳрĕ чунлă ӳсмелле. Мĕн пĕчĕкрен», – тет Галина Алексеевна çĕнĕ хайлавĕ çинчен.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

ч3 ч2 ч1 катя Васильева Галина Матвеева Галина Матвеева-Çураçми кÿршĕсем (1) ч7 ч6 ч5 ч4