Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Çунатлă туссем çинчен – «Çул кайăкĕ» кĕнеке

06 февраля 2023

Чăвашсем мĕн авалтан çутçанталăка çывăх пулнă. Вĕсем кайăк-кĕшĕке сăнама юратни ваттисен сăмахĕсенче те ӳкерĕнсе юлнă. «Чĕкеç – кун пуçлакан кайăк, шăпчăк – кун вĕçлекен. Хĕвеле курсан кайăк та юрлать. Хур кайăк хыççăн кĕпшĕл тапраннă. Ăнсăртран ăмăрткайăк та çăхан апачĕ пулнă тет. Чепчен пĕчĕк те, пурпĕрех çунатлă...» – тенĕ шурсухалсем. Юмахсенче те тăтăшах тĕл пулаççĕ çунатлă тусăмăрсем – çерçи, карăш, путене, улатакка, тăрна, чарлан, чакак, тăмана, курак... Хăйсен юррипе, тĕкĕпе кăна мар, тыткаларăшĕпе те уйрăлса тăраççĕ вĕсем пĕр-пĕринчен.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Çул кайăкĕ» кăларăм пичетленсе тухрĕ. Хайлав пуххине Чăваш Енре тĕл пулакан – кунтах хĕл каçакан е çуркунне вĕçсе килекен – кайăксене халалланă калавсемпе сăвăсем кĕнĕ. Ăна Ольга Иванова пухса хатĕрленĕ, ÿнерçи – Екатерина Васильева. Тиражĕ – 800 экземпляр.
Ĕмĕрсем иртеççĕ, самани улшăнать. Телее, этем тăван тавралăхпа кăсăкланма, пулăмсене хак пама пăрахмасть. Мĕн курни-илтнине сăмах вĕççĕн пĕлтернипе çеç çырлахмасть ĕнтĕ вăл – илемлĕ литература произведенийĕсем шăрçалать. Чăваш прозаикĕсемпе поэчĕсем вĕçен кайăксене халалласа чылай хайлав çырнă, çыраççĕ те. Кашниех хăйне евĕрлĕ, вăл е ку тĕслĕхе çутатса парать, пĕр е темиçе кайăкпа паллаштарать, шухăша ярать. Çапах пĕрпеклĕхĕсем те çук мар. Çакна эсир кĕнекене вуланă май асăрхама пултарăр.
Владимир Степановăн «Арçури чăмăшĕ» калавĕнчи Дениспа Илюк пĕррехинче пĕчĕк экспедицие хускалаççĕ. Çырма хĕрринчи пĕчĕк уçланкăри хăва тĕмĕ хушшинче темĕскер мĕкĕрет имĕш. Унта пăши пăрушĕ пытанса выртать пуль тесе шухăшлать Денис. Куçпа курмасăр епле ĕненĕн? Туссем йĕрлесе пăхма шут тытаççĕ, кĕç хăтлă ÿпле туса лартаççĕ. Вăрман чĕрчунне хăратасран ăçта та пулин пытанмалла-çке. Анчах тем чухлĕ сыхласан та пăши пăрушĕ курăнмасть. Хайхи арçури мар-ши тесе те пуç ватаççĕ арçын ачасем. Ăна мĕнпе илĕртмелли çинчен калаçаççĕ. Кам шутланă-ха çырмара тĕлĕнтермĕш кайăк мĕкĕрсе ларма пултарасса? Пĕчĕк чăмăш – пĕчĕк шур вăкăрĕ – ятлăскер шăпах çапларах тискер сасă кăларать-мĕн. Ун çинчен вара хайлав тĕплĕнрех уçса парĕ.
Светлана Асамат чăваш халăх поэчĕ «Питĕ лайăх» калавĕнче чăваш халăх юррисенче тĕл пулакан кайăксене тимлĕх уйăрать, Улькка Эльмен акăшсемпе паллаштарать, Николай Ларионов-Йĕлмел куккук чĕппипе чакак хутшăнăвне тĕпчет, Ольга Васильевăн «Ял çерçийĕнчи» Вĕçкĕнкке çерçи Шупашкара куçса кайма тĕв тăвать – хулара рехетленсе ытлă-çитлĕ пурăнасшăн. Çул кайăкĕ тата мĕнлескер-ши? Ун çинчен çавăн ятлă калавра вуласа пĕлме пулать. Тепĕр чухне шăнкăрчсем мăшăр тупаймаççĕ иккен. Тăлăх кайăк тата шанăçне çухатман хĕрача çинчен Нина Царыгина каласа парать. Лариса Петрова тăрнапа чарлана уйăрма вĕрентет. Дмитрий Моисеевăн сăнарĕ хĕл чĕппине инкекрен хăтарать. Ирина Кошкинăн геройĕ вара çăхана кăсăклансах сăнать.
Кăларăмăн иккĕмĕш пайне сăвăсем кĕнĕ. Вĕсен авторĕсем – Юрий Сементер, Геннадий Юмарт, Виталий Шемекеев, Александр Савельев-Сас, Николай Ыдарай, Раиса Воробьева, Людмила Смолина, Анатолий Смолин, Валентина Тарават, Александр Пăртта, Альбина Юрату, Николай Мордяков т. ыт. те.
Пĕтĕмĕшле, калавсемпе сăвăсенче çутçанталăка юратни, унăн çунатлă тĕпренчĕкĕсемшĕн пăшăрханни, кайăксен йăлисемпе интересленни, кулленхи пурнăçра тĕлĕнтермĕшсем курма пултарни тĕпре.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Купить эту книгу (кунта пуссан ку кӗнекене илме пулать)


Галерея

5 4 3 2 1 Çул кайăкĕ (1) 7 8 6