Корзина
(пусто)
(0 руб.)

Чуна ăшăтакан поэзи

13 октября 2023

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чёваш наци библиотекинче Галина Матвеевăн «Çил çинчи турат» кĕнекине пахаларĕç.

 

Хăтлава сумлă çыравçăсем, литература тĕпчевçисем, журналистсем, вĕренӳ кĕнекисем кăларас енĕпе ĕçлекенсем, поэзие юратакан ытти çынсем пуçтарăннă.
Чи малтанах Ирина Софронова тĕпчевçĕ Галина Алексеевна поэзийĕн хăйне евĕрлĕхĕсене анлăн тишкерсе тухрĕ. Кĕнекене кĕртнĕ сăвăсемпе поэмăсене, куçарусене хакласа Юрий Сементер, Улькка Эльмен, Елен Нарпи, Николай Максимов, Василий Кервен, Арсений Тарасов, Лидия Сарине, Нина Артемьева, вĕренӳ кĕнекисен авторĕ Надежда Иванова тата ыттисем калаçрĕç. «Тем çинчен те çырма пулать поэзире. Талантлă çын çырма пуçлать те – этем чунне чăмать. Тема манăçать. Ун пирки шухăшламастăн. Чун хусканăвĕсем унта, хирĕçӳлĕхсем, чун-чĕрери тĕксĕм вырăнсем, çуттисем, тĕнчене çутатаканнисем, ăшă параканнисем... Поэзи ăшăтать çынна. Çавăн пек ăшăтакан поэзи ку кĕнекере, – тесе палăртрĕ Юрий Артемьев тĕпчевçĕ. – Галина Алексеевна нумай сапаланмасăр, тарăн шухăшласа вулакана хăй патне туртать, ăна пăртак та пулин хăй шайне çĕклесшĕн. Ку калама çук пархатарлă ĕç».
Ăшшăн, кăмăллăн иртрĕ библиотекăри тĕлпулу-хăтлав.


Галерея

3 4 5 6 7 8 9 1 2