Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Чун вĕçевĕ. Полет души» нотăланă юрă пуххи пичетленсе тухрĕ

10 января 2024

«Çепĕç юрă – чун уççи. Юрă – пурнăç илемĕ», – тенĕ ваттисем ĕлĕкех. Чăн та, савăк шӳт-такмак уява пуянлатать, хурлăхлă кĕвĕ-çемĕ тепĕр чухне куççуль кăларттарать, лăпланма пулăшать. Чăваш мĕн курать, çавăн çинчен шăрантарать тесе ахальтен шахвăртман пуль авалтан. Юратнă юррăн сăмахĕсене пĕлсен пушшех аван. Манса кайнă пулсан та темех мар, юрă пуххи аса илме пулăшатех.
Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Чун вĕçевĕ. Полет души» нотăланă юрă пуххи пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ – Валентина Тарават (Валентина Николаевна Игнатьева), Раççей Федерацийĕн Çыравçăсен союзĕн членĕ (1995), Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1996), Чăваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийĕн членĕ (1996), Чĕмпĕр облаçĕн хисеплĕ гражданинĕ (2007), «Браво, Маэстро!» преми лауреачĕ (2023). Çĕнĕ кăларăмăн музыка редакторĕ – Александр Васильев, издательство редакторĕ – Ольга Иванова, художникĕ – Дмитрий Литаврин. Тиражĕ – 800 экземпляр.
Нотăланă юрă пуххине Валентина Тарават кĕвĕленĕ хайлавсем кĕнĕ. Сăввисен авторĕсем – Валентина Тарават, Анатолий Ырьят, Николай Ларионов, Раиса Сарпи, Олег Прокопьев, Анатолий Чебанов, Галина Матвеева, Надежда Силпи, Любовь Мартьянова, Светлана Матлина. Ачасем валли çырнă произведенисем те пур. Умсăмахра Николай Эриванов композитор, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм Раççейри музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Валентина Николаевнăн юрă-кĕвĕ тĕнчинчи пултарулăхне тĕпчевçĕ куçĕпе хак панă. Кĕнекене ытти сумлă çынсен хаклавĕсем те кĕнĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Подробнее о книге...


Галерея

Валентина Тарават (1) IMG_20240110_154542