Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Чĕре тĕпĕнчи туйăм» – юрату хайлавĕсен сборникĕ

08 декабря 2023

Юрату çĕр çинчи чи хăватлă туйăм пулнипе пурте килĕшеççĕ пулĕ. Вăл çут тĕнчене тытса тăрать, пурнăçа илем кӳрет, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Унсăр вара хĕвеллĕ кун та тĕксĕм курăнĕччĕ, чи ăшă сăмах та хăпартлантармĕччĕ.
2019 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче «Кĕтмен юрату» коллективлă сборник пичетленсе тухнăччĕ. Унта çамрăк авторсен повеçĕсемпе калавĕсем кĕнĕччĕ. Кăларăм кĕске вăхăтрах саланса пĕтрĕ, вулакансене тыткăнларĕ. Çакна шута илсе издательство юрату хайлавĕсен тепĕр кĕнекине кăларма йышăнчĕ. Вăл «Чĕре тĕпĕнчи туйăм» ятпа анчахрах кун çути курчĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ хальхинче те – Ольга Федорова, редакторĕ – Ольга Иванова, художникĕ – Светлана Бритвина, хуплашкан ӳнерçи – Дмитрий Литаврин. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
Коллективлă сборник тĕрлĕ автор хайлавĕсене пĕрлештерсе тăрать, çавăнпа интереслĕ те вăл. Пĕр темăнах кашни хăйне евĕр уçса парать. «Чĕре тĕпĕнчи туйăм» кăларăма сакăр прозаикăн калавĕ-повеçĕ кĕнĕ. Владимир Степанов, Владислав Николаев, Ольга Васильева, Дмитрий Моисеев, Ольга Австрийская, Константин Малышев çыравçăсен ячĕсене вулакан илтнех ĕнтĕ. Вĕсен уйрăм кĕнекисене библиотекăсенче те илсе вулама пулать. Ольга Рубцовăпа Татьяна Ишмуратова – чăваш литературинче малтанхи утăмсем тăвакансем.
Произведенисенчи тĕп сăнарсем – юрату авăрне кĕрсе ӳкнĕ яшсемпе хĕрсем. Пурнăç темĕнле пăтăрмах та кăларса тăратать вĕсен умне. Телей сукмакĕ тумхахлă та кукăр-макăр, йăнăшасси те часах. Пĕртен-пĕр тĕрĕс çула мĕнле шыраса тупмалла-ха? Кайран ӳкĕнмелле пулмĕ-ши? Чăн юратăва епле «палласа» илмелле? Ыйтăвĕ темĕн чухлех, хуравĕсене ăçтан тупмалла? Тен, мĕнпур вăрттăнлăх уççи чĕрере?
«Хайлавсене тĕп сăнарсен ӳсĕмне кура вырнаçтарса тухнă. Константин Малышевăн «Татман чечек» калавĕнче тĕпре – аслă класра вĕренекен ачасем; Татьяна Ишмуратовăн, Ольга Рубцовăн тата Дмитрий Моисеевăн геройĕсем – студентсем; Ольга Австрийскаян, Владислав Николаевăн, Владимир Степановăн тата Ольга Васильевăн калавĕ-повеçĕнчи тĕп сăнарсем – ĕçлекен çамрăксем», – тесе палăртнă кĕнекене пухса хатĕрленĕ Ольга Федорова умсăмахра. Кăларăмра авторсем çинчен те вуласа пĕлме пулать – вĕсен биографийĕсене кĕртнĕ.
Константин Малышевăн «Татман чечекĕнчи» калу пĕрремĕш сăпатран пулнăран пушшех интереслĕ. Сăнар хăйĕнчен хăй тăрăхласа илет, асаилӳ ытамне путать. Калава вуланă май йăл кулмасăр май çуках: «Çуллахи каникул сисĕнмесĕр иртрĕ, юратура вара манăн пĕр çитĕнӳ те çук. Хĕре ыталама мар, ун çинчен пĕринпе те пырса калаçман... Çуллахи каникул вĕçленчĕ, чун савни пулма пултаракан кандидатурăсем – хула хĕрĕсем – ялтан кайса пĕтрĕç, унпа пĕрлех юрату шырани те кăштах сĕврĕлчĕ темелле», – юптарать герой. Кĕç вăл вуннăмĕш класс хĕрне куç хывать. Унпа пырса калаçма шикленет, çав хушăрах хыççăн утма никам та кансĕрлемест качча. «Хăш чухне пĕр вăтăр метр малта вĕсен умĕнче утатăп (хама кăтартас килет-çке), хăш чухне, сурăх кĕтĕвĕнчи çамрăк така пек, хыçĕнчен лĕпĕстететĕп», – тет яш. Пĕрремĕш юрату мĕнпе вĕçленнине пĕлес килсен сборника алла тытма сĕнетĕп.
Владимир Степанов та «Икĕ айкки те тăвайкки» прозăллă пĕчĕк трагикомедийĕнче чĕрене амантнă туйăм çинчен шӳтлесе çырать. Татьяна Ишмуратовăн сăнарĕ вара «Турă çырни» калавра хытах тертленет, ултав ăна самаях çапса хуçать, апла пулин те пике çĕнĕрен çĕкленме вăй тупать. Ольга Австрийскаян «Чи çутă ĕмĕт» хайлавĕнчи Маша та Германа ниме пăхмасăр юратать, савнийĕн çитменлĕхĕсене те йышăнать, каçарать. Тен, чăн юратăвăн çапла пулмалла та?
Ольга Рубцовăн героинисем шухă та хăюллă, харăсах темиçе каччăпа тĕл пулаççĕ, чи лайăххине суйласшăн. «Суйлакана – тирĕк тĕпĕ», – тесе ахальтен каламан-тăр чăвашсем. Вĕренĕн те вĕçĕ пур та, суйса-чееленсе инçе каяймăн. Акă Дмитрий Моисеевăн «Телефонри çыру» калавĕнчи Викторпа Милена та ытлă-çитлĕ пурнăç çинчен ĕмĕтленсе йăнăш çулпа уттараççĕ. Анчах телей патне çитеймеççĕ, яш ĕмĕре çеç сая яраççĕ...
Владислав Николаевăн «Пуйăсри пике» калавĕнчи Арсени çар хĕсметĕнчен таврăннă чухне пуйăсра Виктория ятлă пикепе паллашать. Çул тăршшĕпе калаçса пыраççĕ çамрăксем. Тин кăна паллашни те, пĕр-пĕрне лайăх пĕлменни те шăкăл-шăкăл пуплеме чăрмантармасть вĕсене. Шупашкара çитсен хĕр качча хăйĕн патне хăнана чĕнет. Тăван ялне ашшĕ-амăшĕ патне çитме тĕв тунă Арсени малтанхи планĕсене манса Вика хыççăн таплаттарать. Юрату историйĕ мĕнле кĕтмен çĕртен пуçланать, çаплах вĕçленет теме пулĕччĕ. Анчах кунта апла мар, автор вулакана шухăша путма хистет. Каччă хĕр патне шăнкăравлать, лешĕ телефонне тытмасть. Арсени тăрук хăраса ӳкет: ара, нимĕн те пĕлмест-çке вăл Вика çинчен. «Мĕн çинчен калаçрĕç вара вĕсем адресне те ыйтса пĕлмен пулсан? Ремаркăн кĕнекине сӳтсе явни халь Викăна шыраса тупма нихăш енчен те пулăшмасть Арсение...» Мĕнле шутлатăр, хĕрпе каччă тĕл пулĕç-ши?
Ольга Васильевăн «Чĕре тĕпĕнчи туйăм» повеçĕ Шупашкарти шкулта ачасене вĕрентекен Маринен кун-çулĕпе паллаштарать. Хĕр хулара тĕпленесшĕн, çавăнпах ялта пурăнакан Алешăна хăйĕнчен сивĕтет. Çав хушăрах таçта чĕре тĕпĕнче качча килĕштерет. Анчах çакă Маринене пĕрле ĕçлекен Матвея куç хывма чăрмантармасть. Ахăртнех, хăйĕнпе мĕн пулса иртнине хăй те ăнланаймасть çамрăк учительница. Вулакансене тавлаштаракан, шухăшлаттаракан сăнар калăпланă автор.

Ольга ИВАНОВА

Подробнее о книге...