«Чăваш сăмахĕсене сăвă чĕлхипе калас кăмăлăм пысăк»
29 ноября 2024
Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Станислав Сатурӑн «Иртни патне эп кӗтӗм ҫула май... Я к прошлому зашел на огонек...» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ.Кӑларӑм кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унта статьясемпе рецензисем, интервьюсем, презентацисенче каланисем, халал сӑввисем кӗнӗ. Редакторĕ – Галина Антонова. Хӑтлавра калаçу çыравçăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ тавра йĕркеленчĕ, унта литература тӗпчевҫисем, ҫыравҫӑсем, Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕсем, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӑсчахӗсем тата ыттисем хутшăнчĕç.
Тĕлпулура ҫыравҫӑ хӑйӗн пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ. Вăл 1959 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи Канаш районĕнчи Ушанар ялĕнче çуралнă. Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш номерлĕ профессиллĕ техника училищинчен вĕренсе тухсан стройкăра ĕçленĕ, унтан çар хĕсметĕнче пулнă. Çартан таврăнсан Станислав Николаевича Комсомолăн Çĕнĕ Шупашкар комитетне ĕçе илнĕ, КПСС хула комитечĕн членне суйланă. Çак вăхăтра вăл И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, Хусанти зонăри комсомол шкулĕнче, Мускаври Пĕтĕм союзри комсомолăн курсĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ, Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕ çумĕнчи «Сунтал» литература пĕрлешĕвне çÿренĕ. С. Сатур – Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ (2000). Ҫыравҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче «Юхӑмра» (2017), «"Эпӗ" виҫе» (2019), «Чӗнӳллӗ ҫул» (2021), «Кӗр ванчӑкӗ» (2022) тата ытти кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ Владимир Степанов поэтăн кăларăмне çапларах пахаларĕ: «Станислав Сатур хăйне валли парне турĕ тесе калас килет манăн: кунта пурнăçне пĕтĕмлетсе хăй мĕнле шая аталанса çитнине тата эпир ун пултарулăхне еплерех хакланине кăтартса парать вăл».
Тĕп редакторăн çумĕ Ольга Федорова çыравçа саламласа хăйĕн шухăшне çапларах пĕлтерчĕ. «Станилав Сатур – чăваш литературинче иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче палăрнă сăвăç, эпĕ вара унăн пултарулăхĕпе паллашса пыратăп кăна-ха. Юлашки çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче унăн сăвă кĕнекисем кун çути курчĕç. «Иртни патне эп кӗтӗм ҫула май... Я к прошлому зашел на огонек...» кăларăм – пачах урăхла кĕнеке. Вăл Станислав Николаевичăн тарăн шухăшлă хайлавĕсене ăнланма пире алăк уçса парать. Çак питĕ паха».
«Ку кĕнеке шухăш тĕлĕшпе питĕ çăра. Кăларăм автобиографирен пуçланать. Пĕрре пăхсан нимех те çук тейĕн, – ялта çуралса ÿснĕ чăвашăн пурнăçĕ. Çапах ăна та вăл хăйнеевĕрлĕ çырса кăтартать, – терĕ тĕлпулура филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев профессор. Кĕнекере Çеçпĕл Мишшипе Станислав Сатур пурнăçĕсене танлаштарса пăхни пур. – Ку – ытлашши мар. Çĕнĕлĕх темелле. Нумайăшĕ: "Вăл хăйне кăтартасшăн, Çеçпĕл шайне ларасшăн", – тесе калама пултарать. Унта ун пекки нимĕн те çук. Вĕсен пурнăç пуçламăшĕсем çирĕм икĕ çулччен, чăнах та, пĕр пекрех килеççĕ. Кайран Сатур хăй çулĕпе каять».
Юрий Исаев, Николай Осипов, Ольга Скворцова ăсчахсем кĕнекере чун апачĕ валли материал нумаййине палăртрĕç. Альбина Мышкина литература тĕпчевçи кăларăм студентсемшĕн курс, диплом ĕçĕсем çырнă чухне усă курма меллĕ, наукăна тин кăна кĕнисем валли питĕ паха кĕнеке пулнине каларĕ. Василий Кервен çыравçă вара кӗреке хуҫине сӑвӑҫсен хайлавĕсене тишкернӗ чухне ҫитменлӗхӗсене те палӑртса хӑварма сӗнчӗ.
Ирина Кириллова литературовед кĕнекене çапларах пахаларĕ: «Станислав Сатурăн – шухăшлаттаракан сăвăсем. Вĕсене вулатăн та пурнăç, çыннăн пурнăçри вырăнĕ çинчен шухăшлама пуçлатăн. "Эпир çĕр çине чăвашсем пулса килнĕ пулсан пирĕн чăваш пек пурăнмалла", – тет вăл хайлавĕсенче».
Ара Мишши çыравçă Сатур сăввисене ăнланас тесен темиçе хут вуламаллине палăртрĕ.
Çĕнĕ кĕнекепе паллашсан Ирина Софронова литературовед Станислав Сатур поэт çеç мар, куçаруçă та, публицист та, журналист та, тарăн шухăшлă философ та пулнине сиснĕ. «Нумай пĕлтерĕшлĕ сăвăсем çырнине кура вăл вулакана çав пултарулăх ĕçне хутшăнтарать, тĕпчевçĕсем те унăн ĕçĕсене курмасăр, хакламасăр иртсе кайма пултараймаççĕ», – терĕ вăл.
С. Сатур хăй вăхăтĕнче сăвăсем çеç мар, драмăллă икĕ хайлав та çырнă иккен, анчах вĕсем çухалнă. «Тен, пĕр-пĕр драма çырса та пăрахăп. Çак тĕлпулу хыççăн çырас кăмăлăм тата ÿсрĕ. Манăн ĕçлемелли пайтах, ăна сисетĕп. Чăваш сăмахĕсене сăвă чĕлхипе калас кăмăлăм та пысăк», – терĕ Станислав Николаевич тĕлпулăва килнисене тав туса.