Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Чăваш романĕн» çĕнтерÿçине палăртрĕç

06 октября 2023

Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш романĕ» литература конкурсĕн ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ.

 

Пултарулăх ăмăртăвĕ çулталăк ытла пычĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – хальхи чăваш литературине тата пысăк калăпăшлă хайлавсене аталантарасси.
Конкурса тăратнă ĕçсемпе жюри членĕсем тимлĕ паллашрĕç те. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Аркадий Русаковăн «Турхан сăмахĕ» ал çырăвĕ мала тухрĕ. Çитес çул вăл Чăваш кĕнеке издательствинче уйрăм кĕнекен тухĕ. Аркадий Никандровича чун-чĕререн саламлатпăр, малалла та тухăçлă ĕçлеме вăй-хал, хавхалану сунатпăр!


Галерея

конкурс Аркадий Русаков