Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Чăваш романĕ» конкурс çĕнтерÿçи – издательствăра

24 ноября 2023

Пушкăртстанра пурăнакан Аркадий Русаков çыравçă тата публицист паян Чăваш кĕнеке издательствине килсе çитрĕ. Вăл «Чăваш романĕ» литература конкурсĕн çĕнтерÿçи пулса тăнине маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ сире. Çакна çирĕплетекен дипломпа шăпах паян чысларĕç Аркадий Никандровича. Пултарулăх ăмăртăвĕнче мала тухнă «Турхан сăмахĕ» романĕ вара 2024 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленĕ.
А. Русаков мĕн пĕчĕкренех литературăпа туслашнă. Унăн Çĕнĕ çула халалланă сăвви вăл улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех кун çути курнă. Каярахпа стена хаçачĕ валли заметкăсемпе кĕске калавсем шăрçаланă. Ĕпхӳри Пушкăрт патшалăх медицина институтĕнче ăс пухнă чухне те çырма пăрахман, пултаруллă студентăн хайлавĕсем «Медик» хаçатра кун çути курнă.
Аркадий Русаков 1989 çултанпа Стерлитамакри çыравçăсен органзацийĕн «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕнче тăрать. 2007 çултанпа – Раççей писателĕсен союзĕн, Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ. Вăл чăвашла та, вырăсла та çырать. Унăн произведенийĕсем тĕрлĕ хаçат-журналта та, уйрăм кĕнекен те тухаççĕ. Çамрăкрах чухне çыравçа юрату, кăмăл-сипет, çутçанталăк темисем кăсăклантарнă пулсан халĕ истори ыйтăвĕсемпе халăх кун-çулĕ ытларах пăшăрхантараççĕ, çĕнĕ калав-повесть çырма хистеççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Чикĕри тĕлпулу», «Эпир кунта хĕçпе килмен» тата «Юрату каçарма чĕнет» кăларăмĕсем пичетленнĕ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ


Галерея

IMG_20231124_094939