«Чăваш романĕ» II литература конкурсĕн çĕнтерÿçине палăртрĕç
28 октября 2024
Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш романĕ» II литература конкурсне пĕтĕмлетрĕ.Пултарулăх ăмăртăвĕ çулталăка яхăн пычĕ – ĕçсене 2023 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2024 çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен йышăнчĕç. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – хальхи чăваш литературине тата пысăк калăпăшлă хайлавсене аталантарасси.
Конкурса тăратнă ĕçсемпе жюри членĕсем тимлĕ паллашрĕç, вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Ангелина Павловская паллă çыравçăн «Çутă ĕмĕт çунатлă» ал çырăвĕ мала тухрĕ. Çитес çул вăл Чăваш кĕнеке издательствинче уйрăм кĕнекен тухĕ.
Ангелина Ивановнăна чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, малалла та тухăçлă ĕçлеме вăй-хал, хавхалану сунатпăр!
Галерея

