Корзина
(пусто)
(0 руб.)

«Чăваш романĕ» II литература конкурсĕ пуçланчĕ

26 декабря 2023

Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш романĕ» литература конкурсне иккĕмĕш хут ирттерет.

Конкурса тăратнă ĕçсем чăвашла çеç пулмалла, урăх чĕлхерен чăвашла куçарнă хайлавсене пăхса тухмаççĕ. Конкурса халиччен кĕнеке пек пичетленмен хайлавпа хутшăнмалла.
Конкурса тăратакан хайлавсен тематики ирĕклĕ, калăпăшĕ – А4 форматпа 700 страницăран ытла мар.
Уйрăм страницăсенче:
1) авторăн ятне-шывне (литературăри псевдонимне, паспортри ячĕпе хушаматне);
2) хайлав ятне чăвашла тата вырăсла;
3) хайлавăн кĕске аннотацине чăвашла тата вырăсла;
4) авто адресне, телефон номерне, электрон почтине (пур пулсан)
5) авторăн чăвашла тата вырăсла çырнă кĕске биографине хатĕрлесе памалла.
Конкурс ĕçĕсене 2023 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен fed_ol@mail.ru электрон адреспа е почтăпа çак адреспа ярса памалла: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, «Чăваш романĕ» конкурса». Тĕплĕнрех Положенире паллашма пулать. Ăна Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче «Акцисем» пайра вырнаçтарнă.
Чи интереслĕ хайлавсене кĕнекен хатĕрлесе кăларма тематика плане сĕнĕпĕр. Çырăр, хутшăнăр, вулакансене савăнтарăр!

 

Положение о конкурсе на русском языке

Положение о конкурсе на чувашском языке